Кĕпер айĕнче... Сталин бюсчĕ

13 Ноя, 2018

Тупнăскере Кирилл Воронов музее пырса панă

Кун пеккине, чăн та, хальччен курманччĕ. Чылай музейре пулнă, темĕн тĕрлĕ экспонатпа та паллашнă. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнчи тавра пĕлÿ музейĕнчи вара халĕ те асрах, паян та куç умĕнчех.

Сăмахăм туй алтăрĕ çинчен. Çăкаран касса кăларнă пĕчĕк алтăр вăл. Икĕ пайран тăрать. Çав вăхăтрах вĕсене пĕчĕк хушă туса пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă. «Ку алтăрпа туй вăхăтĕнче çĕнĕ çынна кĕтсе илнĕ. Алтăрăн пĕр пайне – кăрчама, теприне пыл янă. Каччин ытларах кăрчамине ĕçмелле пулнă, хĕрĕн — пылне. Пики кăрчамине сахал тутансан туй çирĕп пулать тесе шухăшланă. Шел, ăна кам тунине, ăçтан тупнине çырса хуман», — паллаштарчĕ музей ертÿçи Николай Ильин.
Ватăсем хăй вăхăтĕнче чăпта çапни пирки час-часах аса илеççĕ. Музейре çав чăптапа паллашма май пур. Хăйă çутмалли вăрăм «ураллă» хатĕрсене те ытти çĕрте асăрхаманччĕ. Çемçе тимĕртен шăтарса ăсталанă 1888 çулхи хушпу патĕнче чылайччен тăтăм. Улăмран тунă ама та хытах тĕлĕнтерчĕ. Йывăçран касса тунă налук «хучĕ» те кăсăклă…
«Ку музее Тури Хурасан ялĕнче çуралса ÿснĕ Кирилл Воронов йĕркеленĕ. Ăна 1978 çулта уçнă. Кунта 2800 экспонат упранать. Аваллăх управçи виçĕ пайран тăрать. Этнографи, çут çанталăк тата çар мухтавĕн пÿлĕмĕсем пур. Музее 1989 çулта халăх ятне панă. Кирилл Васильевича авалхи япаласене пухма шкул ачисем те нумай пулăшнă. Хăй вăл Чăваш Сурăм шкулĕнче биологипе хими вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах ачасене ертсе ял-ял тăрăх нумай çÿренĕ. Астăватăп-ха: эпир ача чухне пирĕн тăрăхри пĕр çырма ишĕлчĕ. Унтан çуннă йывăçсем, мамонт шăммисем тухрĕç. Эпир вĕсене пĕр çĕре купаларăмăр. Кирилл Васильевич кайран тиесе кайрĕ. Экспонатсене вăл Элĕк тăрăхĕнче кăна пуçтарман, кÿршĕ районсене те çитнĕ. Кунта пирĕн тури, анатри, анат енчи, тулай чăвашĕсен авалхи çи-пуçĕ, савăт- сапи, ĕç хатĕрĕсем пур», — паллаштарчĕ Николай Прокопьевич.
Халăх ĕлĕкхи пурнăçпа, музейсемпе интересленме пăрахман. Çулталăкне 3 пин çын килсе курать. Музее уçнăранпа, 40 çулта, миçе çын паллашнине те пĕлес килчĕ, анчах Николай Ильин ку ыйтăва татăклăн хуравлаймарĕ. Ытларах кунта учительсем, шкул ачисем, студентсем пулаççĕ. Тăван тăрăхран аякра тĕпленнисем те Çимĕке килсен кĕмесĕр каймаççĕ. Юлашки вăхăтра Чăваш Сурăм музейĕпе Муркаш, Красноармейски тата Шупашкар районĕсенчи ачасемпе çамрăксем паллашнă.
«Экспонат пухма пăрахман эпир. Столяр пăчкине килтен илсе килтĕм акă. Унччен музейре аннен арчи валли вырăн уйăрнăччĕ. Илемлетсе тунă ăна. Маларах тăрăн! туса кĕвĕпе уçăлнă вăл. «Манăн килте пир тĕртмелли станок пур, çунтарма шел», — тесе темиçе çын та каларĕ çак кунсенче. Анчах лартма вырăн çук, музей тулчĕ. Экспонатсене пĕр-пĕрин çине хуратăп. Вĕсене упрамалли ятарлă пÿлĕм пур-ха, анчах ăна хутса ăшăтмаççĕ. Унта япаласем юрăхсăра тухма пултараççĕ. Экспонатсен айне хăйсен ятне çырни уйрăмах хавхалантарать ял çыннисене. Калăпăр, Римма Михайлова килте тĕртнĕ пир кĕпесене çÿпçипе пĕрлех илсе килчĕ. Çакма та вырăн çук. Вĕсене карçинккасене хутăм. Пĕр-пĕр музейпе экспонат улăштарма кирлĕ пулĕ-ха. Пирĕн, калăпăр, çăпата нумай. Кирилл Вороновăн кĕпи, çăпати, параппанĕ, купăсĕ пур. Кирилл Ва-сильевич шурă пир кĕпе тăхăнса, çăпата сырса, параппан, купăс илсе кашни туях çитнĕ», — калаçу çăмхине сÿтрĕ музей ертÿçи. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.