Унччен «Нарспи» вулаттăмăр...
Хăй вăхăтĕнче республикăра кăна мар, Раççейре тата чикĕ леш енче те палăрма мехел çитернĕ кондитер фабрики халăхра палăрнă сăнарсен — Нарспипе Сетнер — ячĕллĕ канфетсем кăларатчĕ. Пылак çимĕçе кăмăллакансем çакскерсене парне вырăнне хаваспах туянатчĕç. Паянхи ăру патне çитеймерĕç вĕсем, çухалчĕç.
Константин Иванов поэминчи литература сăнарĕсем халĕ ача-пăча кăмăллакан çимĕçсенче мар, Шупашкарти ликерпа эрех завочĕн алкоголь продукцийĕсем çинче курăнма пуçларĕç.
Мĕн калама пулать çакăн пирки? Капăр тумлă хĕрпе каччăллă этикетка сентре çинчи эрех кĕленчисен хушшинче тÿрех куçа тăрăнать. Илемлĕ пикеллĕ бальзам та пур чăвашсен. Илĕртÿллĕ, сар чечек пек капăр хĕр пирĕншĕн — яланах Нарспи. Вăл вара, Силпи пики, эрех кĕленчи çинче пулмалла-и? Асăннă пулăма сÿтсе явнă май пĕр арçынран çак сăмахсене илтме тиврĕ: «Нарспи — çын вĕлерекен. Тăхтамана, тарне тăкса çĕрме пуяна тухнăскере, шеллемен, наркăмăш парса вĕлернĕ. Нарспие эрех кĕленчи çине лартса тĕрĕс тăвать эрех завочĕ. Халĕ те вăл хăйĕн усал ĕçне — чăваш арçыннине хавшатассине — малалла тăсать».
Чăваш наци конгресĕн президиумĕн ларăвĕнче ЧНК вице- президенчĕ Владимир Тяпкин шăпах çак ыйтăва — чăваш халăхĕ юратакан, хисеплекен литература сăнарĕсене Нарспипе Сетнере — спиртлă шĕвексен тавар ячĕ вырăнне усă курни килĕшÿсĕр пулни пирки хускатнă. Президиум пайташĕсем унпа килĕшнĕ. Ыйтăва уçăмлатма Шупашкарти тата Етĕрнери эрех завочĕсен администрацийĕсене çырупа тухнă. Тÿрех каласа хăварар: иккĕмĕшĕнчен асăннă предприяти кун пек ятлă продукци кăлармасть.
Кирек хăш регионта та алкоголь продукцийĕ туса кăлараççĕ, вĕсене унти пĕр-пĕр паллă пулăмпа, вырăнти хăй евĕрлĕхпе çыхăннă ятсемпе çыхăнтараççĕ.
Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕпе Владимир Тяпкинпа çыхăнтăмăр. «Халăх юратакан литература сăнарĕсене спиртлă шĕвексен ячĕсене пани мана кăна мар, тăван культурăна, халăха хисеплекен пур çынна та канăçсăрлантарать. Чăваш наци конгресне хăйсен шухăшĕсене пĕлтерекенсем чылаййăн пулчĕç. Районсенчен те кĕрсе тухрĕç. Çапла çуралчĕ пирĕн йышăну. Эпир алкоголь продукцине аталантарассине хирĕç мар. Пачах урăхла, сăмахран, Етĕрнери тата Сĕнтĕрвăр-ринчи спирт завочĕсене хупсан эпир, чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсем, ютрине пачах туянма пăрахмалла, такамсем, темрен хатĕрленине турттарса килнине ĕçиччен хамăрăн заводсене çĕнĕрен ĕçлеттерсе ямалла тесе чĕнсе каланăччĕ. Республика ертÿлĕхĕн шухăшĕпе — хамăрăн продукци валли çул уçмаллипе — килĕшетĕп. Апла пулин те кунашкал майсемпе мар».
Шупашкарти ликерпа эрех завочĕ кăларакан алкоголь продукцийĕн ассортименчĕпе тĕплĕнрех паллашрăмăр. «Нарспи» эрех пирки çапла çырнă: «…Халăхра çÿрекен халапсенче Нарспи — питĕ илемлĕ пике, ун çинчен куç вĕçертес килмест. Çавăнпа эпир хамăрăн пылак эрехе чăннипех хĕрарăмсен напитокĕ тесе шутлатпăр». Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА.
Комментировать