Владимир ДЕНИСОВ: «Шăмăршăсен чи пысăк пуянлăхĕ вăл — район çыннисем!»

14 Дек, 2018

«Шăмăршăсем çĕнелÿ çулĕ çине тăнă!» Çапла ят панăччĕ Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен Владимир Денисовран илнĕ пĕрремĕш интервьюна. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Шăмăршăсем çĕнелнĕ-и? Çĕнетÿ çулĕпе сулмаклă утса халăхăн ырлăх-пурлăхне хăтлама тытăннă-и?

— Владимир Васильевич, ыйтăвăм, мĕнле калас, вăкăр мăйракине тÿрех ярса илнĕн туйăнчĕ пулин те, малтанхи пĕтĕмлетÿсем туни пĕрре те ытлашши пулмĕ. Кала-ха, яваплă ĕçе пикеннĕ хыççăн чи пирвай хăш пулăмсем куç умне маларах килеççĕ?
— Асăмра юлма ĕлкĕрнисем самаях-ха, — мана тинкерсе пĕр авăк шухăша кайса ларчĕ район ертÿçи.
Шалти вăй мĕн тет? Хăшĕсене суйласа илме сĕнет?
— Пирвай Шăмăршă районĕн энциклопедине. Ара, халăхпа кар тăрса, ятарлă специалистсене явăçтарса капашлă ĕçе кĕске хушăра кун çути кăтартма май килтертĕмĕр. Чăннипех те кăткăс, унсăр пуçне питĕ яваплă ĕç вăл — энциклопеди кăларасси.
Çавăнпах-тăр ĕнтĕ санăн умĕнхи ертÿçĕсем мехел çитереймен вăхăтлăха мар, ĕмĕрлĕх валли калăпламаллискере.
— Çакна тĕпе хурса çанă тавăрса тăрăшрăмăр та ĕнтĕ. Унта вĕт хальхи пирки кăна мар, унта районăн малтанхи аталанăвĕ те, мухтавлă çыннисем те ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕç. Пĕтĕм пурнăçăм юратнă тăрăхăмра иртнĕ май чĕремри сăмахăмсене те калаçу вĕçĕнче мар, халех калассăм килет: Шăмăршăсен чи пысăк пуянлăхĕ вăл — район çыннисем! Çутă тĕссемпе çуталса юлнă тепĕр ĕçе те асăнса хăварассăм килет. Нумай çул хушши сухаламан çĕрçĕр гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Халĕ пирĕн усă кÿмесĕр выртакан пушă çĕр пĕр лаптăк та çук.
Ку чăннипех те пархатарлă ĕç, асра юлмалли пулăм. Владимир Васильевич, кĕçех çулталăк вĕçленет. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕр Çĕнĕ çула? Планланисене туллин пурнăçлама май килчĕ-и?
— Район экономики мĕнле пуласси тĕп отрасльтен — ял  хуçалăхĕнчен — нумай килнĕрен , сăмахăма унранах пуçлам-ха. Тÿрех çакна калам: çанталăк кăçал хресчене «лăскарĕ» — çĕр типшĕрсе çитсе техникăна хире илсе тухрăмăр çеç, кĕтмен юр талккăшпех çуса лартрĕ, акана икĕ эрнене яхăнах кая хăварчĕ. Унтан сивĕ çил аташукне ирĕке ячĕ, çĕртме вĕçĕчченех ăшă тумтирсене хывтармарĕ. « Ч ă в а ш ç ĕ р ĕ н ч е яланах теветкеллĕ ç а н т а л ă к » т е н и тĕрĕсех çав. Сивĕ çил витерсе вĕрнĕ хыççăн утă уйăхĕнче шăрăх çунтарма тытăнчĕ, çумăр çума пăрахрĕ. Тырă пуссисем вăхăт çитмесĕрех сарăхма пуçларĕç. Республика Пуçлăхĕ кăнтăрти районсенче чрезвычайлă лару-тăру туса хунине пĕлтерчĕ… Çапах та, типĕ çанталăк витĕм кÿчĕ пулин те, кашни гектартан 21,1 центнер тырă пуçтарса илтĕмĕр. Çĕр улми тухăçĕ гектар пуçне 187 центнерпа танлашрĕ. Выльăхчĕрлĕх тĕлĕшпе çĕнĕлĕх нумай кĕртрĕмĕр. Патшалăх пулăшăвĕпе фермăсем тунисĕр пуçне кĕтĕве ăратлă выльăхсемпе улăштарма тĕллев тытрăмăр. Вĕсемпе 100, 200 ĕнепе те сĕт тухăçлăхне ÿстерме пулать.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ял хуçалăхĕнчи пысăк предприятисемсĕр пуçне хресчен фермер хуçалăхĕсем те район экономикине сумлă тÿпе хываççĕ. Кăçал хăшĕсем сатурлăх кăтартрĕç?
— Хлюкин фермерăн хуçалăхĕ уйрăмах палăрчĕ. Выльăх-чĕрлĕх аталантарас енĕпе республикăра виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Макаров хуçалăхĕ те тăрăшулăхпа вĕсенчен юлмасть — кăçал 10 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Халĕ 130 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ферма тума тытăнчĕç. Пантяков фермер хуçалăхĕ те 3 миллион текнĕ таран пулăшу илчĕ. Павлов, Данилов, Рахматулов та кăçал тăрăшулăхпа палăрчĕç. Чи кирли акă мĕн — кусем пурте çамрăк фермерсем. Вĕсем пысăк малашлăхлă.
Сăмах май, районта миçе фермерпа предприниматель?
— 54 фермер хуçалăхĕ, 309 предприниматель. Вĕсенчен 40-шĕн пĕчĕк предприятисем, 269-шĕ харпăр усламçă. Виçĕ çул каялла, мана райадминистраци пуçлăхне лартсан, сухаламан çĕр-çĕр гектар çĕр юхăнса выртни арман чулĕ пек пусаратчĕ. Халĕ пĕтĕм çĕре ĕçе кĕртнĕрен, фермерсем çĕр татах кирлĕ тесе ыйтнине пурнăçлайманшăн, пулăшайманшăн пăшăрханатăп.
— Районăн пуласлăхĕпе унăн экономикăри тĕрекĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсем мĕнле ĕçленинчен питех те нумай килет. Вĕсен ĕç-хĕлне еплерех хаклатăр? Халăхăн пурнăçне хăтлăрах тăвас тĕлĕшпе вĕсем пĕтĕмпех тăваççĕ-и?
— Районта 9 ял тăрăхĕ. Çĕнĕлĕхе тÿрех хăнăхайманран пуçлăхсем улшăнни малтан пулкаланă. Халĕ çук. Пурте çирĕпленсе çитнĕ, пурте хăйсен вырăнĕнче. Ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Халăха вĕт нумай кирлĕ мар: çынна йĕркеллĕ çул, ăшă, çутă, ĕç вырăнĕ пултăр…
Вĕсем инвесторсене тупса района илсе килеслĕхпе витĕм кÿреççĕ-и е пĕтĕмпех хăв шыратăн, тупатăн? Ас тăватăп-ха, Тутарстанри Çĕпрел районне кайса, унти администраци пуçлăхĕпе тĕл пулса инвестора тупнăччĕ. «Агротранспорт» предприяти 2300 гектара вунă çуллăха арендăна илнĕччĕ, тÿрех ĕçе пикеннĕччĕ. Ял хуçлăхĕнче инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни кăçал пулчĕç-и?
— Арендаторсене çĕр парасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен килет. Регистрацилесси тата ытти… Ĕç нумай унта. Çулсем валли те проектсем кирлĕ. Анлă сарăлнă «Пуçаруллă бюджетировани» программăпа лайăх ĕçлетпĕр.
Инвесторăн тем чухлĕ укçа пултăр, чи кирли ăна вырăнти климат килĕштĕр: халăхĕ ăнлантăр, çыннисем ĕçлеччĕр, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулăшса тăтăр. Кĕскенрех каласан, пĕр чĕлхе тупса, алла-аллăн тытăнса тăвалла туртăнмалла.
Темиçе çул каялла аграри социологĕ Иван Ильин çакăн пек пĕлтернĕччĕ: «Чăваш Енри кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕнчех нумай çын тĕрлĕ регионта пилĕк авать. Çавна май калаçу çуралнăччĕ: кашни райцентртах предприятисем — завод е фабрика – уçмалла мар-и? Çав шухăша шута илсе-ши Красноармейскинче Европа шайĕнчи кирпĕч завочĕ çĕклерĕç. Сирĕн вĕт промышленноçпа çыхăннă пысăк предприяти çук. Мĕн шухăшлатăр кун пирки? Районшăн вăл пĕрре те ытлашши пулмĕччĕ.
— Ас тăватăп-ха, 80-мĕш çулсенче пирĕн район та, халăх йышлă пурăнакан ялсенче — Пăчăрлă Пашельте, Пуянкассинче, Палтиелте — Чĕмпĕрти «Искра» заводăн филиалĕсем ĕçлетчĕç. Шалу вăхăтра илнĕ. Налуксем районта юлнă. Вĕсенче вăй хунисем пурте ялтах юлнă. Çак политикăнах тытса пымалла тесшĕн эпĕ. Шупашкарта пысăк предприятисем, фабрика-заводсем мĕн тĕрли кăна çук?! Филиалĕсене район центрĕсенче уçсан миçе çĕр çын çемйисене хăвармасăр вырăнтах тĕпленсе пурăнĕччĕç. Мăшăрланса çемье çавăрĕччĕç, демографи лару-тăрăвне аванлатĕччĕç.
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăйлатмаллине, ĕç вырăнĕсем тумаллине ăнланатпăр-ха. Анчах пĕчĕк предприятисем пысăккисемпе тупăшма, конкурентлă продукци кăларма питĕ йывăр. Чылай чухне вăйĕ те, хăвачĕ те çитмест. Малалла вулас...

КĔСКЕН

- Кашни районăнах ыттисен çук хăйне евĕрлĕх пур. Шăмăршăсен мĕн вăл?
- Республика чиккинче пурăннă май эпир тараватлăх тĕлĕшпе раснарах.
- Ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа танлаштарсан сана мĕн килĕшет, мĕн килĕшмест?
- Пурнăç лайăхланни килĕшет. Мĕн килĕшмест — «çын мĕн калĕ» ăнлава уяма пăрахни.
- Ăнтарса ĕçлеслĕхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?
- Халăхпа килĕштерсе, улталамасăр ĕçлесе пурăнни.
- Эсĕ шалти вăй каланине итлетĕн-и, кашнинчех пурнăçлатăн-и?
- Пур чухне те мар. Эпĕ шалти вăя мар, чĕрене итлетĕп. Вăл яланах тĕрĕссине калать.
- Ю.Скворцовăн «Тухтăр патĕнче» калавĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «…табак туртни, эрех ĕçни, вăр-
лани — çынна пĕр пекех пĕтереççĕ». Тĕрĕсех-ши, пĕр пекех-ши?

- Тем тесен те вăрлани ырă ĕç мар. Кунсерен сĕтпе çăвăнсан та ăна «çуса» тасатаймăн, вăрă ятпах яланлăхах юлатăн.
- Вăйне нихăçан çухатман хаклăхсем хăшĕсем тесе шухăшлатăн?
- Çынлăха çухатманни.
- Эсĕ çÿлти патшалăх пуррине ĕненетĕн-и? Космонавтсем те курман та — çав çăтмах патшалăх ăçта-ши?
- Ĕненетĕп. Вăл кашни çынрах. Ăна «курма» çеç пĕлмелле.  Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.