Каникулта - кану та кулă!
Клоун, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, хаваслă юрă-ташă, конкурс-вăйă, пылак çимĕç... Çак сăмахсен çыххи сире ача-пăча уявне куç умне кăларма хистерĕ-и? Эппин, сирĕн шухăшлавăр питĕ тĕрĕс аталаннă.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун пулнине пĕлетпĕр. Республикăн кашни кĕтесĕнчех çак праçнике хавхалануллă ирттерме тăрăшрĕç.
Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Виктор Федоров та шăпăрлансем çинчен манмарĕ: уява халалласа ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерме тĕв турĕ. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме ăна А.Александров, А.Васильев предпринимательсем пулăшрĕç.
Хулари «Кабинет» кафене ачасемпе ашшĕ-амăшĕ йышлă пухăнчĕ. «Джинн» пултарулăх ушкăнĕ çĕр-шывăн чи кĕçĕн гражданинĕсене савăк кăмăл-туйăм парнелеме тăрăшрĕ. Пĕчĕк чиперуксемпе пулас хÿтĕлевçĕсем иллюзионист фокусĕсене тимлĕн сăнанипе пĕрлех чăваш эстрада ăстисен юррисене те итлерĕç.
Ачасене чун киленĕвĕ парнеленипе çеç çырлахмарĕ Виктор Васильевич. Хулари пляжсемшĕн яваплă çынсенчен пĕри шутланнă май çуллахи тапхăрта шыв-шур объекчĕсен таврашĕнче хамăра мĕнле тытмалли çинчен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне аса илтерчĕ.
Комментировать