ЯТЛАНИ ВЫРĂНЛАХ-ШИ?
Ача айăпа кĕрсен мĕн тумалла? Паллах, малашнехи пирки шухăшлама пĕлмен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пек хĕнеме те, ятлама та юрамасть. Кÿрентерни те, йĕкĕлтесе кулни те вырăнсăр. Çак пулăмсем çын асĕнче ĕмĕрлĕхе юлаççĕ.
«Мана та пĕчĕкрен пиçиххипе воспитании панă», - тесе хăвăра-хăвăр тÿрре кăларма ан та хăтланăр. Ачана çапни хăвăрăн вăйсăрлăха кăтартни пулать. Апла тăк чышкă умĕнче сăмах ниме те тăманнине кăтартса паратăр. Кун пек ача «кам вăйлăрах - çав кăна яланах тĕрĕс» тыткаларăша ăша хывса çитĕнет.
Кăмăлсăр ĕç тунă ачана хăвăр уншăн, вăл сирĕн шанăçа тивĕçлĕ пулайманшăн питĕ хытă пăшăрханнине палăртăр. Кĕçĕн тата вăтам шкул çулĕсенчи ачасемпе мĕншĕн витлеме, ют япалана илме, улталама юраманни çинчен чылай вăхăт тата питĕ тимлĕ калаçма тивет. Ача йăнăшрĕ пулсан ăна темиçе хут çак сăмахсене çыртарăр: «Эпĕ чыслă, ырă кăмăллă пулăп...» Çак хăнăхтару питĕ усăллă, кирлĕ информацие пуçра çырăнса юлма пулăшать.
Хăшĕсем ачисене айăпа кĕрсен мĕн те пулин тума ирĕк памасăр /тĕслĕхрен, мультик пăхма чарса/ вырăна лартма хăтланаççĕ. Ку тĕрĕсех мар.
Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ вĕсен ачи нихăçан та, нимĕншĕн те айăплă мар, вăл пĕчĕк-ха тесе шухăшлать. Пачах айăпсăр пулма пултараймасть-çке, çавăнпа ывăлăрăн е хĕрачăрăн хăйсемшĕн яваплă пулмаллах. Сирĕн ача та йăнăш тума пултарнине йышăнма вăй çитерме тăрăшăр.
Усăллă 5 йĕрке
1.Тÿрех тарăхма ан пуçлăр. Малтан лару-тăрăва тишкерĕр. Сирĕн ача чăннипех айăплă-и? Çаплах пулсан унăн айăпĕ мĕн чухлĕ?
2. Ачăрсене хăвăрăн кăмăл япăххине кура ан айăплăр.
3. Япăх ĕç тусан лекет акă тесе хăратса ан хурăр. Айăпласран, ятласран хăракан ачан чеелĕх аталанать, кирлĕ мар ĕçе вăл никама систермесĕр тума хăнăхать.
4. Хăвăрăн сăмахпа çирĕп пулăр. Пĕр-пĕр пулăмшăн пĕрре явап тыттарни, тепре ирĕк пани ачан психикине пăсать.
5. Айăплас /кĕтесе тăратас е тыткаларăшĕ пирки шухăшласа ларма хушас/ умĕн ачăра çакна мĕншĕн тума тивнине ăнлантарса парăр. Сире мĕн килĕшмерĕ? Ку мĕншĕн япăх? Мĕн тунă пулсан тĕрĕсчĕ?
Комментировать