Социаллă чи лайăх ĕçчен
Социаллă ĕçчен кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, аслă ăру çыннисемпе инвалидсен «Вега» социаллă-сиплев центрĕнче професси ăсталăхĕн республикăри «Чи лайăх социаллă ĕçчен» ята çĕнсе илессишĕн пынă конкурсăн финал тапхăрĕ иртнĕ.
Район-хулари тупăшусенче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Çĕмĕрле, Куславкка, Етĕрне, Вăрмар, Канаш районĕсенчи социаллă пулăшăвăн комплекслă центрĕсен мала тухнă хастарĕсем вăй виçнĕ. Унта - социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерессине йĕркелес енĕпе нормативлă право докуменчĕсене тишкернĕ, «Участокри социаллă служба» проекта хÿтĕлес тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартнă /кĕвĕ-çемĕпе, слайдсемпе, декорацисемпе, тĕрлĕ тумпа усă курнă/. Жюри членĕсем конкурсантсем хăйсен ĕçне туллин уçса панине тата ăна пурнăçа кĕртнине, ку енĕпе тунă çитĕнÿсене, çав программăна ытти учрежденире усă курма май пуррине тивĕçлипе хакланă.
Юлашкинчен социаллă тытăм хастарĕсем хăйсем шухăшласа кăларнă тата хатĕрленĕ ĕç тумне халăх умне кăларнă.
2014 çулхи «Чи лайăх социаллă ĕçчен» ята Алина Никитина /Шупашкар хули/ тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта - Татьяна Володяшкина /Çĕмĕрле районĕ/, виççĕмĕшĕнче - Лариса Васильева /Канаш районĕ/. Çĕнтерÿçĕсене Тав çырăвĕпе тата хаклă парнепе чысланă.
Пенси укçине - шанăç хучĕпе
Пенси укçине шанăç хучĕпе илмелли йĕркепе çыхăннă çырусем редакци почтинче пуррине тĕпе хурса РФ Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕн ертÿçине Альбина Петровăна çакăн пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăмăр.
Пенси тÿлемелли тата валеçмелли йĕркене федерацин 2001 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» 173-мĕш саккунĕн 18 статйинче палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн гражданин пенси укçи валеçекен организацие хăй суйласа илет, кун пирки РФ Пенси фончĕн вăл пурăнакан вырăнти управленине çырса пĕлтерет.
Пенсипе икĕ майпа тивĕçтереççĕ: пĕрремĕшĕ - федераци почта çыхăнăвĕн организацийĕ киле пырса е çыхăну уйрăмĕн кассинче парать* иккĕмĕшĕ - кредит организацийĕ ăна пенсионер счечĕ çине куçарать.
Енчен те гражданин çав укçана вăл е ку сăлтавпа илеймест тĕк тепĕр çынна шанăç хучĕ пама пултарать.
Пенси илмешкĕн кирлĕ шанăç документне нотариуса е пенсионер пропискăра тăнă çĕрти ял хутлăхĕнче, е вăл сипленекен организацире, çавăн пекех почта çыхăнăвĕн организацийĕнче е банкра çирĕплетме юрать. Асăннă пулăшушăн тÿлемелле мар.
Шанăç хутне чикĕ леш енче пурăнакан та йĕркелеет. Кун пек чухне çакăнпа çыхăннă пĕтĕм тĕнчери килĕшÿсене пăхăнмалла. Пенси илмелли шанăç хучĕн тĕп тытăмĕ пенсионер хăй ĕненекен çынна панă полномочисенчен тăрать.
Саккун ăна памалли йĕркене, вăйра тăракан тапхăра тата право хутшăнăвĕсене пăрахăçлассине регламентлать.
Шанăç хутне вăйран кăларассипе çыхăннă сăлтавсен переченĕ те пур, çавна май улшăнусем çинчен пенсипе тивĕçтерекен органа çийĕнчех пĕлтермелле.
Пенси тÿлессипе çыхăннă шанăç хучĕн вăйра тăмалли тапхăрĕ çулталăкран ытларах чухне федерацин «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунĕ тăрăх ун тĕлĕшпе чикĕ палăртнă: асăннă документа пĕр çуллăх кăна мар панă тăк пенсие вăхăтра тивĕçмешкĕн пенсионер çав вырăнта регистрацире тăнине çулталăкра пĕр хут çирĕплетмелле. Енчен те ватă çын патшалăх укçине пĕр хутччен те пулин хăй илсен кунашкал ĕнентерÿ кирлĕ мар, мĕншĕн тесен 12 уйăхра малтан палăртнă вăхăт хăй еккипе татăлать те ăна çĕнĕрен шутлама пуçлаççĕ.
Гражданин пенси илнĕ вырăнта регистрацире тăнине çирĕплетмешкĕн паспорт копийĕ /регистрацие паллă тунă страницăна кăтартса/, пурăннă вырăнта регистрацире тăнин е тĕрĕссипе пулнă çĕрти регистрацин свидетельствин копийĕ кирлĕ. Енчен те пенсие чăннипе пурăннă çĕрте тÿлеççĕ тĕк çак тĕслĕхе пенсионер конкретлă адреспа пурăннине ĕнентерсе çырнă заявление тĕпе хурса çирĕплетеççĕ.
Документсене РФ Пенси фончĕн пенси ĕçĕ упранакан территори органне пырса памалла. Вĕсене вăхăтра çитермесен пенсионер тÿлеве çулталăкра хăй пĕр хут та пулин илмен тĕк ăна унпа тивĕçтерме тăхтаса тăраççĕ, ĕçлĕ хутсене çитерсен тÿлемен тапхăртан пама тытăнаççĕ.
Шăрăх çанталăкра асăрхануллă пулăр
Шăрăх çанталăк çын сывлăхне япăх витĕм кÿрет: ытлашши тарланипе организмăн шыв тата тăвар шайлашăвĕ пăсăлать. Çавна май мышца клеткисем патне тутлăхлă япаласем кирлĕ чухлĕ пымаççĕ, вăй хурас пултарулăх чакать, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ пăсăлать. Ăшă е хĕвел аптăратни те сиенлĕ: кун пек чухне вĕрилентерет, чĕре таппи вăйланать, пуç çаврăнать, лĕклентерет. Витĕмĕ вăйлă тăк тăн çухатма пулать тата шăнăр туртса лартать.
Ытлашши тарлатăр тăк сирĕншĕн таса шыв усăллăрах. Унсăр пуçне, ăна хĕвел вăйлă хĕртнĕ вăхăтра мар, каçхине е ирхине ĕçмелле - çак тапхăрта организм тĕртĕмсенче ăна саппаслăх тытса хăварма пултарать. Шăрăхра шыв сахалрах ĕçме тăрăшмалла, пылак пăр е сĕтеклĕ пахча çимĕç - помидор, арпус, хăяр - шăпах вырăнлă.
Ахаль шыв вырăнне минералсемпе - калипе, кальципе, магнипе - пуянлатнине ĕçни вырăнлăрах, мĕншĕн тесен асăннă тăварсем организма питĕ кирлĕ, çавăнпа вĕсене çухатасран асăрханмалла тата пуянлатсах тăмалла.
Газ хушнă ĕçмепе, кока-кола, спрайт, лимонад йышшисемпе, иртĕхме сĕнмеççĕ - ăш хыпнине вĕсем ирттермеççĕ, пÿрене, пĕвере вара йывăрлăх кÿреççĕ. Шăрăхра пÿрене тивекен тиев татах пысăкланать. Органсен функцине çăмăллатмашкăн çывăрас умĕн йывăр апат çиме хушмаççĕ, мĕншĕн тесен ăна ирĕлтернĕ чухне ÿт-пÿ температури хăпарать тата тарлаттарать.
Вĕри çанталăка хăнăхма тата организма пулăшма тăкăслă тутăллă çимĕç - банан, симĕс тата шурă тĕслĕ пахча çимĕçпе улма-çырла - кирлĕ. Ытлашши çиме те юрамасть, кунне 5 хут пĕчĕккĕн апатланмалла. Сĕтел хушшинчен тухнă-тухман ĕçме хушмаççĕ. 30 минут иртсен кăна пĕчĕк сыпкăмсем тума юрать. Вĕри апата сивĕ блюдăсемпе улăштармалла. Сăмахран, окрошка е пахча çимĕçрен хатĕрленĕ яшка.
Вĕри те пăчă çанталăкра пирĕнтен кашниех пĕве, кÿлĕ е юхан шыв хĕрринче çăлăнăç шырать. Асра тытăр, кун пек чухне сивĕ шыва тÿрех чăмма юрамасть: ÿт-пÿ температури самантрах чакнипе чĕре тымарĕсем пĕрĕнсе ларма пултараççĕ. Бассейна е пĕвене сикес умĕн сулхăнра канса илмелле. Çавăн пекех ытлашши сивĕ душ айĕнче тăни те ырă тумасть. Лĕп шывпа çăвăннă хыççăн сывлăш температури чакнăн туйăнать.
Çанталăк ытлашши вĕри тăнă вăхăтра хĕвел хăвачĕ те вăйланать - апла тăк хĕртĕннĕ чухне асăрхануллă пулмалла: 12-16 сехетсенче пиçĕхме юрамасть. Пляжра пуçа панамкăпа е шĕлепкепе хÿтĕлемелле. Зонт айĕнче выртма тăрăшăр, йĕпетнĕ тутăрпа пуçа хуплани пулăшать. Ультрафиолет пайăркасен шайĕ ÿснине шута илсе ÿте хĕвелтен хÿтĕлекен крем сĕрмелле, ятарлă куçлăх тăхăнмалла. Минерал шывĕ тултарнă савăта хăвăрпа пĕрле илсе çÿрĕр.
Май пур тăк çарран утма тăрăшăр: юн çаврăнăшĕ лайăхланать тата пĕтĕмĕшле тонус çĕкленет. Ура лаппинче шалти органсен ĕçне витĕм кÿрекен пуçаруллă пăнчă нумай.
Шăрăхра спорт тата физкультура занятийĕсенче вăй пĕтиччен пиçĕхме сĕнмеççĕ. Синтетикăран хатĕрленĕ тата çăт тытакан тума пир-авăртан е йĕтĕнрен çĕленипе улăштармалла: вăл нÿрĕке тытса тăмасть.
Вĕри çанталăк - пирусран тата эрех-сăраран писмешкĕн меллĕ самант. Хаяр шĕвеке ăша яни организмшăн сиенлĕ, табак мăкăрлантарни туртаканăн сывлăхне хавшатать, тĕтĕм-сĕрĕмĕ ыттисене нушалантарать.
Комментировать