Çуртра кăна мар, чунра та ăшă

27 Ноя, 2018

Тутарстанри Çарăмсан районĕнчи Ивашкино ялĕнче культура çурчĕ уçăлнăранпа çитес çул çур ĕмĕр çитет. Унта халĕ кирек мĕнле шайри хăнана кĕтсе илме те намăс мар.
Унччен пачах урăхла пулнă. Çарăмсан муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Фердинат Давлетшин палăртнă тăрăх, хĕллехи вăхăтра урамри пек сивĕ хуçаланнă, çакна пăхмасăрах сцена çинче ачасем ташланă. Ял çыннисем те хускатнă-ха çак ыйтăва, анчах вăхăтра татса пама май тупайман. Телее, лару-тăру улшăннă. Çак кунсенче ăна, тĕпрен юсанă хыççăн, савăнăçлă лару-тăрура уçнă. «Çуртра кăна мар, чунра та ăшă, — тенĕ район пуçлăхĕ ял çыннисене паллă пулăмпа саламланă май. — Çурт çывăхĕнчи картана çĕнетмелли çеç юлчĕ. Пÿлĕмсенче ăшă, курав залĕнче çутă, чÿрече каррисем хитре, вĕри тата сивĕ шыв çуртах кĕрет».
Мероприятие Хусантан çитнĕ хăнасем те хутшăннă. Тутарстан Культура министерствин представителĕ Гали Габдрахманов культура çуртне 100 пин тенкĕлĕх сертификат панă. Ку укçапа усă курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ: аппаратура туяннă. Культура çуртĕнчи вулавăшра 8189 кĕнеке, вĕсенчен 1450-шĕ — чăвашла. Ялта 611 çын пурăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда ГЕОРГИЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.