«Пĕтрĕ каçхи хурал»
«Шыв тултарса лартакан урамри мăн пичке те, кил хушшинчи тулли каткасемпе хурансем те пушанчĕç», – тесе çырнă «Хыпар» хаçатăн кăçалхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче (114-115№№) пичетленнĕ «Ялсенчи бизнесменсем уçă кăмăллăрах» статьяра Вера Эверкки. — Питĕ тĕрĕс! «Хыпар» хаçат тата унăн авторĕ вырăнлă темăна хускатнă.
Пирĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи хăш ял урамĕнче паян пĕр-пĕр çурт умĕнче шыв тултарнă катка-пичке куратăр эсир? Калăр. Çырса пĕлтерĕр. Çук вĕсем.
Акă, Энĕш хĕрринчи Вăта Пукашри (вăл Хуракасси ял тăрăхне кĕрет. – В.Э.) ял лавккипе çумăн темиçе тонна шыв упранă цистерна çăвĕпех пуш-пушах ларчĕ. Шăтнă вăл! Ăна саплама сварщикпа камăн сăмах хускатмалла-ши?
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чăнкасси ял Совечĕ, районти пакунлă пушар инспекторĕ, вырăнти участковăй тăрăшнипе пур ялта та ял хуралĕччĕ. Шанарпуçĕнче ăна медпункт заведующийĕ Валентина Эливанова тĕрĕслесех тăнă, Çĕнĕ Куснарта – ял Совечĕн секретарĕ Галина Степанова, Чăнкассинче – уй-хир бригадирĕ Георгий Истомин, Шупашкар Сĕмĕлте – Анатолий Павлов бригадир, Кушмара ялĕнче – Владимир Казаков автомеханик тата ыттисем.
Каçхи хуралçăсене милицин участокри инспекторĕ (халĕ вĕсене полицин участокри уполномоченнăйĕ теççĕ. – В.Э.) Юрий Луканов кĕсье хунарĕсем, шăхличсем, «Каçхи хурал» тесе çырнă хул çине çыхмалли хăюсемпе тивĕçтеретчĕ. Пĕтрĕ çак ырă йăла Чăнкасси ял тăрăхĕнче. Каçхи хурал йĕркелеме укçа-тенкĕ те кирлĕ мар-çке…»
Çырăва виçĕ çын алă пуснă.
Çырура хускатнă самантсене шута илсе, вырăнти лару-тăрăва ăнланас тесе эпир Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăнкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Мария МЕЛЬНИКОВĂПА телефонпа çыхăнтăмăр.
Акă епле ăнлантарчĕ Мария Викентьевна:
– Пушартан сыхлас-асăрханас мелсемпе меслетсем хальхи вăхăтра улшăнса пыраççĕ. Ял тăрăхĕсенче пушар гидранчĕсем пур. Предприяти-организацисем 50-шар тонна вырнаçаканнисене лартаççĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнче 8 мотопомпа пур. Кунсăр пуçне Валерий Ефремов депутат, Вячеслав Игнатьев пенсионер, А.В.Федоров фермер трактор хыçне çакмалли пичкесем туяннă. Кил хуçисен те шыв савăчĕсем пур. 200 литртан кая мар вырнаçаканскерсене халь ĕлĕкхилле урам варрине мар, пахчасене лартаççĕ.
Усалли ан пултăр та, пирĕн ял тăрăхĕпе çумăн вырнаçнă Октябрьски тата Хуракасси ял тăрăхĕсенче пушар машинисем тытса тăраççĕ. Инкек тухсан вĕсем яланах вăхăтра çитеççĕ.
Каçхи хурал йĕркелесси хальхи вăхăтра актуаллă мар. Халăх ватăлса пырать, ялсенче ытларах пенсионерсем пурăнаççĕ. Çулĕпе çамрăк мар çынсен канлĕхне татма, вĕсене каçхи хурала кăларма аван мар.
Халĕ, 21-мĕш ĕмĕрте, иртнĕ ĕмĕрти пек ĕçлейместĕн. Çыхăну хатĕрĕсем те улшăнчĕç. Кашни килтех кĕсье телефонĕ пур. Çавна май ятарлă службăсемпе вăхăтра çыхăнма пулать. Вĕсем вырăна хăвăрт çитеççĕ, пулăшу параççĕ.
Ял халăхĕпе пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе инструктаж ирттеретпĕр. Пĕччен пурăнакан ватăсем тата нумай ачаллă, йывăр лару-тăрури çемьесем шутра тăраççĕ – вĕсем патне те час-час çÿретпĕр. Хăйсем тĕллĕн пурнăçлайман ыйтусене татма пулăшатпăр.
Комментировать