Нимĕçле лайăх пĕлни ĕçре пулăшать

Вырăсла пулсан татахчĕ-ха, тĕлĕнмĕттĕм, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнакан Евгений Матвеев Германири тусĕпе Вайзенборн Карлхайнцпа çур сехете яхăн нимĕçле шакăртаттарса çăмăллăн калаçрĕ. Фермерсене ял хуçалăхне аталантарас ыйту канăç памасть.

Евгений Николаевич Кайрикас ялĕ çывăхĕнчи таса уйра тĕрлĕ хуралтă хута янă тата тавраллах карта тытнă хыççăн 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çав çулах «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа килĕшÿллĕн грант çĕнсе илнĕ.
— Темиçе пуç ĕне тытатăп-ха, — терĕ. — Хуçалăх, тĕпрен илсен, сурăхсем çитĕнтерессипе специализациленет. Кĕтÿ кунта куçса киличченех пысăкчĕ: 180-200 пуçран кая пулман. Йыш нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть. Çитĕннĕ май вырнаçтарнăçемĕн — чакать, пĕри те тепри пăранлама тытăнсан — самантрах хушăнать. Тĕллев — 300 пуç шайĕнче тытса тăрасси. Вайзенборнпа хутшăнасси нимĕç чĕлхине шкулта юратса вĕреннипе те çыхăннă ахăртнех. Тата çар хĕсметне пĕр хушă ГДРта ирттернинчен те килчĕ пулĕ. Германире те вырăнти калаçу анлă сарăлнă. Хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакансен чĕлхине ăнланма çăмăлрах. Нимĕç фермерĕпе телефонпа кăна калаçни çителĕксĕр паллах. Малта пыракан технологипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе икшер эрнелĕх те пулин, хам шутпа паллах, чикĕ леш енче пулма тăрăшатăп. Тÿрех калатăп: Германире ял хуçалăхне аталантарассишĕн укçа шеллемеççĕ. Пирĕн вĕсене çитме аякра-ха.
Пăранланă тапхăрта Евгений Николаевич хуçалăхра кантур вырăнне туса лартнă пысăках мар çуртрах выртса тăрать. Кашни путекех тĕрĕс-тĕкел упраса хăварасшăн вăл. Эпĕ пулса курнă кун тин çеç çут тĕнчене килнĕ пăрăва ăшă пÿрте илсе кĕнĕччĕ. Лешĕ ури çине тăма хăтланать, анчах хевти çитеймест. Ăшă сĕт ĕçтерсен кăштахран пăру вăй илетех. Йышлă выльăха ăнăçлă хĕл каçарма фермер утă çителĕклĕ хатĕрленĕ.

www.hypar.ru

Валентин ВАЛЕНТИНОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.