Мĕн пур искусствăран пĕлтерĕшли - кино

4 Июн, 2014

Нумаях пулмасть чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ чăмăртанчĕ. Хальхи вăхăтра чăваш кино ăстисен умĕнче мĕнлерех çивĕч ыйтусем тăраççĕ? Мĕн савăнтарать, пăшăрхантарать вĕсене? Çак тата ытти ыйту тавра калаçас тĕллевпе союз председательне Олег Цыпленкова, «Орион» студи ертÿçине Вячеслав Оринов режиссера, «Аксар» студи ертÿçине Алексей Иванова «Хыпар» хаçат тĕпелне йыхравларăмăр.

- Çакнашкал пысăк пулăм - Чăваш кинематографисчĕсен союзне йĕркелесси - патне епле пырса тухрăр-ха?

В.Оринов: Вăхăт илсе çитерчĕ. Регионсенче художниксен, архитекторсен, композиторсен пултарулăх ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Кино ăстисен мĕншĕн пулмалла мар? И.Максимов-Кошкинский иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех театр, кино ĕçне йĕркелеме пултарнă. Паян мĕншĕн чăваш киновĕ çук-ха? Ку ыйтусемпе çирĕм çул каяллах калаçма пуçланă. Халĕ акă кĕтнĕ самант патне вăхăт илсе çитерчĕ.

Маншăн театр яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă, ку енĕпе ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ. Халĕ акă кинематограф патне пырса тухрăм. Хамăрăн историе манмалла мар. Кино ăна ĕмĕрлĕх çырса хăварма май парать.

- Чăваш киновĕ хăйĕн кураканне тупма пултарĕ-и?

 

О.Цыпленков: Тупнă вăл. Кашни килтех телевизор, видео пур. Халăх патне чăваш фильмĕсем дисксем çинче çитеççĕ. Пахалăхĕ Мускав, Голливуд шайĕнче пулмасан та вĕсене çынсем юратса пăхаççĕ. Шел те, хальлĕхе чăваш режиссерĕсен ĕçĕсем пысăк экран çине тухаймаççĕ.

 

В.Оринов: Экран çине тухмалăх ÿкерме пысăк пахалăхлă оборудовани кирлĕ. Професси камерисем пур-ха пирĕн, анчах вĕсем кăна çителĕксĕр. 5 млн тенкĕ тăраканни пĕрре-иккĕ пулсан эпир малалла кайма пултаратпăр. Патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ. И.Максимов-Кошкинский ĕçленĕ çулсенче самана йывăр пулнă. Апла пулин те чăваш правительстви бюджетран укçа уйăрма майсем тупнă. Хамăрăн вăй-хăватпа кăна ĕçлесе çитерейменни куç кĕрет.

 

Кинематографсем валли мĕншĕн уйрăм грант туса хурас мар? Çав укçа-тенкĕ камерăсем туянма та, пахалăхлă фильмсем ÿкерме те çитнĕ пулĕччĕ. Мĕн чухлĕ документлă фильм хатĕрленĕ пулăттăмăр тата.

 

- ЧР культура министрĕн çумĕ кино енĕпе ĕçлекен специалистсем çуккине палăртнăччĕ. Çак лару-тăруран тухмалли çул-йĕре мĕнре куратăр?

 

О.Цыпленков: Чăваш телекуравĕнче те ку ыйту çивĕч. Культура институтĕнче «Кино тата телекурав» курс е факультет уçмаллах. Вĕрентекенсене Мускавран, Питĕртен чĕнсе илмелле. Сăмахран, «ЛОМО» ОАО /Питĕр хули/ представителĕсем хăйсен шутĕнчен пирĕн пата специалистсене яма хатĕррине пĕлтерчĕç. Эпир пĕтĕм ĕçе нимелле тума хăнăхнă.

 

В.Оринов: Манăн министр çумĕн сăмахĕпе килĕшесех килмест. Искусствăра ĕçлекенсем питĕ шутлă çынсем, вĕсем нумай пулма пултараймаççĕ. Республикăра та ятарлă пĕлÿ илнĕ операторсем, сценаристсем, режиссерсем çук мар. Çамрăк ăру пирки шухăшламалла. Чăвашла пĕлекенсене вĕрентме тăрăшмалла.

 

- Чăваш кино ăстисем кăçал Шупашкар кинофестивальне хутшăнни чăннипех те истори пĕлтерĕшлĕ пулăм. Халĕччен чăваш фильмĕсем ытти кинофестивале хутшăннă тĕслĕх пулнă-и?

 

В.Оринов: Чăвашсене аякра тăратса хăвармаççĕ. Акă «Хаяр ытам» фильма çу уйăхĕн вĕçĕнче Чĕмпĕрте улттăмĕш хут иртекен В.Леонтьева ячĕллĕ кино тата телепрограммăсен фестивальне тăратрăмăр. Нумаях пулмасть пĕрлĕх ячĕпе Болгарирен сĕнÿ çитрĕ. Унта истори фильмĕсен фестивальне йĕркелеççĕ, пире те хутшăнма ыйтаççĕ. «Ехрем хуçа» фильма ярса пама шухăшларăмăр. Курччăр, чăвашсен аваллăхĕпе паллашчăр. Çĕнтерни мар, хутшăнни паха. Çакă малалла аталанма çул уçса парать.

 

- Союз малашлăхра мĕнле тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлесшĕн?

 

О.Цыпленков: Шупашкар кинофестивалĕнче кăçал чăвашла сакăр фильм кăтартрĕç. «Нарспи» мюзикл конкурса хутшăнчĕ. Ку пирĕншĕн чăннипех те пысăк çитĕнÿ. Чăваш çĕрĕнче иртекен фестивале чăваш фильмĕсем хутшăнманни чылай калаçтарчĕ. Çак сăмах йĕркелÿçĕсем патне çитни савăнтарать. Кăçал вара ЧР Культура министерстви, Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ, союз пĕрле хамăрăн чăваш режиссерĕсен ĕçĕсен фестивальне йĕркелесшĕн. Çĕнтерÿçĕсене саккăрмĕш Шупашкар кинофестивальне хутшăнтарасшăн.

 

В.Оринов: Наци телекуравĕн программине пăхатăп та - нимĕнех те çĕннине курмастăп. Темиçе çул каялла кăтартнисене тепĕр хут эфира кăлараççĕ. Вĕсем «пахалăх - чи малтан, кайран тин тема» теççĕ. Халăха вара паян чăвашла ÿкерни кирлĕрех. Телекурав ертÿçи А.Магарин пирĕн шухăш-тĕллеве тĕрĕс ăнланса çак ыйтусене татса пама пултаракан çын пек туйăнать.

 

А.Иванов: Пирĕн фильмсене телевизорпа 3-4 хут кăтартнăшăн 10 пин тенкĕ параççĕ. Хăйсем майлă ĕçленĕ пек кăтартаççĕ, чăннипе вара хирĕçле тунă пек пулса тухать. Каплах пурăнсан тепĕр вунă çултан чăваш чунĕ пĕтет. Çынсене чăвашла ÿкернĕ фильмсем питĕ кирлĕ. Пирĕн хамăрăн историе упраса хăварма тăрăшмалла. Унсăрăн пуласлăх çук. Чăвашсене мăнаçланмалăх никĕс - Аттила, Бичурин пек çынсем - кирлĕ. Çавсем пирки ытларах ÿкермелле. Чăваш çĕр-шывĕ çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ теççĕ. Кинона та çав тĕрĕ шайне çитересчĕ.

 

О.Цыпленков: Илемлĕ фильм туни аван паллах. Пирĕн хушăра пурăнакан пултаруллă çынсем, республикăра пулса иртекен паллă пулăмсем пирки ытларах ÿкермелле. Кашни районта халăх коллективĕсем пур. Вĕсен пултарулăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ кинолента çинче упранма тивĕç. Культура министерстви, ыттисем те пĕлтерччĕр: Чăваш Енре мĕн пулса иртет - йăлт ÿкерме хатĕр. Уншăн укçа ыйтмастпăр.

 

В.Оринов: «Мĕн пур искусствăран пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшли - кино», - тенĕ В.Ленин. Çак сăмахсем пирĕн ĕмĕт-тĕллевпе тÿр килеççĕ. Пĕрлĕх çуралчĕ. Аплă тăк ĕçлетпĕр, аталанатпăр, пĕтсе лармастпăр!

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.