Айăплă мар вăл

22 Янв, 2019

Тĕнче пысăк. Унта пĕр вăхăтрах темĕн те пулса иртет: савăнмалли те, кулянмалли те, макăрмалли те. Çак тĕрлĕ енлĕ туйăмсене кашни хăйне май чăтса ирттерет. Эпир ытларах çĕнтерÿçе, мала тухакана куратпăр, парăннин, выляса янин ăшĕнче мĕн пулса иртнине тепĕр чух асăрхамастпăр та. Çакăн пек вылявлă туйăм тараси таçта та, уйрăмах ĕçре, спортра, пурлăх шайĕнче сисĕнет. Искусствăра та çавах. Çитĕнÿ туса çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕçлекен çумĕнче тепри, кĕвĕç чунли, тупăнатех çав.
Театра илсен, курма пынисен умĕнче — яланах хатĕр спектакль, сцена çинче пĕтĕмпех килĕшÿллĕ. Çакă мĕнле майпа тупăннине артистсем хăйсем çеç пĕлеççĕ.
Паян республикăри пĕр театрта «Нарспи» спектакль пырать. Халăх лăк тулли, вырăн çитменнипе пукан çине ларса куракансем те пур. Артистсем пурте яваплă ĕçре, çăмăл мар вĕсене, пурнăçри пек пултăр тесе тăрăшаççĕ. Юрать-ха, кăштах канса илме антракт пур. Кашни хăй гримернăйне васкать.
Акă Нарспи рольне вылякан Светлана коридорпа васкаса утса пынă май пĕчĕк тутăрпа сулкалашса хăй патне кĕрсе кайрĕ. Каллех тĕкĕр умĕнче сарă чечексем. Спектакль вĕçлемен-ха, парни çитсе те тăнă. Камран-ши? Светлана ниепле те тавçăрса илеймерĕ. Хут татки çук-ши тесе чечексене сиркелесе пăхрĕ. Тата мĕншĕн сарă тĕслисем-ха? Мĕне пĕлтерет? Хăй камне систересшĕн мар, хăю-сăрскер пулас. Тĕкĕр умĕнче çапла шухăша кайса тăнă вăхăтра Володя-Сетнер кĕнине темшĕн çÿçенсе кĕтсе илчĕ. Шарт сикнĕ пек тесен те юрать.
— Каллех чечексем... Эсĕ сарă тĕсе килĕштернине пĕлеççĕ курăнать.
— Иккĕмĕш хут ĕнтĕ, темшĕн саррисем. Ултава теççĕ мар-и-ха?
— Çук, йăнăшатăн, чăвашсен пачах урăхла. Сарă илеме пĕлтерет, чечекĕ — юратнине.
— Вырăссен апла «хĕрлĕ» сăмах: хĕрлĕ тÿрем, хĕрлĕ кĕтес...
— Çапла, «красная девица» тенине илтнех пуль, сарă хĕр Светлана, — тесе Володя çывхарчĕ те пит çăмартинчен сĕртĕнме хăтланчĕ. Светлана пăрăнма ĕлкĕрчĕ.
— Çук, çук. Сцена çинче чуптуни те çителĕклĕ. Итле-ха, эс мĕншĕн çав тери хăюлланса пыратăн, паян ав чăннипех чуптурăн. Çакна пăрах эсĕ, кунта театр вĕт, симвăлла кăна пулмалла.
— Эпĕ хамран мар вĕт-ха, сюжетпа çапла. Куракансемшĕн ĕненÿллĕ пултăр тетĕп. Тĕрĕссипе каласан, Света, эсĕ мана чăннипех питĕ килĕшетĕн. Уйрăмах иксĕмĕр пĕрле выляма пуçланăранпа. Чунра канăçăм çук. Акă тĕрĕслесе пăх чĕрене, — тесе Света аллине тытса унпа хăй кăкрине тĕксе илчĕ.
— Чарăн-ха эсĕ. Мĕне пĕлтерет ку?
Володя чĕркуçленсе ларчĕ те юрлама пуçларĕ:
— Юрататăп сана, юрататăп сана, Света. Юрататăп ăсран тайăлнă поэт чунĕ-пе...
— Ну, çитет кун пек аппаланса. Тупăннă кунта Ленский. Тăр часрах.
— Апла эсĕ мана тиркетĕн, пĕртте ăнланма тăрăшмастăн. Пăхма çеç эп çакăн пек, шалта ман çав тери пысăк чун, çак театр çуртĕнчен те ирттерет пуль.
— Чун ăшши санăн пурне те çитет тесшĕн ĕнтĕ, — кулса илчĕ Света. — Кун пек чух хăрушă мар-и-ха путма... Пĕри ав паян кун та ишсе тухаймасть.
— Надя пирки-и эсĕ? Хăй айăплă, пĕрех мана ларма-тăма памасть. Çитменнине тата çав тери кĕвĕçскер.
— Кĕвĕç мар хĕрарăм çук та пуль. Камăн хăй юратăвне çухатас килтĕр. Хăрани кĕвĕçтерет. Манăн ун пек туйăм çук тетĕн-им? Юратушăн кĕрешмеллине халь пушшех лайăх туятăп. Тен, çакă пулăшать те мана сцена çинче.
— Сюжетпа Тăхтамана кураймастăн пулсан та, тăшман вырăнне хурсан та Доброва хăйне килĕштеретĕн. Мĕн эс, çынсем курмаççĕ тетĕн-им? Япăх пĕлетĕн эс ăна, чунна ан çунтарса яр. Шутла-ха, актер укçипе «мерседеспа» ярăнса çÿреме пулать-ши? Çакă питĕ иккĕленÿллĕ.
— Юрĕ, çитĕ тавлашса. Санпа калаçса текстри сăмахсем те пуçран тухса ÿкĕç, пăхса илем.
— Юрĕ. Эп кайрăм, анчах... Чечексем ыран та пулĕç, яланах пулĕç.
«Ав кам килсе хурать иккен вĕсене, — тавçăрса илчĕ Светлана. — Юрату пирки калаçать тата. Чунăм теприн патне туртăннине сисмест. Чуптума хăтланать тата. Мухмăр шăрши перет, мăкăрлантарма та юратать. Мĕн тăвăн, чăтмалла. Нивушлĕ çамрăклăх çапла вылявлăн иртсе кайĕ, чăн-чăн юрату туйăмĕ ман валли мар? Сцена çинчи телейпе кăна çырлахма тивет-ши вара манăн?» — тесе артистка тĕкĕр умне тăрса хăй çине пăхса илчĕ, алла хут листи тытрĕ. Шăп çав самантра алăкран шаккани илтĕнсе кайрĕ.
— Кам унта тата? Кĕрĕр!
Пач кĕтмен çĕртен тенĕ пек театр директорĕ Яков Моисеевич кĕрсе тăчĕ.
— А-а-а, пан директор хăй çитрĕ иккен, — кулса илчĕ Светлана. — Мĕне пула çакăн пек пысăк чыс, Яков Моисеевич? Спектакльте мĕн те пулин япăххине асăрхамарăр пуль те?
— Çук, çук, пурте йĕркеллĕ. Çапах та каламалли пур. Алăк пуриншĕн те яр уçă пулмасан та юрать. Сцена çинче пĕрле пулни çителĕксĕр-им? Антрактра та пĕрле иккен эсир.
— Апла мар, Яков Моисеевич, Володя хăй килчĕ, ĕç пирки калаçса илтĕмĕр. Эп чĕнмен ăна.
— Эсĕ, Светлана-Светлячок, пĕр япалана асра тыт: пурин умĕнче те йăлкăшма ан тăрăш. Сана кунта çавăншăн кăна илмен. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.