Ачасен пурнăçĕшĕн çитĕннисем яваплă

6 Июн, 2014

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасен тата тин çуралнисен вилĕмне сирес енĕпе ведомствăсен хушшинче профилактика ĕçне йĕркелес ыйтупа тухса калаçнă.

Алла Самойлова палăртнă тăрăх - çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра кăçал 6981 ача çуралнă, ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 127 пепке нумайрах.Йыш хушăнни çемьесенчен иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем кун çути курнипе те çыхăннă.

Министр пĕлтернипе "Хыпар" хаçатăн çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Хÿтлĕх" кăларăмра тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Рубрика: 
Теги: