"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн планшечĕн хуçи паллă
Паян, раштавăн 20-мĕшĕнче, "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Тантăш" хаçата тата "Самант" журнала çырăннисем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕ. Ăна издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев ертсе пычĕ.
Лотерея вылявне ирттернине "Контактра" халăх ушкăнĕнчи "Тантăш-Тетте-Самант" страницăра тÿре эфирта сăнама май пулчĕ. Ача-пăча кăларăмĕсен парни - планшет - Шупашкарта пурăнакан Ольга Юрьевна Ивановăна лекрĕ. Парнене ăна каярах савăнăçлă лару-тăрура парнелĕпĕр.
Комментировать