Литература кăларăмĕсем тавра

10 Дек, 2013

«Хыпар» Издательство çурчĕ çак кунсенче йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» писательсемпе поэтсем, литература критикĕсем хутшăнчĕç. Мĕн тĕллевпе пуçтарăннă-ха вĕсем чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн редакцине?

Ăна ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев çапла палăртрĕ:

- Виçĕ уйăх каялла пирĕн йыш пысăкланчĕ, çав шутра литература кăларăмĕсем - «Тăван Атăл», «Капкăн», «ЛИК» журналсем - хушăнчĕç. Шел, 2004 çулта «Ялав» журнала пĕтерсе хучĕç. Çак пулăм - чăваш литературишĕн пысăк çухату. Тăван культурăпа, йăла-йĕркепе çыхăннă пулăмсене те - чăваш туйне, тĕррине, апат-çимĕçне тата ыт. те - упраса хăвараймарăмăр. Çавăнпа та черетлĕ çухатуран хăтăлса юласчĕ. Сăмахăм литература кăларăмĕсен тиражне сыхласа хăварса малалла ÿстересси тата вĕсен «ăш-чикне» лайăхлатасси, паха произведенисемпе пуянлатасси пирки. Паллах, эсир кунта пĕрле чух чăваш литературин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, ăна малалла аталантарасси çинчен те калаçăпăр. Республикăра 1000 çын пуçне илес тĕк вулакансен кăтартăвĕ пĕрре те япăх мар. Мĕн пуррине сыхласа хăвармаллах. Çавăн пекех «Хыпар» çумĕнче икĕ е эрнере пĕрре тухакан публицистика журналĕ курас килет.

«Çавра сĕтеле» хутшăннисем хăйсен шухăшĕпе паллаштарчĕç.

Юхма Мишши, Чăваш халăх писателĕ:

- «Тăван Атăл» - литература енĕпе кун çути куракан журналсенчен пĕртен пĕр кăларăм. Çавăнпа та вăл пур союзри писателе те пĕрлештермелле. Виçĕ союз та пĕр тан. Эпĕ çакна куратăп: çыракансем хулара мар, ялта ытларах. Ку енĕпе учительсем хастар ĕçлеççĕ. Вĕсене хавхалантармалла, чăвашлăх çулĕ çинчен пăрса ямалла мар. Эпĕ çакна асра тытатăп, çавăнпа союзра та ялта пурăнакан çыравçăсем йышлăрах. Çакскерсем хăйсен укçипе кĕнеке кăлараççĕ, чунне парса ĕçлеççĕ. Вĕсен ячĕсене ытларах курасшăн та эпĕ «Тăван Атăл» страницисенче. Унта вĕсем хăйсем тĕллĕн пыма вăтанаççĕ е шикленеççĕ.

Виталий Родионов, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ĕçченĕ:

- Манăн шухăшăмпа - писательсем йĕркеленĕ виçĕ союзри çыравçăсен шайĕ тĕрлĕрен. Вĕсене Петĕр Хусанкай, Константин Иванов шайĕпе виçсе хакламалла. Çырма пĕлнĕ-пĕлмен çынсене пичетленипе литература аталанаймасть. Союз шучĕ мар, çыракан писательсем пурри пĕлтерĕшлĕ. Çамрăккисемпе ĕçлекен кружок е шкул кирлĕ.

Писатель тивĕçĕ чăвашла çырма пĕлнинче çеç мар, чи пĕлтерĕшли - халăх, ун шăпи пирки шухăшласа çырни. Пирĕн, аслисен, çамрăксене ăсталăха туптама тата кирлĕ юхăма кĕртсе яма пулăшмалла. Эпир çамрăк чухне пирĕнпе ĕçлекенсем пурччĕ. Сăмахран, Алексей Воробьев ятарласа ĕçлетчĕ. Кашни районпа çыхăну тытатчĕ. Университетри «Çил çунат» литература кружокĕ те пултарулăх ĕçĕнче хавхалану кÿнĕ. Тен, «Хыпар» çумĕнче çамрăксемпе ĕçлекен пĕр-пĕр ушкăн йĕркелемелле?

Ирина Митта, «ЛИК» журнал редакторĕ:

- Литература критерийĕ пирки асрах тытмалла. Авторсем килсех тăраççĕ, анчах хайлавĕсен шайĕ ытларах чух вулакана тивĕçтермест. «Тăван Атăл» журналта ĕçлекенсем те чи лайăххисене суйласа илсе пичетлеççĕ. Вăл е ку автора кÿрентерес тĕллев çук. Лайăх ĕçшĕн редактор савăнать çеç. Эпир ытларах чухне çукран пур туса ларатпăр. Çамрăк çыравçăсем çукки - пирĕн инкек. Кашнин хăйĕн вырăнĕнче мĕн тума пултарнине пурнăçламалла.

Анатолий Кибеч, писатель:

- Ялти çыравçăсем вырăнти шухăшлавпа пурăнаççĕ. Хуларисем пĕр-пĕринпе хутшăнса аталанаççĕ, ăсталăха ÿстерсе пыраççĕ.

Литература пирки калас тăк - тепĕр чухне кĕнекене презентаци валли çеç кăларнăн туйăнать. 150 тиражпа тухакан кĕнеке те пур вĕт. Жанр тĕлĕшĕнчен журнал валли чи лайăххи - повеç. Ытла вăрăм та, кĕске те мар.

Тăван литературăна çĕклеме вăй-хăват юлнă-ши, йăнăшсене тÿрлетме пултарăпăр-ши? Пултаруллă çамрăксене шырамалла, манăн шанăç - вĕсенче. Сĕнĕвĕм çакăн пек: «Сунтал» журнала çĕнĕрен кăларма пуçламалла.

Сергей Павлов, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх писателĕ:

- Эпир халĕ çул юппинче тăнăн туйăнать. Журнал тума тытăнатпăр - нимĕн те çук пек, вăл тухать те - пур иккен литература та тетпĕр. Хăй вăхăтĕнче калав пичетлес тесен çулĕ-çулĕпе черетре тăнă. Халĕ авторсем хыççăн хамăр чупатпăр. Патшалăх енчен литература, хаçат-журнал политики çук. Чĕлхе, ытти енĕпе программа пур вĕт-ха, литературăпа пичете аталантармалли программа та кирлĕ. Республика ертÿлĕхĕ халăхăн тĕрлĕ сийĕпе тĕл пулать, çыравçăсем те унпа курнăçасшăн, анчах ниепле те май килмест-ха.

Çыравçăсем хăйсен тĕп журналне çырăнма васкаманни те пăшăрхантарать.

Юрий Артемьев, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ:

- Эпĕ «Тăван Атăл» лаççинче час-часах пулатăп. Унта ĕçлекен Арсений Тарасов та, Василий Кошкин-Кервен те яланах материал тÿрлетсе ларнине асăрхатăп.

Писательсен виçĕ союзĕнче 350 ытла çын. Кашни хăй пирки пултаруллă тесе шухăшлать. Союзсем вĕсен пуçлăхĕсем валли çеç кирлĕ пек туйăнать тепĕр чухне: ят-сум, чап илме, тухса çÿреме... Çавна пула хамăра улталатпăр.

Литература халăх сасси тетпĕр. Паянхи ял çыннин сăн-сăпачĕ, унăн шалти тĕнчи мĕнле, мĕн ĕçлет, пуласлăха мĕнле курать? Пур-и вăл уншăн? Тĕнче культурипе мĕнле шайлашура, пĕр енĕпе те пулин сыпăннă-и унпа? Хăй сывлăшĕпе пурăнать-и?

Çавăн пирки вуласа пĕлес килет манăн.

Литература пуласлăхĕ тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем чăваш ачисемпе мĕнле ĕçленинчен те нумай килет. Предмета ячĕшĕн çеç вĕрентнипе чĕлхене упраса хăвараймăн. Писательсен шкулсене ытларах тухса çÿремелле.

Василий Кошкин-Кервен, «Тăван Атăл» журнал ĕçченĕ:

- Пирĕн республикăра писательсен союзĕ виççĕ пулни çав тери кулăшла та, питĕ пăшăрхануллă та. Тутарсен те, пушкăртсен те, якутсен те, çармăссен те... çакнашкал пăтравлăх çук.

Чăвашсен лайăх çакăн пек йăла пур: ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса тухнă хыççăн та çуралса ÿснĕ çурт-йĕр çыншăн тĕп килех шутланать. Эппин, пирĕн республикăра та тĕп союз пур. Иккĕшне халăхра «Юхма ушкăнĕ», «Агивер пĕрлĕхĕ» теççĕ. Сăмах май, Агиверăн тĕп союзпа пĕрлешес кăмăлĕ те пур иккен. Пурте пĕрлешсен тем пекехчĕ. Çакă çыравçăсене те хавхалантарĕччĕ, республика ертÿçисем те вĕсене ытларах хакла пуçлĕç.

Денис Гордеев, Чăваш халăх писателĕ:

- Кĕçех «Çамрăк ятсем» ярăмпа çĕнĕ кĕнеке тухмалла. Ача-пăча, çамрăксен республика библиотеки йĕркелет ăна. Эпĕ çав кăларăмăн консультанчĕ. Çамрăксен хушшинче турă панă пултаруллă ачасем пур. Çавăнпа манăн шанчăк сÿнмен. Чăваш литератури такăнасса такăнчĕ, анчах тÿнсе кайман-ха.

Писатель вăл - професси. Учитель, строитель, воспитатель тата ытти пекех. Эпир халĕ кама кирлĕ çавна писатель тетпĕр. Ĕлĕкрех СССР Писательсен союзĕн членĕсене çапла каланă, ыттисене литератор тенĕ. Ун стажĕ пĕрремĕш произведени пичетленнĕ кунран пуçланнă. Хваттер валеçнĕ чухне ăна 20 тăваткал метр хушса панă.

Журнал ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Манăн шухăшăмпа - унта чи малтанах литература критикине, публицистикăна чĕртсе тăратмалла. Унсăр пуçне вăл е ку автора пĕр-пĕр ыйтупа ятарлă темăпа çыртармалла.

Николай Ишентей, «Капкăн» журнал редакторĕ:

- «Капкăна» та ĕлĕкхи пек çыракан çук. Хамăн тупмалла, тултармалла. Çамрăксемпе, уйрăмах студентсемпе, ĕçлеме тăрăшатăп. Вĕсем сăн ÿкерчĕксем те, материалсем те илсе килеççĕ. «Капкăнăн» малтанхи традицийĕсене тытса пырасшăн, фельетонсем, памфлетсем, юптарусем пичетлетпĕр.

Порфирий Афанасьев, Чăваш халăх поэчĕ:

- «Тăван Атăла» илсе тăратăп, кашни номерне сиктермесĕр вулатăп. Хам та унăн авторĕ.

Ĕлĕкхи опытпа та усă курмалла, районсенче журнал кунĕсене ирттермелле. Ас тăватăп-ха: Алентей ял хуçалăх темипе ĕçлекенсене Вăрмар, Вăрнар районĕсене илсе тухса пленум ирттеретчĕ.

Юрий Сементер, Чăваш халăх поэчĕ:

- «Ялав» журналта эпир пысăк йышпа ĕçленĕ. Штатра 13 çынччĕ. Поэзи, проза, публицистика пайĕсем пулнă. Пысăк журнала икĕ çын çеç кăларни - тĕлĕнтермĕш пулăм.

Авторсене тÿлессине йĕркелесе ямалла. Вĕсем 20 çул гонорар илмесĕр пурăнчĕç. Манăн шухăшăмпа - республика ертÿçисен хаçат-журналпа çыхăннă çивĕч ыйтусене тĕплĕн пĕлмеллех. Писательсем темиçе союза пайланни чиновниксемшĕн усăллă та пек туйăнать. Укçа ыйтсан эсир нумайăн, пурне те ăçтан парса çитерĕн тейĕç.

Арсений Тарасов, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ:

- Журналăн пĕр тĕллев - вулакана лайăх литературăпа паллаштарасси. Вăл е ку союз çыравçисен хайлавĕсене кăна пичетлеççĕ тени тĕрĕс мар, произведени йĕркеллĕ çеç пултăр. Халăх лайăх, чунлă, ăраскаллă япалана вулать. Эппин, чăвашлăх туйăмĕ пур-ха.

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.