Этнографи пĕлĕвне тĕрĕслер-и?

1 Ноя, 2018

Ыран, чÿкĕн 2-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри этнографи диктантне хутшăнĕ.

Вăл Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн çĕршывăн кашни субьектĕнчех иртĕ. Раççейре е чикĕ леш енче пурăнатпăр-и — пурпĕрех, диктант çырмашкăн вырăсла пĕлни çеç кирлĕ. Акцие кирек хăш ÿсĕмри çын та хутшăнма пултарать.

Тĕрĕслев çынсен этнографи пĕлĕвне, Раççейри халăхсем пирки мĕн пĕлнине палăртма май парать. Диктантри хушусенче — 30 ыйту, 20-ĕшĕ — пурин валли те, 10-ĕшĕ регионпа çыхăннă. Вĕсене 45 минутра пурнăçламалла. Чи пысăк балл — 30.

Акцие хутшăнас кăмăл пур-и? Республикăра ăна темиçе лапамра йĕркелĕç: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра, Канашри педагогика, Улатăрти технологи тата Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи колледжĕсенче. Унта çитме май çук тăк диктанта онлайн мелпе çырма юрать. Тĕрĕс хуравсене тата тăтăш тĕл пулакан йăнăшсене чÿкĕн 10-мĕшĕнче сайтра пичетлĕç. Уйрăм кăтартусемпе вара раштавăн 12-мĕшĕнче паллашма май пулĕ.

Пĕлтĕр этнографи диктантне пурĕ 367 пин, Чăвашра — 900-ĕн, çырнă.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Сap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментировать