Шăмăршăсем çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Паян, ноябрĕн 7-мĕшĕнче, Шăмăршă районĕнче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявларĕç.

Чи малтан Шăмăршă районĕн администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев районти ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Çĕр ĕçченĕсене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Денисов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн заместителĕ Н. Косулин саламларĕç, чи хастар та пултаруллă ĕçченсене наградăсемпе чысларĕç. Уява вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кÿчĕç.

www.hypar.ru
 

Валентина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать