Ĕпхÿри шăл тухтăрĕ несĕл йывăççине 11 сыпăк таран хатĕрленĕ
Ĕпхÿри шăл тухтăрĕ Петр Петров 20 çул несĕл йывăççине «ÿстерет». Çавна май вăл 3 пин тăванне тупса палăртнă, 11 сыпăк таран тĕпченĕ. Несĕл йывăççинче — 68 пин хушамат.
Петр Иванович сумлă çак ĕçе ăçтан пуçăннă-ха? Пĕтĕмпех ял историйĕнчен. Пушкăртстанри Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялне /кунта чăвашсем пурăнаççĕ/ унăн тăванĕсем пуçарса янă иккен. Çак пулăма тĕпченĕ май арçын несĕл йывăççине тума шут тытнă, Ĕпхÿри архивсенче ларнă. Анчах унта 18-мĕш ĕмĕрти документсем çеç упранаççĕ иккен. Вĕсене пĕтĕмпех тĕпченĕ вăл. Тăван-пĕтенĕ çинчен тата та нумайрах пĕлес туртăмпа патшалăх архивĕпе туслашнă. Унсăр пуçне ялти ватă çынсемпе калаçнă. Çапла хыпар-хăнара пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă. Несĕл йывăççине 500 хут листи çине вырнаçтарнă.
Тĕпченĕ май вăл Владимир Стеклов, Елена Драпеко артистсем, Прасковья Корина ÿнерçĕ, Яков Ухсайпа Константин Иванов поэтсем вĕсен тăванĕсем пулнине тупса палăртнă.
Несĕл йывăççи малалла та «ÿсессе» шанать Петр Иванович. Ку ĕçе малашне ачисем пурнăçлĕç.
Комментировать