Тĕлĕнтермĕш çунасен парачĕ иртнĕ

26 Дек, 2018

Çĕнĕ çул уявĕ асамлăх, илем енĕпе мĕн пур уявран ирттерет. Çак кунсенче А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркне çитсе курнисем çакна черетлĕ хут ĕненнĕ. Кунта Шупашкар хулин Ленин район администрацийĕпе ку тăрăхри хĕрарăмсен канашĕ хăйне евĕр, тĕлĕнтермĕш çунасем ăсталассипе кăсăклă конкурс йĕркеленĕ.

Эксклюзивлă çунасен парачĕ хаваслă чăн-чăн уяв-юмаха çаврăннă. Пĕрисен хăтлă çунинче Юр патша майри ярăнса пынă, тепĕр ăстан «урхамахĕпе» — Сысна çури. Ăмăртăва хутшăннисен йышĕнче Юр кĕлетке «транспортне» ăсталанисем те, «Виçĕ сысна çури» юмахри сăнарсен çуртне евĕрлекенсем пулнă. Çуна хуçисем Çĕнĕ çул çи-пуçне тăхăннă, уява сăвă-юрăпа тата ташăпа пуянлатнă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать