«Çуран çÿреттĕм - çынсем кĕтсе тăратчĕç»
Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Александр Петрова — Чăваш АССРĕн 9-10-мĕш суйлавсенчи Аслă Канашĕн Председательне, 11-мĕш суйлаври Аслă Канашĕн Президиумĕн Председательне, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарьне — «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. Александр Петрович ĕмĕр тăршшĕпех халăхшăн тата унăн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнă. Ăна, Муркаш районĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ чăваш ачине, республикăри «пĕрремĕш çынсен» шутне кĕме мĕн пулăшнă-ха? Çак ыйтăва хускатрăмăр эпир Александр Петровпа тĕл пулсан. Раштав уйăхĕнче 85 çул тултараканскер калаçăва пире хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарнинчен пуçларĕ:
— Пенсие тухсан республикăри Тĕп патшалăх архивĕнче 9 çул ĕçлерĕм. Мана публикацисен пайне ертсе пыма шанчĕç. Эпĕ республика историне те, чăваш халăхĕ мĕнле ĕçленине те лайăх пĕлетĕп. Манăн тахçантанпах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă çынсем çинчен халăха тĕплĕнрех каласа кăтартас килетчĕ. Çавăнпа пĕр пайра ĕçлекенсемпе тăшманпа çапăçнă салтаксен çырăвĕсенчен, аса илĕвĕсенчен «Страницы немеркнущей славы» кĕнеке хатĕрлерĕмĕр. Малтан, паллах, районсемпе çыхăнтăмăр, музейсенче пултăмăр, хаçатсене тишкертĕмĕр. Хĕрлĕ армеецсенчен пуçласа генералсем таранах тупрăмăр. Çак кĕнеке Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 50 çул çитес умĕн, 1995 çулта, пичетленчĕ. Ăна тÿрех туянса пĕтернĕ. Вăл Раççейре архивсен хушшинче йĕркеленĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пирĕн республика иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çул-йĕр тăвассипе мухтава тухнă. Вăрçă çулĕсенче те çул тума пăрахман. Манăн çул-йĕр тăвас ĕçе хутшăннă çынсем пирки çырас шухăш çуралчĕ. Çапла «Дороги Чувашии» кĕнеке кăлартăмăр. Ăна Мускавран хушнипе кашни региона çитернĕ. Вăл та Раççей конкурсĕнче Диплома тивĕçрĕ. Каярахпа «Потребительская кооперация Чувашии» кĕнеке кăлартăмăр.
— Александр Петрович, сирĕн тепĕр кĕнекĕре, «На стыке двух эпох» ятлине, нумайăшĕ уйрăмах пысăка хурса хаклать. Мемуар жанрĕпе çырнăскер пирки мĕн калама пултаратăр?
— Ку кĕнекене архивра ĕçлеме пăрахсан çыртăм. Ĕçсĕр ларма хăнăхман-çке. Хамăрăн ăру мĕнле аталанса пынине тишкертĕм. Йĕркине, ăçта мĕн шырамаллине пĕлетĕп. Çапла хам тата мă-шăр енчи йăх-несĕл историне тĕпчеме пуçларăм. Хампа пĕрле ĕçленĕ, пурнăçра тĕл пулнă çынсем пирки те çыртăм унта. Пĕтĕмпе 500 ытла хушамат. Кашнин хушамачĕ миçемĕш страницăра пулнине уйрăммăн кăтартрăм. Ученăйсем те пăхса тухрĕç ăна, пысăк хак пачĕç. Чăн та, ку кĕнекене хатĕрлемешкĕн 10 çул патнеллех кирлĕ пулчĕ. Çырса пĕтерсен мăшăра, ачасене кăтартрăм. Вĕсем вуласа тухсан мĕн хушмалли-кăлармаллине пĕлтерчĕç. Кĕнеке 8 пайран тăрать: «Пуçламăшĕ», «Пурнăç шкулĕ», «Ÿссе çитнине тĕрĕслени», «Идеологи — конкретлă сфера», «Ха-лăх ячĕпе», «Каллех парти ĕçĕнче», «Ĕмĕт патне таврăнни», «Çемье — манăн пурнăç тĕрекĕ». Малтанхи иккĕшĕнче хамăн ачалăхпа комсомол ĕçĕ пирки çырса кăтартнă. Эпĕ Йĕпреç районĕнче 4 çул ĕçленĕ, КПССăн Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. «Ÿссе çитнине тĕрĕслени» — шăпах çав тапхăр пирки. Идеологире 12 çул тăрăшрăм. Аслă Канаша 2 суйлав ертсе пытăм, халь спикер теççĕ-ха. 1 çул та 7 уйăх пĕрремĕш секретарьте ĕçлерĕм.
— Йĕпреç пирки калас тăк — сире унта ĕçлеме ярсан районта ырă улшăну нумай пулнине пĕлетпĕр. Çав тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?
— Унта 1965 çулта ĕçлеме пуçларăм. Унччен эпир 2 çул районсемсĕр пурăннă. Хрущев вăхăтĕнче районсене пĕтерчĕç. Кайран вĕсене каялла тавăрчĕç. Йĕпреçре промышленноç центрĕ тунăччĕ, мĕншĕн тесен унта чукун çулăн 2 станцийĕ, хула йышши 2 поселок, 2 вăрман хуçалăхĕ, фабрика… Çав тăрăхра чăвашсем çеç мар, вырăссем те, тутарсем те, ирçесем те пур. Халăхĕ чее, кирлĕ чухне вăрçма та пултарать. Эпĕ килнĕ чухне электрификаци те, çулсем те çукчĕ, ял хуçалăхĕ кая юлса пыратчĕ, пĕр гектартан 8 центнер тырă туса илетчĕç. 4 çулта çулсене, электрификацие туса пĕтертĕмĕр. Район ял хуçалăхĕ енĕпе республикăра вăтаммисен шутне кĕчĕ.
Йĕпреçре 30 тăваткал метрлă йывăç çуртра пурăнаттăмăр. Унта кăмака хутмаллаччĕ, шыв урам-ран йăтмаллаччĕ, юр тасатмаллаччĕ. Паллах, кăмака хутма вутă хатĕрлеме тивнĕ. Пĕррехинче çапла Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен заводра пултăмăр. Унта лавккасем валли йывăç ещĕксем тăваççĕ. Юрăхсăррисене пысăк купана хурса пыраççĕ. Çавсене ăçта вырнаçтарнине ый-трăм. Халăх туянмасть иккен ун пеккисене. Никама кирлĕ марскерсене укçалла илессине пĕлтертĕм, квитанци ярса пама ыйтрăм. Кăмака хутма чухах-çке. Çапла машинăпа тиесе килсе пачĕç. Пĕррехинче ку ыйтăва пленумра хускатрĕç. Заводран тÿлевсĕрех вутă илсе килнĕ тесе вăрçаççĕ мана. Тăхтав вăхăтĕнче хамăн пÿлĕме хăпартăм та тÿленине ĕнентерекен квитанцисене илтĕм, президиумра ларакансене кăтартрăм. Пĕтĕм зал шавласа кайрĕ, мана хÿтĕлерĕ, тĕрĕс мар сăмаха саракана вăрçрĕ.
— Халăх эсир мĕнле ĕçленине курнă. Ахальтен мар сире 20 çулта чухнех район, 29-та вара ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Аслă Канашра 7 хутчен депутат пулнă эсир. Халăх пурнăçне лайăх пĕлнĕ ĕнтĕ…
— Эпĕ яланах халăх хушшинче пулнă. Шкул пĕтерсен çар училищине вĕренме каяс тенĕччĕ. Районти комисси витĕр чиперех тухрăм, Шупашкарта вара тухтăрсем манăн куç япăх курнине пĕлтерчĕç. Паллах, çак ĕмĕт пирки манма тиврĕ. Урăх çĕре вĕренме каяс — экзаменсем вĕçленнĕ. Çавăнпа яла таврăнтăм, атте сĕннипе почтальонра ĕçлеме пуçларăм. 4 яла хаçат-журнал валеçрĕм. Хаçатсене хам та материалсем çыраттăм. Шкулта вĕреннĕ чухне — район, каярахпа республика шайĕнчисене заметкăсем ярса пама пуçларăм. «Чăваш коммунипе» те çыхăну тытнă. Гонорар илсен транзисторлă приемник, каярахпа йĕлтĕр туянтăм. Эпĕ 13 çултах комсомола кĕнĕ. Почтальонра ĕçленĕ чухне колхозри комсомол комитечĕн секретарьне пулăшаттăм: ялсенчи çамрăксене пуху е ăмăртусем пуласси пирки пĕлтереттĕм, взнос пухма хутшăнаттăм. Çакна комсомол райкомĕн секретарĕ пĕлнĕ те — мана йĕркелÿпе инструктор ĕçĕн пайĕн ертÿçинче ĕçлеме сĕнчĕ. Пултарайăп- ши тесе иккĕлентĕм. Ун чухне пирĕншĕн райком çÿлте тăракан орган пулнă-ха та. Çапла 18 çулта чухнех унта пай заведующийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Район тăрăх ну-май çÿрерĕм: пĕр колхозран теприне çитрĕм, пухусене хутшăнтăм. Ун чухне пухусем каçхине ĕç хыççăн иртетчĕç. Çулла яла велосипедпа каяттăм, хĕлле клубра е правленирех çĕр каçма юлаттăм. Паллах, нимĕнле минтер те, утиял та пулман. Икĕ пукана юнашар лартаттăм та… Çавăн чухне халăх мĕнле пурăннине питĕ лайăх куртăм- туйрăм. Çав çулхинех мана, 19-ти çамрăка, комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. «Эпĕ ку ĕçе хатĕр мар. Манăн опыт та, ятарлă пĕлÿ те çук», — терĕм. «Эсĕ педагогика институтне вĕренме кĕнĕ вĕт», — пулчĕ хурав. Педагогика институтĕнче, Мускаври ВЛКСМ Тĕп комитечĕ çумĕнчи Тĕп комсомол шкулĕнче пĕлĕве тарăнлатрăм. Тĕп комитет çумĕнчи Обществăлла наукăсен академийĕн аспирантурине пĕтертĕм.
— Ĕçе юратни, йывăрлăхсенчен хăраманни, пĕлÿ енне туртăнни сире республикăри ертсе пыракан должноçсенче ăнăçлă ĕçлеме пулăшнă та. Çав хушăрах эсир çынлăха çухатман, мăн кăмăлланса çÿремен. Аслăрах çулти çынсем эсир çав çулсенче те ĕçе çуран çÿренине палăртаççĕ. Тĕрĕсех-и?
— Ĕçе чăнласах та çуран çÿреттĕм, кун валли çур сехет кирлĕччĕ. Çынсем çакна пĕлсе çитнĕччĕ, ятарласа кĕтсе тăратчĕç, хыпарсем пĕлтеретчĕç, хăйсене мĕн пăшăрхантарни пирки каласа кăтартатчĕç. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче «Энергия» стадиона уçăлма тухаттăм, унта та çынсем манпа пĕрле утатчĕç. Çапла майпа халăх пурнăçĕ пирки веçех пĕлсе тăраттăм. Эпĕ хуралсăрах çÿреттĕм. Çын ĕçсĕр пурăнаймасть. Ĕçмелли- çимелли, тăхăнмалли пулсан та этем ĕçлемесен ухмаха тухма пултарать. КПСС ĕçне чарса лартсан эпĕ, ун чухне облаçри парторганизацин тĕрĕслев комиссийĕн председателĕ пулнăскер, ĕçсĕр юлтăм. Кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçлеме хăнăхнă-çке, хăш чухне çывăрма та вăхăт юлмастчĕ. Çавăнпа ĕçсĕр юлсан биржăна кайса тăтăм. Малалла вулас...
ПИРĔН СПРАВКА
Александр Петров Аслă Канашăн Председателĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă çулсенче экономикăна, культурăпа искусствăна, ăслăлăха аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Çав вăхăтра вĕренÿ заведенийĕсен пурлăх никĕсĕ çирĕпленнĕ, машинăсем тăвассипе çыхăннă тата строитель специальноçĕсемпе кадрсем хатĕрлесси анлăланнă. Петров тăрăшнипе Шупашкарта 1977 çулта Мускав коопераци институчĕн филиалĕ уçăлнă, халĕ вăл — коопераци институчĕ. Çав çулсенчех политехника институчĕ тепĕр хут ĕçлеме пуçланă. Тăванла республикăсемпе облаçсен культурăпа литература кунĕсене ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Александр Петрова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденĕпе, тĕрлĕ медальпе наградăланă.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕк.
Комментировать