Пурнăç. Театр. Шăпа
(Монологсемпе ăнлантарусенчен йĕркеленĕ сценари)
Ăна ыттисен, халăх хушшинче, тĕл пулсан тÿрех палласа та илейместĕн — кам ку? Кайран тин аса килме пуçлать: мĕнлеччĕ-ха унăн сăнĕ ĕнерхи спектакльте е тата маларах курнинче? Анчах вăл пачах та ытти спектакльте пăхни пек мар-çке. Çак сăн тĕпсĕр тейĕн: унта — çăмăл кулă та, усал тарăху та, ахăлтатса кулни те, вăрттăн ырату та. Вăл пĕрре, çав вăхăтрах унра темиçе сăн, вăл пурне те пĕлет, пулса иртнишĕн пуриншĕн те яваплă, мĕншĕн тесен вăл актрисăн, çитмĕл çул ытла К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине тухакан СССР халăх артисткин Вера Кузьминан, сăнĕ.
Ăна пурте пĕлеççĕ: хресченсем, шкул ачисем, республика ертÿлĕхĕ, студентсем, писательсем, рабочисем, художниксем, йĕрке хуралçисем, врачсем, учительсем, композиторсем. Пурте, хăйне чăваш тĕнчин тĕпренчĕкĕ пек туякан кашни çын. Вĕсем ăна çывăх пĕлеççĕ теме те юрать, мĕншĕн тесен унăн сăмахĕ харăсах пурин патне тата кашнин патне уйрăммăн çитет…
«Хупа кăна! Тумлам илсессĕн
Эс тинĕс тавăр халăхна.
Тасалтăр, çăвăнтăр тирпейлĕн
Унта вăл тав туса сана.
Çÿлтен çÿле! Хыпса çунсан та –
Чи çÿллĕ тÿпере сÿнер.
Сан çуттупа тепри хускантăр –
Тата паха, тата чипер», — Петĕр Хусанкай сăввине вулать Вера Кузьмина.
…Çак сас. Хулăн, чарăнусемпе пуян, чĕрĕ тата хускануллă кĕвĕ-çемĕллĕ. Унăн героинисем тĕрлĕрен калаçаççĕ. Актрисăн сăмахĕ яланах вăл е ку шухăша палăртать. «Тархановла уççăн каланă сăмах» /Г.Данилова/. Çак сасса тÿрех, театр сцени çинче калăпланă сăнарсен ролĕсем тăрăх çеç мар, палласа илетĕн. Чăваш çыравçисен мĕн чухлĕ сăвви, калавĕ, повеçĕ Вера Кузьмина Чăваш радиоэфирĕнче вуланă хыççăн çĕнĕ пурнăç илмен-ши? Совет киновĕн мĕн чухлĕ героини унăн сассипе чăвашла пуплемен- ши? Вăл хăйĕн чăваш сассине паллă киноактрисăсене Нонна Мордюковăна, Зинаида Кириенкăна, Руфина Нифонтовăна, Жанна Болотовăна тата ыттисене панă.
Ăна ыттисемпе пăтраштарма май çук. Актрисăн сасси питĕ хÿхĕм музыка инструменчĕ тейĕн, кашни сасса, хусканăва туять. Юлашки çулсенче Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн, Вильям Шекспирăн, Игорь Северянинăн сăввисенчен хатĕрленĕ композицисемпе куракансене тĕлĕнтерчĕ. Сцена калаçăвĕн маçтăрĕ пулнă май Вера Кузьминична хăй те вăхăтран-вăхăт педагог тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăл Шупашкарти музыка училищин театр уйрăмĕнче вĕренекенсен, Щепкин ячĕллĕ театр училищине пĕтернисен сассисене «лартнă». Кирек мĕнле аудиторире, кирек кам умĕнче, халăх йышлă-и унта е пачах çукпа пĕрех-и — янраттарнă пĕрремĕш сăмахĕпех зала тыткăнлать сасси унăн, актриса пăшăлтатса кăна калаçать пулсан та — кашни кĕтесрех илтĕнет, хутлăха хăйпе тултарать, туйăмсен хумне, «тĕрлĕ темпераментăн хĕрÿлĕхне» — е савăнăçлине, е хуйхăллине, илсе килет. Çак сасă черетлĕ сăнарăн шăпи пирки шухăша яртарать, апла — пăхакан спектакль пирки те, çавăнпа пĕрлех пурнăç çинчен те. <...>
…Сăн, сасă. Анчах тата хусканăвăн мăнаçлăхĕ те пур, «пластикăн вăйлă палăртулăхĕнче чун питĕ вăйлă хумханса илни. Кашни хускану — актрисăн тепĕр хут таврăнман çĕнĕ пулăмĕ» /П.Романов/. Вера Кузьминан хусканăвĕ — вăйлă, çирĕп характерлă героиньăсен палли, вĕсем кирек мĕнле лару-тăрура та, тепĕр чухне синкерлĕ ĕç-пуçра та, чăн-чăн çын пулса юлаççĕ.
Театрăн асамлă вăйĕ. Мĕнле, хăçан парăнтарнă ăна?
«…Юлашки вăхăтра эпĕ тăван яла ытларах та ытларах аса илме пуçларăм. Çапла, час-часах пулма тивет манăн унта. Тăвайра пирĕн театрăн филиалĕ ĕçлеме пуçланăранпа чылай çул иртрĕ. «Театр — яла» фестивалĕн юлашки тапхăрне хутшăннисем — Мускавран, Хусантан, Костромаран, Псковран, Рязаньтен килнĕ хăнасем — пирĕн яла çитсе курни уйрăмах савăнтарчĕ. Ентешсемпе тĕл пулни кашнинчех хăйне майлă хумхантарать. Кунта манăн пичче пурăннă. Кунта эпĕ çуралнă, çитĕннĕ. Кашни çурта, йывăçа, юхан шывăн çаврăмне пĕлетĕп. Пирĕн шкул… Çĕр çултан та иртнĕ вăл, унчченхи пекех /тĕрĕссипе, çĕнĕ çуртра/ унта чăваш ачисем, хăйсен умĕнчи тĕнчене уçса, вĕренеççĕ. Театр та маншăн çакăнтах, çак çĕр çинчех, уçăлчĕ. 1940 çулхи хĕлле. Шăпах çавăн чухне эпĕ Мускаври ГИТИСăн чăваш студине вĕренме кĕмешкĕн хăтланса пăхас терĕм. Мускав таçта инçетре, юмах пек асамлă пек туйăнатчĕ, çавăнпа питĕ курас килетчĕ ăна. Халĕ çав тапхăра таврăнатăп та хама палласа илейместĕп… Мĕнле хăюлăх çитернĕ-ха çапла тума? Çапла, юрланă, ташланă, пултарулăх коллективĕнче вылянă. Манăн тантăшсем пурте çапла тунă. Çапах эпĕ ăшăмра «актриса пулатăпах!» терĕм, çав йышăну яланах манпа пĕрле пулнă. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Тăшман Мускав патнех ăнтăлчĕ. Эпир вĕрентĕмĕр, çав вăхăтрах хулана сыхласа хăварма пулăшрăмăр, танксене иртме паман хатĕрсем вырнаçтартăмăр, шăтăксем чаврăмăр, вăрман касрăмăр, канавсене тÿрлетрĕмĕр. Икĕ медаль — «Мускава хÿтĕленĕшĕн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» — маншăн чи хаклă наградăсем.
Акă манăн кун кĕнекинчи йĕркесем, вĕсене 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче çырнă: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1941 çулхи çĕртмеренпе пырать. Икĕ пичче вăрçăра. Пĕри ăçти паллă мар. 14-ăн вĕренетпĕр. 4 каччă, ыттисем — пурте хĕрсем. Эпĕ «Женитьба» спектаклĕн сыпăкĕнче тăхлачă /Фекла Ивановна/ ролĕнче вылятăп. Йывăр кунсене чăтса ирттеретпĕр. Пурăнма йывăр. Çиес килет. Хускану, сцена калаçăвĕ, ăсталăх. 13-мĕш пÿлĕм, 2-мĕш хут. Зоя, Шура тата эпĕ. Вокзал. Нарăсăн 19-мĕшĕ. Вăрçă хăçан вĕçленĕ-ши?»
Эпир Мускав çĕрĕ çинче вăрçăн çулăмлă сывлăшне, унăн тăхланлă йывăрăшне туйса тăтăмăр. Николай Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕ» пьесинчи Хветура рольне калăпланă чухне çак саманта час-часах аса илеттĕм. Паллах, ун чухне питĕ çамрăк пулнă. Кунта — амăшĕн сăнарĕ, хăйĕн сăмахĕсене, çавăн пекех пин-пин амăшĕнне, ывăлĕсем, Тăван çĕршыв патне çитерме ăнтăлаканскер. Çак роле вылянă май /тĕрĕссипе, вăл маншăн ахаль сăнар мар, хамăн пурнăçăн пĕр пайĕ вырăнĕнче пулнă/ тăван аннен, ывăлĕсене, манăн пиччесене, вăрçа ăсатнăскерĕн, ыратăвне туяттăм…»
Енĕш Нăрваш ялĕ. Ентешсем, тăвансем тата çывăх çынсем. «Вставай, страна огромная!» Çар плакачĕсем. Кремль стени çумĕнчи паллă мар салтакăн вил тăпри çывăхĕнче Ĕмĕр сÿнми çулăм.
«…1943 çулта кăна ГИТИСра çĕнĕрен вĕренме пуçларăмăр. Мĕнле телей — пирĕн вĕрентекен Михаил Михайлович Тарханов, МХАТăн тĕлĕнмелле актерĕ. Мускав, Мускав… Мĕн чухлĕ çĕннине панă мана çак хула. Художество театрĕн паллă спектаклĕсем: «Три сестры», «Вишневый сад», «Мертвые души»… Çак ĕçе хутшăннă актерсен вылявĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Качалов, Книппер-Чехова, Тарасова, Еланская, Степанова, Ливанов… Мĕнле чаплă ятсем тата мĕнле шкул пирĕншĕн, чăваш хĕрĕсемпе каччисемшĕн, театр сцени çинче пĕрремĕш утăмсем тăвакансемшĕн. Нимпе виçсе хакласа çитерме çук вĕрентекенĕмĕр Михаил Михайлович. Вăл пире, чăваш студине, Александр Грибоедовăн кăткăс пьесине — «Ăса пула инкек» ĕçне — шанса пама хăраман. Эпир унăн юлашки вĕренекенĕсем пулнă, вăл пире хăйĕн йывăр та вăрăм кун-çулĕнчи пуян опытне пĕтĕмпех парса хăварчĕ…»
«Эпир ун чухне мĕн тери тăрăшса ĕçлеттĕмĕр, учительпе пĕрле кашни пресонажăн деталĕсене, сцена çинчи куçа курăнман япаласене сÿтсе яваттăмăр, каланă кашни сăмахăн тĕшшине туйма тăрăшаттăмăр. Грибоедов пьесине тăван чĕлхене Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай куçарни те пулăшрĕ пире. Ылтăн вăхăт пулнă ку!
Пирĕн театр 1974 çулта Мускавра гастрольте пулнă вăхăтра МХАТăн çĕнĕ çурчĕн сцени çинче выляма телей пÿрчĕ. Эпир, чăваш актерĕсем, Художество театрĕн сцени çинче вылянине ĕненес те килместчĕ. «Ку – шăпа, — шухăшланăччĕ ун чухне. — Манăн телейлĕ шăпа».
Çапла, Вера Кузьминан таланчĕ халăх пултарулăхне туйса-ăнланса аталаннă. Унăн искусстви пур енĕпе те халăхран. Çакна наци драматургийĕнчи хĕрарăм сăнарĕсенченех туйса илетĕн. Н.Терентьевăн «Мĕн вăл телей?» пьесинчи туйăмлă Надя, ирĕклĕхе юратакан Нарспи, П.Осиповăн «Айтарĕнчи» Сентиер амăшĕ, Н.Айзманăн «Кай, кай Иванĕнчи» Кĕтерук, Мĕтри Илпекĕн «Хура çăкăрĕнчи» Сайте, Н.Терентьевăн «Çĕрпе хĕрĕнчи» Эпи карчăк, «Çылăхĕнчи» Пăлаки, «Пушар лашинчи» Клавье тата ыттисем. Кусем пурте тĕрлĕ характерлă, тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă хĕрарăмсем. Халăхри характера калăплама çăмăлрах, мĕншĕн тесен вĕсене хăйĕн куçĕпе курнă, çав çынсем мĕн ачаран унпа юнашар пурăннă, халĕ те çаплах. Анчах актрисăн репертуарĕ çакăнпа чикĕленмест, вăл тĕрлĕ тапхăрти, лару-тăруллинчи тата ютри хĕрарăмсене сăнлать.
Вăл вĕсенче хăй çеç туякан енсене асăрхать, Станиславский шкулĕнче вĕрентнĕ традицисене ăса хывать те пире çывăх сăнар калăпласа кăларать. <...> Актрисăн палитри питĕ пуян. Унăн кашни сăнар валли тĕрлĕ сăрă пур, вĕсемпе пĕлсе усă курнăран рольсем хăйне евĕрлĕ пулса тухаççĕ. Пысăк ăсталăх, халăх туйăмĕ…
Пурнăç кăткăс, тĕрлĕ енлĕ, унта пин-пин çын шăпи çыхăннă. Вера Кузьминан сцена çинчи сăнарĕсем пурнăçăн çак пуянлăхне тата тулăх енĕсене пĕр унăнни пек çеç калăплаççĕ. Вăл рольсен тĕшшине халăхра, унпа тĕл пулса, куçа-куçăн калаçса, ун çинчен шухăшласа шырать. <>
«…Вăхăтпа тан утсан кăна, çав тапхăрăн кăмăлне, ыратăвне, хирĕç тăрăвне тата драмине ăса хывсан çеç театр театр пулса юлать. Театрăн çав саманан, вăхăтăн драмине чуна тĕппипе илмелле. Сăнарпа çеç пурăнакан театр театр мар. Унăн, классика театрĕ пысăк тапхăрăн чĕре таппине туйса тăма пултарнă пек, чĕртсе тăратмалла» /Ф.Г.Лорка/.
«…Спектакле утатăп, театра çитес умĕн кашнинчех хумханатăп. Çав спектакльте темиçе хут вылянă пулин те. Паллах, унти кашни саманта, сăмахĕсене пĕтĕмпех пĕлетĕп. Ăçта тата хăçан тăмалла, мĕнле çаврăнмалла, мĕнле хускану тумалла. Пĕтĕмпех лайăх астăватăп. Çавах чунра лăпкă мар. Мĕншĕн? Хальхинче те манăн партнерсем лайăх выляччăр тетĕп. Мĕн вăл — лайăх спектакль? Актерсем хăйсен чунне пани. Çапла тусан кăна хурав пулать. Актер шанăçпа пурăнать. Ыранхи спектакль ĕнерхинчен лайăхрах пулас шанăçпа.
Сцена çине тухатăн та пин-пин куç сана тимлет. Пĕрремĕш хут тухнă чухнехи пек хумханатăн, мĕн пултарнине — çак ĕçе вĕрентнине тата хăв аслисенчен илнине — манатăн. Кашнинчех, тăван театрăн сцени çине тухсан, паян çак каç кунта килнисене тем пĕлтерĕшлине калас килет. Куракан хăй мĕн кĕтнине илтĕр тесшĕн. Паян манăн пĕчĕк роль кăна, анчах унра тем çĕннине асăрхарăм, çавна куракан патне çитерме тăрăшăп.
Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлеме пÿрнĕшĕн эпĕ телейлĕ. Çак театрăн стенисем мана ăшăтса тăраççĕ. Кунта — манăн тăван кил. Кунта маншăн çывăх çынсем ĕçленĕ тата ĕçлеççĕ. Пысăк тав сăмахĕсемпе хамăн аслă юлташăмсене — Константин Иванов режиссера, СССР халăх артисчĕсене Борис Алексеева, Алексей Ургалкина, пирĕн ырă, нихăçан асран кăларми Ольга Ырсеме — аса илетĕп.
Манăн юлташсем, тантăшсем, ГИТИСра пĕрле вĕреннĕскерсем: Петр Иванов, Виктор Родионов, Николай Степанов, Галина Мадеева. ГИТИСран пирĕн хыççăн вĕренсе тухнисем: Нина Яковлева, Нина Григорьева, Валерий Яковлев. Пирĕн чăваш театрĕ пултаруллă, мал курăмлă çамрăксемпе пуянланнăшăн савăнатăп. Искусствăн вĕçĕ çук, çын ĕмĕрĕ вара — кĕске. Актерсен тĕрлĕ ăрăвĕ пĕр çирĕп пĕрлĕх хăвармалла. Унсăр театр пулмасть. Мĕн чухлĕ ăрăва астăватăп! Актер пĕччен выляймасть. Ун тавра çывăх, ăнланакан çынсем пулмалла.
Пурнăç çулĕпе Петĕр Хусанкайпа пĕрле утма тивнишĕн хама телейлĕ тетĕп. Унăн поэзийĕ, вăл хăй те маншăн хавхалану çăл куçĕсенчен пĕри пулнă».
«Шалтан, хам ăшра хатĕрленетĕп. Вĕсем валли чун вăйĕ ытларах кирлĕ. Çакăн пек спектакль йышĕнче Федерико Гарсия Лоркăн «Юнлă туй» спектаклĕ пулчĕ. Унăн шăпи хурлăхлă килсе тухнă. 1936 çулта ăна франкистсем — испан фашисчĕсем — персе вĕлернĕ. Спектакльте политика сĕмĕ çук, анчах унти трагедиллĕ сывлăш Испанин 30-мĕш çулĕсенчи ĕç-пуçа сăнанăн туйăнать.
Маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ спектакль. Вăл курайманлăх çынсен хутшăнăвĕсен саккунĕ пулмалла маррине асăрхаттарнăн туйăнать. Çавăнпа манăн сăнар Кинне каçарма мехел тупать.
Эпĕ çакăн пек сăнарсем пирки ĕмĕтленнĕ, халĕ те ĕмĕтленетĕп. Вăйлисем, çирĕпписем, хăйсен тĕллевĕсемшĕн çынсемпе кăна мар, шăпапа та кĕрешме пултараканнисем, килĕшеççĕ мана. Кашни актрисăн ĕмĕтри ролĕсем пур. Манăн Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче Шекспирăн Медея, Макбет ледин, Брехтăн Кураж кинемин, Горькин Васса Железнова, Айтматовăн «Амăшĕн уйĕнчи» Толгонай сăнарĕсене кăтартас кăмăл пурччĕ».
«…Театр маншăн — пĕтĕм пурнăç. Пирĕн вĕрентекен Михаил Михайлович Тарханов: «Искусствăра кăшт кăна юрамасть, пĕтĕмпех памалла ăна хăвна. Пирĕн ĕç пысăк кăмăл, тÿрĕлĕх, туйăм çинче никĕсленнĕ. Эсир пурнăçа пысăк тĕллевпе кĕретĕр. Çавăнпа сирĕн аслă калаçусене хатĕрленмелле», — теме юрататчĕ. Эпĕ çак йĕркесене тĕлĕнмелле пысăк ăстан пехилĕ пек йышăнатăп. Май тата вăй çитнĕ таран вĕсене хамăн юратнă сăнарсенче тытса пыма тăрăшатăп. Хăшĕсем-ха вĕсем, юратнисем? Арбузовăн Тани, Нарспи, Горькин «Старикĕнчи» Хĕр, Хветура, «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» спектакльти Амăшĕ. Çук, кун пек пайлама пултараймастăп пулĕ. Эпĕ хамăн пур роле те юрататăп, тен, вĕсем пурте пĕр пек пулса тухман. Вĕсенчен кашнинче манăн чунăн пĕр пĕчĕк пайĕ юлнă. Эпĕ вĕсене пурне те, пĕчĕккисене те, пысăккисене те, астăватăп. Сăнарсем урлă тăван халăхăмпа калаçатăп. Пирĕн чăваш халăхĕ ырă та ĕçчен, сăпайлă, çав вăхăтрах кăмăл-туйăмĕпе чухăн мар. Ĕмĕртен-ĕмĕр çĕр çинче ĕçленĕ, тар юхтарса тырă туса илнĕ, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăннă. Ахальтен мар пирĕн авалтан килекен гимнра çак сăмахсем пур: «Алран кайми аки- сухи, Асран кайми ати-ани…» Çавăнпа та маншăн, ялта çуралса ÿснĕскершĕн, çак ĕçĕн хакне пĕлекенскершĕн, «çĕр» сăмахра тарăн кăмăл-сипет, ăс-хакăл пĕлтерĕшĕ пытаннă. Пирĕн театршăн та, пĕтĕмĕшле илсен, çак тема чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать».
Çĕр — сăваплă ăнлав, Анне - Кепе теççĕ чăвашсем. Çĕр, Тăван çĕршыв, тăванлăх туйăмĕ – чи пĕлтерĕшлĕ, чи кирлĕ… Вĕсен хаклăхне, халăхăн синкерлĕ шăпине, тен, Вера Кузьмина Борис Чиндыков ун валли ятарласа çырнă «Хура Чĕкеç» монодрамăра туллин уçса панă.
«Театр — куççульпе кулă шкулĕ, ирĕклĕ трибуна, çынсем унăн пулăшăвĕпе кивелнĕ тата суя морале тăрă шыв çине кăларма, чĕрĕ тĕслĕхсемпе усă курса этем чĕрин тата этем чунĕн ĕмĕрхи саккунĕсене ăнлантарма пултараççĕ. Халăх, хăйĕн театрне çĕклеме пулăшманскер, е вилнĕ, е вилес патне çитнĕ. Енчен те театр, куççулĕпе е кулăпа общество таппине, истори таппине, хăйĕн халăхĕн драмине тата тăван пейзажăн, наци чĕмĕн чăн-чăн тĕсĕсене уй-ăрса илме пултараймасть тăк — вăл театр ятпа çÿреме тивĕçлĕ мар» /Ф.Г.Лорка/.
Пурнăçпа искусство çыхăнура. Искусство пĕтĕмпех хăйне пама ыйтать. Художникăн сăрăсем, музыкантăн, композиторăн сасăсем пур, поэт сăмахпа ĕçлет. Актерăн сăнарăн строительство материалĕ пирĕнни пекех — хăйĕн кĕлетки, аллисем, пичĕ, сасси, хускану... Художник картинăсем хăварать, композитор — кĕвĕ-çемĕ, поэт — сăвăсем. Театр актерĕ хăйĕн спектаклĕсенче, калăпланă ролĕсенче юлать, анчах вĕсен ĕмĕрĕ вĕçсĕр мар. Вĕсем пĕр тапхăр пурăнаççĕ, унтан… Çапах актер искусстви — искусствăн чи-чи вăрттăн, тÿрĕрен тÿрĕ енĕсене палăртни. Вăл куракан умĕнче çуралать: «кунта тата халь». Вăл куракан чун-чĕрине тÿрех ярса илет, хăйне парăнтарать, çапла майпа зал шыв сыпнă пек ларать, сывлама чарăнса тенĕ пек сцена çинчи пурнăçа тинкерет.
Нумай-нумай çул çакăн пек чĕрĕ тата канăçсăрлантаракан искусство пулса тăрать Вера Кузьминан пултарулăхĕ. Чăваш тĕнчин çыннисен хисепĕ уншăн — чи лайăх тата пысăк хак. Вăл уçă тÿпе айĕнче те, ял клубĕсемпе культура керменĕсен тата паллă театрсен сцени çинче те вылянă. Ăна Мускав, Хусан, Ĕпхÿ, Чĕмпĕр, Самар, Питĕр, Турци кураканĕсем алă çупнă. Чăваш хутлăхĕ тăрăх пин-пин çухрăм çаврăннă. Яланхи ĕçĕпе, суйласа илнĕ профессие парăнса, тĕллевсене пурнăçлассишĕн ăнтăлса. Темĕнле асамлă чĕнĕве итлесе хăй вăхăтĕнче Енĕш Нăрвашăн çамрăк пики искусствăн йывăр çулне суйласа илнĕ. Театр юмĕ парăнтарнă ăна, кăмăлне, характерне çирĕплетнĕ. Апла пулин те актриса аса илĕвĕсенче хыçа юлнă çулсене, чĕринче пĕрремĕш хут асамлă çулăм йăлкăшса илнĕ тапхăра час-часах таврăнать.
…Кашни кун тенĕ пекех пĕр япала: репетици, спектакль, куракансемпе тĕл пулни, каллех репетици. Çулсем иртнĕ май пĕлтерĕшлĕ мар самантсемпе, пурнăçри ниме тăман ĕçсемпе, кирлĕ мар вĕтĕленчĕксемпе кĕрешмелли опыт та пухăнать.
«Куракан енчен тимлĕх тата кăсăклану пур чухне кăна эпĕ актриса. Манăн рольсем тунсăхлă, камитлĕ, трагедиллĕ… Роль нумай пулнă. Çамрăк чухне испансен чаплă драматургĕн Лопе де Вегăн «Фуэнта Овехуна /Овечий источник/» ĕçĕнчи Лауренсие питĕ выляс килетчĕ. Шел, май килмерĕ. Унта ман чуна çывăх вăй, халăх пурнăçĕн вăйĕ, пур. Эпĕ çавăнтан вăй илетĕп. Енчен те куракан мана ĕненет, шанать пулсан эпĕ ăна пин тата пин хут тав тунине çеç пĕлтерме пултаратăп».
Актриса çав-çавах испан искусствин трагизмĕнче «çунса» курнă /«Пур çĕршывра та вилĕм вĕçне пĕлтерет. Вăл çитет — чаршав хупăнать. Анчах Испанире — çук. Испанире чаршав çавăн чухне уçăлать çеç. Испанире темĕн чухлĕ çын мĕн виличчен тăватă стена хушшинче питĕрĕнсе пурăнать, пурнăçран уйрăлсан кăна вĕсене хĕвел çине илсе тухаççĕ» /Ф.Г.Лорка/. Чăвашăн йăлана кĕнĕ тĕнче курăмне мĕн тери çывăх! 1973-1974 çулсенче тулли аншлагпа иртнĕ «Юнлă туй»! Халĕ те асрах-ха.
2003 çулхи юпа уйăхĕнче каллех испан премьери. Вăтăр çул иртнĕ хыççăн каллех Федерико Гарсиа Лорка, Бернарда сăнарĕ /«Арçынсăр хĕрарăм»/. Хăйĕн çурчĕн, несĕлĕсен йăлисене упраса хăварас тĕлĕшпе пурăнакан питĕ хаяр, çирĕп хĕрарăм. Хĕрĕсен, юратушăн ăнтăлакан чĕреллĕскерсен, шăпипе хăй пĕлнĕ пек хуçаланаканскер. Туйăмсен авăрĕ чул стенасен хушшичи хутлăхран иртеймест.
Тен, Вера Кузьмина актриса Ф.Г.Лоркăн сăмахĕсене тепĕр хут каланă та пулĕччĕ: «…Эпĕ çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕпе усă куратăп, мĕншĕн тесен манра авалхи юн чупать. Эпĕ пĕлетĕп: тĕрĕслĕх кăвайт умĕнче хăйĕн çăкăр чĕллине чăмласа ларнă май «паян, паян, паян» тесе мăкăртатаканра мар. Çук, тĕрĕслĕх унра, хăшĕ инçете, хир çийĕн шурăм пуçăн пĕрремĕш пайăркисем çĕкленнине лăпкăн сăнаканĕнче».
…Кăçал, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, театр искусствинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн Вера Кузьминана Мускавра, Пысăк театрта, «Ылтăн Маска» Раççейри театр наци премине пачĕç. Раççей шайĕнчи пысăк чыс. Çак кунсенче 95 çул тултаракан Вера Кузьмина ăна хăйĕн пултару ĕçĕпе, театра пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе чунтан парăннипе тивĕçнĕ. <...> Тулли верси...
Комментировать