Пирĕн ентешсем - çĕр-шыв чемпионĕсем

10 Июн, 2014

Спорт мелĕпе утакансен Раççей чемпионачĕ Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринче тата «Олимпийский» стадионта, малтан палăртнă пекех, икĕ куна пычĕ. Чемпионат парнисемшĕн тата çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисене кĕме тивĕçлĕ пулассишĕн Мордва, Чăваш, Удмурт республикисен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисен, Новосибирск, Пенза, Кемĕр, Мускав, Иваново облаçĕсен тата ытти хăш-пĕр регионăн чи пултаруллă спортсменĕсем тупăшрĕç. Командăсен хушшинче малти вырăнсене Мордвапа Чăваш республикисен тата Мускав атлечĕсем йышăнчĕç.

Уйрăм дистанцисенче камсем палăрчĕç-ха? Чи малтан кÿлмек хĕрринчи трасса çине хĕрарăмсем тухрĕç. Çирĕм пиллĕкĕнччĕ вĕсем. Çур дистанцирех пирĕн ентешсем - Вера Соколовăпа Светлана Васильева - мала тухрĕç, финиша çитичченех хăвăртлăха чакармарĕç. Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ, 27 çулти Вера Соколова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçсе Европа чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ. Европа тата тĕнче кубокĕн чемпионки тата рекордсменки 2009 тата 2011 çулсенче çĕр-шывра чи маттурри пулнă, чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Анчах юлашки çулсенче вăл ăнăçу сукмакĕпе утаймарĕ, çавăнпа ку çитĕнÿ уншăн чăн-чăн савăнăç. «Йывăр тапхăр хыççăн пурне те эпĕ çĕнтерÿçĕ тата кĕрешÿçĕ пулнине ĕнентерес килчĕ. Телее, паян мана ăнчĕ, ăмăрту тăван енре иртни, ентешсем хавхалантарни малалла талпăнма вăй-хăват пачĕ», - терĕ Вера финиша çитсен. Çамрăксен тупăшăвĕнче Светлана Васильева пĕрремĕш пулнинчен никамах та тĕлĕнмерĕ, мĕншĕн тесен вăл иртнĕ çул та çак дистанцие чи малтан вĕçленĕ.

Эрне кунах 20 километрлă дистанцире арçынсем ăмăртрĕç. Чылайăшĕ çĕнтерÿçĕпе призерсен йышĕнче Мордва спортсменĕсем Денис Стрелковпа Павел Паршин тата пирĕн ентеш Петр Трофимов пуласса кĕтрĕç, çапла пулчĕ те. Çирĕм виççĕри Стрелков чылай ăмăртура, вăл шутра тĕнчипе те, палăрма ĕлкĕрнĕ. Ку хутĕнче вăл ытти утакана пурне те самаях кая хăварчĕ, финиша 1 сехет те 19 минут та 47 çеккунтра çитрĕ. Трофимов, пĕлтĕрхи чемпионатăн виççĕмĕш призерĕ, хальхинче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Унран шăп вунă çул кĕçĕнрех Кирилл Фролов улттăмĕш пулчĕ /çамрăксенчен - тăваттăмĕш/, тăван республика командине кирлĕ очкосем кÿчĕ.

 

Каç кÿлĕм ăмăртусен шăв-шавĕ стадиона куçрĕ. Кунта 5000 тата 10000 метра утассипе 16-18 çулсенчи каччăсемпе хĕрсем тупăшрĕç. Каллех Мордвапа Чăваш республикисен спортсменĕсен ячĕсем ытларах илтĕнчĕç. Тăватă çĕнтерÿçĕ те кÿршĕсем пулчĕç. Пирĕннисенчен Мария Лосиновăпа Клавдия Афанасьева иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç, Константин Семенов - виççĕмĕш.

Шăмат кун /Шупашкар çыннисем пурте вăранасса кĕтсе тăмасăрах/ ирхине 7 сехетрех арçынсем 50 километра утма тытăнчĕç. Çăмăл мар тĕрĕслев тăватă сехет ытла тăсăлчĕ. Хастар та чăтăмлă марафонçăсем икĕ километрлă çаврăмра утса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Кайра - 40 километр, малта - Мексика хăни Нава Хорацио. Иккĕмĕш - пирĕн ентеш Александр Яргунькин /вăл та Соколовăпа Трофимов пек Муркаш районĕнче çуралнă/, Мускавпа Чăваш Республикин чысне хÿтĕленĕскер. Парăнасшăн пулмарĕ вăтăр иккĕри чăваш! Мексиканран иртсе кайма вăй-хал çитерчĕ. Чемпионăн кăтартăвĕ чи лайăх - 3 сехет те 42 минут та 26 çеккунт. Пĕлетĕр-и, кам пулăшнă Александра спорт çулĕ çине тухма Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Василий Семенов. «Эпĕ паянхи çитĕнÿпе çав тери кăмăллă. Кăтарту та унчченхипе танлаштарсан питĕ лайăх, маншăн - хăйне евĕр рекорд. Чăннипе, тупăшма çăмăл пулмарĕ, çапах çĕнтерес шухăшпах малалла талпăнтăм», - терĕ Раççей чемпионачĕн чи йывăр дистанцийĕнче пĕрремĕш хут пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă спортсмен.

Шупашкарти чемпионат ытти çулхи пекех ăнăçлă иртрĕ. Çăмăл атлетикăн пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн представителĕ Маурицио Дамилано /Итали çынни хăй вăхăтĕнче Олимп чемпионĕ те пулнă/ курни-илтнипе кăмăллă юлчĕ. Ăмăртусем вĕçленсен хăна Шупашкарта 2016 çулта тĕнче кубокне ирттерме лайăх хатĕрленнине палăртрĕ.

 Юрий ПЛОТНИКОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.