Хапха умне туй машинисем чарăнаççĕ
Нарспие вĕсем çав тери кăмăллаççĕ. Нарспие кăна-и, чăваш чĕлхине юратаççĕ. Ăна упрассишĕн çине тăрсах тăрăшаççĕ. «Чăваш ялĕ тăван чĕлхепех калаçтăр», – теççĕ. Сăмахăм Етĕрне районĕнчи Йÿçпансем çинчен. Ялти культура вучахне хĕмлентерекен Галина Ландышева Чăваш чĕлхи кунĕнче ачасене наци çи-пуçне тăхăнтартса Йÿçпан урамĕпе утнине, сăвă вуланине, Нарспие ÿкернĕ хапха умĕнче сăн ÿкерĕннине курсан, пытармастăп, чун-чĕремре ырă-ырă пулса кайрĕ.
«Кинĕм, кала-ха, мĕн праçникĕ паян?»
Ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă. Çак сăмахсене Галина Петровна çинчен каланăнах туйăнать. Етĕрне районĕнчи Килтĕш шкулĕнче вăл тăван чĕлхене юратса вĕреннĕ. Диктант, изложени-сочинени çырса яланах «5» илнĕ. Чăваш чĕлхин кружокне те пуринчен малтан çырăннă. «Айта Килтĕш шкулĕнче ĕçлеме, пирĕн аслă вожатăй çук», — чĕнчĕ Зоя Иванова завуч Советски пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухсан. Шăпам çапла çаврăнчĕ: хам вĕреннĕ шкултах вăй хума пуçларăм. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Анастасия Васильевнăна юратнăран И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ăс пухма кĕтĕм. Кĕçех Йÿçпан каччине Николай Ландышева качча тухрăм. Вăл Килтĕш шкулĕнче рисовани, черчени, ĕç урокĕсене ертсе пыратчĕ. Тăван чĕлхене юратса вĕрентнипе тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитнине те сисмерĕм. Пенсире чухне юратнă ĕçшĕн тунсăхлатăн иккен. Пирĕн Йÿçпан клубĕ маларах 4 класлă шкул пулнă вырăнта хÿтлĕх тупнă. Паллă, укçа-тенкĕ уйăрмасан, юсав ĕçĕсем ирттермесен çултан-çул тĕксĕмленсе пырать вăл. Унта пĕр çул — пĕри, тепĕр çул тепри ĕçлесе пăхрĕç… Анчах никам та ĕçлесе каяймарĕ. Пĕррехинче Чăваш наци радиовĕпе ватă çын калаçнине илтрĕм. «Пирĕн ялти клуб тунсăхласа ларать. Ĕçлекен çуккипе ăна йăлт çĕмĕрсе пĕтерчĕç», — терĕ вăл. Çак сăмахсем шухăша ячĕç, çĕрĕпе çывăраймарăм. «Пирĕн те клубра ĕçлекен çук. Культура вучахĕ çунмасан ял пĕтет. Клуба çÿреме ачасемпе мăнуксем пур. Çамрăксемпе те, ватăсемпе те ĕçлеме пултаратăп пулĕ. Клубран инçех мар пурăнатăп — 2-3 кил урлă кăна. «Ĕçе хам çине илмелле мар-ши?» — шухăшларăм эпĕ. «Çĕнĕ çул ирттерсе пăхам, мана укçа кирлĕ мар», — сĕнтĕм Килтĕш ял тăрăхĕн пуçлăхне. Ырă тăвакансен çулталăкне ахальтен палăртман. Пирĕн те ырă ĕç тумалла. Мĕн тетĕр? Кума ывăлĕсене, тăвансене, кÿршĕ-арша пуçтартăм. Çĕнĕ çул уявне, ыттине чиперех йĕркелесе ирттертĕмĕр. Пысăк мар пултарулăх ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр те халĕ клуба юрлама çÿретпĕр», — паллаштарчĕ Галина Петровна.
Концерт лартма вĕсем ытларах Элĕк районне каяççĕ. Вĕсем — кÿршĕсем, çывăхрах. Кăçал, сăмахран, Йÿçпана 19 концерт килнĕ. Хĕлле вĕсем 13 сехетре тата каçхине 19 сехетре пулаççĕ. Концертпа тухса çÿреме техникине хамăрах тупатпăр. Ывăла, кума ывăлĕсене ыйтатăп. Пирĕн пата килекенсен те, пирĕн те билет хакĕ — 50 тенкĕ. Пĕррехинче кÿршĕ яла концертпа çитмеллеччĕ. Пĕлтерÿ те панăччĕ. Пилĕк хĕрарăм ентешĕн юбилейне кайрĕç. «Вăрах ан тăрăр, эрехне нумай ан ĕçĕр», — каласа ятăм вĕсене. Кĕтетпĕр- кĕтетпĕр, хайхискерсем çук та çук. Мĕн тумалла? Пĕрех кайрăмăр, концерта чиперех лартрăмăр. Тĕрĕссипе, хут çинче пирĕн Йÿçпанра клуб çук. Ташă площадки кăна. Эпĕ кÿршĕллĕ Килтĕш ялĕнчи клубра культорганизатор шутланатăп», — пытармарĕ пуçаруллă хĕрарăм.
Галина Ландышева шкулта ĕçленĕ чухне чăваш аваллăхĕпе, культурипе тата йăли- йĕркипе паллаштаракан музей кĕтесĕ йĕркеленĕ. Паян та пур вăл. Халĕ ялти клуб çумĕнче шутланать. Унта — тури чăвашсен сурпанĕсемпе масмакĕсем, хушпăвĕсемпе тухйисем, тĕррисем… «Шкулта Чăваш чĕлхи кунне çулсеренех уявлаттăмăр. Эрне тăршшĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттереттĕмĕр. Иртнине аса илсе халĕ клубра И.Я.Яковлев çуралнă кун Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Тăван чĕлхе сумне пĕтерес килмест. Ялти ачасене пухса сăвă-юрă вĕрентетĕп, конкурссем иртте-ретĕп. Пĕлтĕр субботник йĕркеленĕ хыççăн ачасемпе хамăр енчи чăваш тумне тăхăнса урам тăрăх иртрĕмĕр. Çĕр типсе çитменччĕ те кам резина атăпа, кам калушпаччĕ. «Галина Петровна, кин, мĕн праçникки паян?» — интересленчĕç урама тухнă ватă çынсем. «Чăваш чĕлхи кунĕ», — тетпĕр. «Юрать, пĕлсе юлтăмăр, лайăх», — хавхаланчĕç хайхискерсем. Ачасем вĕсене чăвашла сăвăсем каласа кăтартрĕç. Унтан пирĕн хапха умĕнче сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Ахаль хапха мар вăл, унта Нарспие ÿкернĕ. Кайран клубра ачасене канфет- печенипе чей ĕçтертĕм», — каласа тĕлĕнтерчĕ Галина Петровна.
Наци çи-пуçне çĕлетме укçа шеллемеççĕ
Хапха çине Галина Петровнăн мăшăрĕ Николай Васильевич картлампа шыв йăтнă Нарспие ÿкернĕ. Унтах «Нарспи» поэмăри «Сарă хĕр» сыпăкри икĕ çаврăмне çырнă. Ку ÿкерчĕке 2015 çулта тунă. Унччен те пирĕн хапха çинче Нарспи пулнă. Вăл кăшт урăхларахчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тĕсĕ улшăнчĕ. Пурпĕр Нарспие «вилме» памастпăр, улăштарса тăратпăр. Иртен-каян чарăнсах пăхать, поэмăри сыпăка вулать. Туй машинисем чарăнаççĕ, «çĕнĕ çынсем» сăн ÿкерĕнеççĕ. «Нарспи» поэмăна çав тери килĕштеретĕп. Шкулта ĕçленĕ чухне ăна пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пĕр фабрика пирĕн колхоза шефа илнĕччĕ. Эпир вĕсем патне концертпа çÿреттĕмĕр. Ялти ачасене амăшĕсем чăваш кĕпи çĕлесе панăччĕ. Камăн пур — ватăсен тенкисене çакатчĕç. Чылайăшне килĕсенче ăсталаса панăччĕ. Ун чухне йăлтăр-ялтăр темех çукчĕ, консерв банкине хачăпа касса алă ыратакан пулатчĕ. Çав тума, капăрлăха халĕ те упратпăр. Уявсенче ачасене çактаратăп. Хам валли те сцена çине тухма чăваш кĕпи çĕлететĕп. Вĕсен хисепĕ вунна çитрĕ ĕнтĕ. Ятарласа саккас та патăм. Ялти хĕрарăмсем манран юлмаççĕ, чăваш наци çи-пуçне çĕлетме укçине шеллемеççĕ. Ку енĕпе Вера Кириллова, Маргарита Майорова, Клавдия Якимова тата ыттисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ», — пĕлтерчĕ Галина Петровна.
Ял та, чăваш чĕлхи те пĕтмест
Галина Ландышевăн кинĕ вырăс пулсан та мăнукĕсене чăн чăвашла калаçма хăнăхтарать. Асламăшĕпе аслашшĕне вĕсем вырăнти калаçăва тĕпе хурса «маçак, мамак» теççĕ. Çитес çул Театр çулталăкĕ пулнине шута илсе Галина Петровна ялта спектакль ларттарасшăн. Çав тĕллевпе вулавăшран хыçа-мала çаксах кĕнекесем илсе килнĕ вăл.
Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать