Кĕпер урлă каçсан тăван чĕлхе манăçтăр-и?
Оренбург хутлăхĕ те чăваш халăхне паллă, талантлă çынсем парнеленĕ. Вĕсенчен пĕри — Влас Иванов-Паймен писатель. Вăл 1907 çулта Грачевка районĕнчи Тури Игнашкино ялĕнче çуралнă.
Писателĕн пысăк çитĕнĕвĕ «Кĕпер» романĕпе çыхăннă. 1972 çулта асăннă кĕнеке авторĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ. Тăван çĕрне-шывне вăл çак романта пĕтĕм чун-кăмăлпа сăнланса кăтартнă.
Хăй вăхăтĕнче Абдулино районĕнчи Карми ялĕнчи шкулта Григорий Тимофеев ĕçлесе пурăннă. Григорий Тимофеевич халăх сăмахлăхне — юмахсемпе халапсем, ваттисен сăмахĕсемпе юрăсем — çырса илнĕ, чăвашсен авалхи йăлисене тĕпченĕ. Кăлканлă çеçен хир хутлăхĕ Василий Чапаевпа та мухтанать. Граждан вăрçин çулĕсенче вăл çак тăрăхра çапăçнă. Хуçалăх тата общество ĕçченĕсен хушшинче Оренбург хулин хисеплĕ гражданинне, РФ нефть тата газ промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Василий Николаева палăртса хăвармалла. Василий Васильевич 14 çул «Оренбурггазпром» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ пулнă.
Ăсчахсем, тĕпчевçĕсем çакна палăртаççĕ: Оренбург тăрăхне чăвашсем 16- мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çуррипе 17-мĕш ĕмĕрте куçса кайма пуçланă. Çĕнĕ çĕре каякансенчен пысăк пайĕ анатрисем пулнă. Йăхташăмăрсене унта пур çĕрте те тĕл пу-латăн, çапах ялĕ-ялĕпе вĕсем Абдулино, Грачевка, Курманай, Сорочи районĕсенче тымар янă. 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашсем ку хутлăхри пĕтĕм халăхăн 0,03 пронценчĕпе танлашнă пулсан, 19-мĕш ĕмĕр тĕлне асăннă кăтарту 5,5 процента çитнĕ. 2010 çулхи çырав тăрăх — хальхи вăхăтра облаçра 12,5 пин чăваш пурăнать /2002 çулта — 17,2 пин/.
Кунти чăвашлăх хастарĕсем пĕр чăмăра пуçтарăнма тытăннăранпа кăçал 20 çул çитнĕ. 1998 çулхи кăрлачра йăхташсен пĕрремĕш организацийĕ — Оренбург хулинчи чăвашсен «Шурăмпуç» наци культура обществи — йĕркеленнĕ. Ăна Юрий Ермолаев ертсе пынă. Çулталăкран унта Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов ертсе пыракан ушкăн çитнĕччĕ. Ун чухне Абдулино районне кĕрекен Ялпай ялĕнче облаçра пурăнакан чăвашсен Акатуйне пĕрремĕш хут ирттернĕччĕ.
2007 çулта наци культура автономийĕсем харăсах Абдулино, Грачевка районĕсенче, Бузулук хулинче чăмăртаннă. Кĕçех облаçри чăвашсен пĕрлехи наци культура автономине йĕркелес тĕлĕшпе пуху иртнĕ. Ăна çÿлерех асăннă Василий Николаев ертсе пынă. Автономи тилхепине кама парасси пирки шухăшлама тивмен: ăна Николай Корнилова тыттарнă. Унăн кандидатурине Василий Васильевич сĕннĕ. Ахальтен мар, вăл ăна питĕ лайăх пĕлнĕ. Йăхташсем Салаватра тата Оренбургра 30 çул ытла пĕрле ĕçленĕ. 2009 çулхи ака уйăхĕнчен автономи пуçлăхĕ — Петр Семенов.
Çав çулах хулара «Наци çурчĕ» уçăлнă, унта чăваш кил-çурчĕ те пур. Сăмах май, унпа Чăваш Ен ертÿлĕхĕ те паллашнă. Хальхи вăхăтра облаçра 130 яхăн халăх представителĕ пурăнать, чăвашсем йышĕпе — çиччĕмĕш вырăнта.
Облаçра этнокультура политикине тĕллевлĕ пурнăçласа пыни тĕрлĕ халăхăн культурăпа йăли-йĕркине аталантарма майсем туса парать. Паян кунта вырăс мар 450 ытла пултарулăх коллективĕ ĕçлет, çав шутра чăвашсен — 10 ушкăнĕ. Сорочи районĕнчи Пронькинăри «Пилеш» халăх вокал, Курманай районĕнчи Михайловкăри «Савăнăç» халăх, Грачевка районĕнчи Тури Игнашкинăри «Нарспи», Абдулино районĕнчи Исайкинăри «Пилеш» халăх ансамблĕсем облаçра кăна мар, ун тулашĕнче те палăрма пултарнă. Иван Яковлевăн çуралнă кунĕнче Чăваш чĕлхин, культурин кунне ирттересси çирĕп йăлара. Малалла вулас...
www.hypar.ru Kopilkaurokov.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.
Надежда СМИРНОВА.
Комментировать