ТЕРМОСРА ХАТĔРЛЕТПĔР

11 Июн, 2014

Пÿре чирĕ пиелонефрит аптратсан çак шĕвексем усăллă. Хăшĕ-пĕрне термосра хатĕрлемелле.

vТермосри тин вĕренĕ 0,6 литр шыва 3 апат кашăкĕ сив чир курăкĕ /цикорий/ ярса 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер стакан ĕçмелле.

vСарă кушак урин /бессмертник/ 1 апат кашăкĕ чечекне термосри тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 20-25 кун.

vЧăрăш тăррин /хвощ полевой/ 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кун хушшинче ĕçсе ямалла. Шĕвек шăк хăмпи шыçсан та усăллă. Анчах ăна цистит вĕрĕлмен чухне ĕçмелле.

vХура хурлăханăн вĕтетнĕ 5-6 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, ăшăра 1 сехет лартмалла. Кунне 5-6 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Тутине лайăхлатма сахăр е пыл хушма юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.