«Поэмăна редакцилеме манăн тусăм, вырăс поэчĕ Александр Хабаров, килĕшрĕ…»

21 Ноя, 2018

Васильев Владимир Михайлович (Владимир Мишшан), çыравçă, куçаруçă, юрист, милици подполковникĕ: «Поэмăна редакцилеме манăн тусăм, вырăс поэчĕ Александр Хабаров, килĕшрĕ…»

—Владимир Михайлович, эсир милици подполковникĕ пулнине пĕлетпĕр. 1983 çулта СССР Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари Аслă шкулне пĕтернĕ, пенсие тухичченех Чăваш Республики ШĔМĕн тытăмĕнче тĕрлĕ должноçра вăй хунă. Поэзипе еплерех туслашрăр?
— Ахăртнех, поэзи урхамахĕ — Пегас — çунатлантарнипе пулĕ. Анчах та эпĕ ăна кирлĕ пек йĕвенлеме, çăварлăхлама нихăçан та пултараймăп, мĕншĕн тесен çав асамлă урхамах çинче «Игорь полкĕ çинчен хывнă Сăмах» поэмăн паллă мар авторĕнчен тытăнса Ылтăнпа Кĕмĕл ĕмĕрсен сăвăçисем, Утмăлмĕшпе хальхи поэтикăра витĕмлĕн палăрнă маттурсем лараççĕ.
Ман шухăшăмпа, поэзи пултарулăхĕн виçĕ шайне палăртма пулать. Пĕр шайĕ вăл — гени сăвăçсен шайĕ. Поэзире çавсем хăйсен никам евĕрлĕ те мар сывлăшĕсене тупма пултараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир «Пушкин слогĕ» е «Есенин слогĕ» тетпĕр, вĕсене пăтраштармастпăр. Унтан «сăвăçсем» ятлă сăвăçсем пур. Эпĕ вĕсене сăвăçсем те темĕттĕм, сăвă хайлама пĕлекенсем тейĕттĕм. Вĕсем сăмахĕсене мар, генисен шухăшĕсене ĕмеççĕ, вĕсен шухăшĕсен çÿллĕшĕпе методика материалĕсемпе усă курнă пек çеç усă кураççĕ. Мана хама та çав еннерех сулăнтарать. Ман сăвăсем те вара е Пушкин, е Ахматова, е Есенин кĕвĕлĕхĕпе тутлăхланаççĕ. Вĕсем ĕнтĕ поэзири пĕрремĕш вĕрентекенсем. Виççĕмĕш шайри сăвăçсем те пур. Вĕсем çумçаккисем кăна, апла пулин те хăйсене генисенчен те ытларах генисем тесе каппайланса çÿреççĕ. Тĕрĕссипе, поэзи мĕнне те тавçăрсах каймаççĕ, сăвă капламне те, ĕренкине те пачах вырăна хумаççĕ, хăйсем çырнă хайлавсем анчах тĕнчере чи лайăххисем тесе пуçĕсене каçăртаççĕ. Пĕррехинче çавнашкал «гение», çурмаккана, ăс панăччĕ те Анатолий Смолин поэтăмăр /тăпри çăмăл пултăр унăн/.
— Эсир – милиционер… Мĕнрен пуçланчĕ поэзи енне туртăнасси?
— Пĕр туртăну кăна пулĕ тетĕп. Хам хыççăн мĕн те пулин хăварас килет. Акă калăпăр, ача çураттарма пурте пĕлеççĕ. Сывлăшпа та пурте сывлаççĕ. Сăвă вара пурте çыраймаççĕ. Хевте çитмест. Хевтисем çитсен пурте шурă хута шăрçаласа кăна ларĕччĕç те çав. Манăн вара, ан кулăр та, мĕн курнине, мĕн туйнине питĕ сăнарлă çырса кăтартас килет. Çав асам кăчăк туртсах тăрать. Мĕн япала вăл поэзи — çакна ăнланас, чунпа туяс килет. Çав вăхăтрах манăн та Анатолий Смолин пек /ку вăл унăн шкулĕ/ — поэтикăн ăнлансах пĕтермелле мар саккунĕсене хама май ăнкарас килет.
Сирĕнпе поэзи çинчен калаçма аван-ха та, çапах та «Нарспи» патне мĕнле пырса тухнă? Çак гениллĕ хайлавăн саккăрмĕш тăлмачи эсир. Шикленмерĕр те-и Константин Иванов пултарулăхĕн илемĕпе çывăхланма?
— Чим-ха, ĕнсене кăтăрт-кăтăрт хыçса илем-ха /кулать/. Астăватăр-и «Ăнăçу джентльменĕсем» ятлă фильма? Çав фильмри Али Бабаев çапла калать: «Доцент итлеттерет». Вăт çапла пулса тухрĕ те «Нарспипе». Доцент вырăнĕнче Смолинччĕ. Ку истори иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенчех пуçланнă. Манăн пĕр лайăх юлташ пурччĕ. Вăл пÿкле вилĕмпе вилчĕ. Вăтăртан кăшт кăна иртнĕччĕ. Игорь Николаевич Афанасьев... Ун чухне вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн психологи кафедринче доцентра ĕçлетчĕ. Унăн пĕтĕм ырă енĕсене палăртса та пĕтерейместĕн. Аристократпа танлаштарма пулатчĕ ăна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.