"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕн редколлегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Паян "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" литературăпа культура тата искусство журналĕн редколлегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри хастарсем çеç мар, республика тулашĕнчисем те: Пушкăртстанран, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Тутарстанран - пуçтарăнчĕç. Пухăннисем палăртнă тăрăх, "кун пекки халиччен пулман".
Редколлегин анлă ларăвне, чăн та, сумлă йыш хутшăнчĕ. Пĕрин ятне асăнса тепринне пăрахса хăвараймăн енне хушаматран калар та мар. Вĕсем хаçат-журнал кăларса тăрас ыйтусене уççăн сÿтсе яврĕç. Лару ĕçне "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, унăн заместителĕ Геннадий Максимов хутшăнчĕç. Мероприятие журнал редакторĕ Лидия Филиппова ертсе пычĕ. Наци медиахолдингĕн пуçлăхĕ ларăва пухăннисене инçе çула çывăхлатса çитнĕшĕн, журнал кăларас ĕçре пулăшса пыракан авторсене тав турĕ.
"Хыпар" издательство çурчĕн хаçат-журналĕ паян, сăмах май, 50 пин ытла çемьене çитсе тăрать. Нумай-и вăл, сахал-и? Пурнăç палăрмаллах улшăннă - телевиденипе радио çеç мар, интернет-хаçатсем, тĕнче тетелĕнчи социаллă ушкăнсем информаци çăл куçĕсем пулса тăнă саманара "Хыпар" кăларăмĕсене çавăн чухлĕ йыш вуланине палăртма кăмăллă.
Сергей Павлов çыравçă тата журналист шучĕпе паян тиражран ытла хаçат-журнал пахалăхĕ пирки шухăшламалла. Пахалăх тенĕрен, ку ыйтăва Юрий Артемьев литература критикĕ те, ыттисем те хускатрĕç. Вĕсем çамрăк авторсемпе, журналистсемпе ăсталăх сехечĕсем ирттересси пирки сăмах хускатрĕç. Сĕнĕве "Хыпар" издательство çурчĕн ертÿçисем те, унăн "Тăван Атăл" журналĕ те кăмăлтан йышăнчĕç. Лидия Ивановна ун пеккине çитес çул ирттерме унчченех шухăшласа хунине пĕлтерчĕ.
Чăваш журналĕ, Лидия Филиппова калашле, чăвашлăх утравĕнче, Шупашкарта, тымар янă. Ăна республика тулашĕнче те çырăнаççĕ. Уйрăмах Пушкăртстанри чăвашсем йышлă илсе тăраççĕ, Тутарстанра, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенче тата ытти çĕрте те вулаççĕ. Пушкăртстанри "Шуратăл" литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Иванов (Микул Ишимбай) культурăпа наци автономийĕсене чăвашсен литературăпа журналĕ кирлĕ мар, вĕсен концерт кăтартса пултăр тесе пăшăрханчĕ. Çав вăхăтрах пулăшакансем те пур иккен. Акă, Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнă Надежда Сандркина марафонка Нью-Йорк çывăхĕнчи хулара тĕпленнĕ пулсан та тăван тăрăхĕнчисене "Тăван Атăл" журнал 10 экземпляр çырăнса панă.
Редколлегин анлă ларăвне пухăннисен тĕп шухăшĕ Анатолий Кипеч шур сухалăннипе пĕр килчĕ пулĕ. Пирĕн халăхăмăр нихăш халăхран та пĕр чĕптĕм кая мар. Ăс-тăнĕпе шухăшлавĕ енчен те катăк мар вăл. Пирĕн тăван халăха сума суса, тăван халăхăмăрпа мăнаçланса тăван халăх умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла.
Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн укерчĕкĕсем.
Комментировать