Çамрăк армеецсем тупăшнă
Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен çарпа патриотизмăн «ЮНАРМИЯ» обществăлла юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн слечĕн шайĕнче çарпа спорт вăййисем иртнĕ.
Унта 63 команда хутшăннă. 189 çамрăк армеец ДОСААФăн стрелоксемпе спорт клубĕн Шупашкарти тирĕнче граната ывăтассипе, пистолетран тата пĕчĕк калиберлă винтовкăран биатлон мишенĕсене перессипе, отжимани тăвассипе ăмăртнă. Ачасем Афган вăрçи вăхăтĕнчи çар салтакĕн тумĕпе тата хĕç-пăшалĕпе паллашнă.
Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, чи маттуррисен шутне Патăрьелти 2-мĕш шкулта, Етĕрнери 1-мĕш гимназире, Шупашкарти ача-пăча полици академийĕнче, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренкенсем кĕнĕ. Мала тухнă командăсене кубоксемпе тата дипломсемпе, шкул ачисене медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чыслĕç. Тĕл перекенсем дипломсене тивĕçĕç.
Комментировать