Шăвармасăр пахча çимĕç ÿсмест

4 Июн, 2014

Аслăрах ÿсĕмрисем иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче курăк ĕнсе каймаллах шăрăх тăнă çу кунĕсене лайăх ас тăваççĕ ĕнтĕ. Юр ирĕлнĕренпех çумăр пулманран ялсенче çăлсем типнĕччĕ. Çĕр улмине вăрлăхлăх та пухса илеймерĕмĕр. Ăна шăл хушшине хурса курмасăрах пăтă-лапшапа хĕл каçрăмăр.

Инкек пĕччен çÿремест. Ют çĕр-шывăн «иккĕмĕш çăкăрĕпе» пĕрле колорадо нăрри килчĕ.

Хаяр типĕ шар кăтартнă хыççăн çĕр-шыв ертÿлĕхĕ тинех мелиораци программине анлă çул пачĕ. Инкеке пула çеç чан çапатпăр мар-и? Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхра та уйри пĕве çывăхĕнчи пысăк лаптăкра хăяр, ытти пахча çимĕç шăварса çитĕнтерме тытăнчĕç. Ял халăхĕ катки-каткипе хăяр тăварлатчĕ. Патшалăха та сутнă. Нумай пулнăран ниçта вырнаçтарма çукчĕ, выльăха çитернине те ас тăватăп. Халĕ ăна хăшĕ-пĕри ас тивмелĕх те туса илеймест - пахча çимĕç шывсăр çитĕнменнине пĕлеççĕ пулĕ-ха та, шăварма ÿркеннĕрен акса пăхасшăнах мар.

 

Ĕмĕрсен чиккинче ял хуçалăхĕ халран кайнă тапхăрта мелиораци çинчен вуçех мантăмăр. Шăвармалли-сирпĕтмелли техника йăлтах саланса-çухалса пĕтрĕ.

Пирĕн тăрăх теветкеллĕ. Ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлă вăхăт 4-5 çулта пĕрре килет. Ытти чухне е шăрăх çунтарать, е йĕпе-сапа тертлентерет. Континент климачĕ пулнăран Атлантика çумăрĕ Атăл тăрăхне пур чухне те çитеймест.

2010 çулта типĕ тепре таврăнчĕ. Европăри евĕр ĕçлеме вĕренсе-хăнăхса пыракан хуçалăхсем те çитĕнÿпе савăнтараймарĕç. Тăпрара нÿрĕк пачах çукран пысăк тухăç шантаракан сортлă ял хуçалăх культурисем интенсивлă технологире те хăйсене кăтартаймарĕç. Ара, шăвармасăр вĕсем епле çитĕнччĕр-ха?

 

Тыр-пул уйĕнче мелиораци мероприятийĕсене ирттерейĕпĕр-ши? Темĕн. Лаптăкĕсем ытла та пысăк. Кунта акана вăхăтра та хăвăрт пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Иртерех акнисен вăрлăхĕ тăпрари нÿрĕкпе тухăçлă усă курнăран юларах варăнтарнисенчен 1,5-2 хут ытларах тухăç парать.

Пахча çимĕçе вара, уйрăмах çĕр улмине, шăвармаллах. Лаптăкĕ вĕсен çав териех анлă мар. Кашни гектар çине куçарса шутласан тупăшĕ тыр-пултан темиçе хут ытларах. Пĕр ĕç те тăкаксăр пулмасть. Ăна, паллах, чакарма тăрăшмалла, анчах чи малтан ун пирки мар, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне, саппасне туса хурасси пирки шухăшламалла.

2010 çулта фермерсем çаврăнăçуллăрах пулчĕç. Йывăр çул килессе пĕлнĕ пекех мелиораци техникине хатĕрлерĕç. Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков ХФХ пурне те тĕлĕнтерчĕ: тĕллевлĕ шăварнăран 70 гектар çинчи лаптăкра 540-шер центнер çĕр улми туса илчĕ. Çав вăхăтра çу каçипе нÿрĕк курман пусăсем 50-70 центнертан ытла тухăç параймарĕç. Хаклă пулсан та «иккĕмĕш çăкăр» лавккасенче хĕлĕпех пулчĕ, 37-38 çул каяллахи йывăрлăха туйсах каймарăмăр.

 

2010 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев «Çут çанталăкри япăх пулăмсен вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен» Указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх производствинче ку чухнехи инноваци технологийĕсене явăçтарма тата ĕçе кĕртме, çĕрсене çĕнетме тата мелиорацие аталантарма, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсемпе пĕрле мелиораци тытăмĕсен сетьне инвентаризацилес ĕçе йĕркелеме, çак тытăмсене юсамалли мерăсен комплексне туса хатĕрлеме йышăнчĕ.

Республикăра «Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарасси тата 2008-2015 çулсенче ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварĕн тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» тĕллевлĕ программăна пурнăçласа мелиорацие аталантармалли хушма программа хатĕрленĕ.

 

Указра кредит паракан организацисем типĕ çанталăка пула шар курнă хуçалăхсем валли маларах илнĕ кредитсемшĕн тÿлессине каярах вăхăта хăварасси пирки каланă, патшалăх енчен епле пулăшу памаллине те палăртнă.

Чăваш Республики ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене пулăшас тĕллевпе 2012 çултан тытăнса проект-смета докуменчĕ хатĕрленĕ тăкакшăн субсиди - 50%, 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мелиораци тытăмне çĕнетнĕшĕн, реконструкциленĕшĕн 30% саплаштарма йышăннă.

Шел те, 2011 çулта çанталăк самайлансан аграрисене ял хуçалăх культурисене шăварас ыйту кăсăклантарман, республикипе те 24 хуçалăх çеç /8-шĕ - ХФХ/ 66,7 млн тенкĕлĕх мелиораци техники туяннă, Чăваш Ен хыснинчен 20 млн тенкĕ пулăшу илнĕ.

Пирĕн тăрăха кирек хăçан та типĕ килме пултарасси пирки /уйрăмах утă уйăхĕнче/ хресченĕн шухăшламаллах ĕнтĕ. Кăçал вăл çу уйăхĕпе тĕл лекрĕ. Аран-аран шăтса тухнă культурăна çĕкленме, тымар тытăмне аталантарма вăй кирлĕ, тутлăхлă япаласене вара ÿсен-тăран нÿрĕкпе пĕрле кăна илме пултарать. Апла тăк тухăç чакасси халех паллă.

2012 çулта 7 ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ /3-шĕ - ХФХ/ 27,4 млн тенкĕлĕх мелиораци техники туяннă. Республика тăкаксене саплаштарма 8,2 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Çуррине пулăшсан та проект-смета документне пĕр хуçалăх та хатĕрлемен.

2013 çулта 7 ял хуçалăх предприятийĕ тата 8 ХФХ 101,2 млн тенкĕлĕх техникăллă пулнă, иккĕшĕ документ хатĕрленĕ. Пĕлтĕр «Чăваш Республикинче 2011-2015 çулсенче мелиорацие аталантарасси» тĕллевлĕ программа пĕлтерĕшне кура ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 19,5 млн тенкĕ куçарнă. Çавна пула ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем шăвармалли техника туяннă чухне 50% таран çăмăллăхпа усă курнă.

Кăçал «Чăваш Республикинче 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн чĕр таварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» патшалăх программин «Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси» çумпрограмма Раççей Ял хуçалăх министерствин конкурсне ăнăçлă хутшăннă. Ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен малтан палăртнă тăрăх 64895 пин тенкĕ килмелле. Чăваш Ен 20250 пин тенкĕ уйăрать. Апла пулсан 2014 çулта çĕр ĕçченĕсен мелиораци техники туянма хастартарах хутшăнмалла, унчченхи çулсенчи пек ÿрĕк-сÿрĕк пулас марччĕ. Хальлĕхе 6 районта 330 гектар çинчи ял хуçалăх культурине шăвараççĕ. Çакă, паллах, калама çук çителĕксĕр.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал шăрăх пуласси çинчен пĕлмеççĕ мар. Акана тухичченех аграрисен республика канашлăвĕнче - вăл Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХОра иртрĕ - Чăвашгидрометеоцентр директорĕ Сергей Максимов шăрăх пуласса систерчĕ, çу уйăхĕнче сывлăш температури яланхинчен пысăкрах пулĕ тата типĕ тăрĕ терĕ. Кăшт каярах «Хыпарти» «Пĕлес тенĕччĕ» ярăмра та кун пирки пĕлтерÿ тухнăччĕ. Çу уйăхĕ вĕçленчĕ, хуçалăхсенче шăварас ĕçе йĕркелес, мелиораци техникине туянас тесе хыпаланни сисĕнмест-ха.

Патăрьел районĕпе ытти хăш-пĕр районта тăпра типсе чул пекех хытнă. Темиçе тăрăхра кăшт-кашт ÿкнĕ нÿрĕк лару-тăрăва нимĕн чухлĕ те лайăхлатаймасть.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.