Юрату çуркунне çеçке çурать
...Канашран Улатăра çÿрекен пуйăсран Йĕпреçре анса юлсан вăл пĕр хушă перрон çинчех тăчĕ. Тепĕр тесен кунта ăна никам та кĕтмест, çывăх тăван та, паллакан та çук унăн поселокра. Хăна çак тăрăха пуçласа килнĕ. Çавăнпа та вăл малтанлăха: «Ăçталла каймалла-ха?» - тенĕн, енчен-еннелле пăхкаланă май хăй умне 15-16 çулсенчи шкул ачи çитсе тăнине сисмен те. Липа /хĕр ачана çапла чĕнеççĕ/ аякран, сăртлă-туллă Дагестан Республикинчен килнĕ çынна «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне илсе килме ăс çитернĕшĕн ăна пĕтĕм кăмăлтан тав турăм. Çапла паллашрăм Рамазан Магомедовпа.
Рамазан вырăсла питĕ лайăх калаçать иккен. Пилĕк çул каялла М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн философи факультетне пĕтернĕ-мĕн. Халĕ Махачкалари лицейсенчен пĕринче вĕрентет, нумай пулмасть философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. Унăн пĕчĕк тăван çĕр-шывĕ - Расул Гамзатов сăвăçа сăпка сиктернĕ Цада аулĕнчен 100 çухрăм аяккарах вырнаçнă. Чăвашсем тĕнчипех палăрнă пултаруллă поэтăн хайлавĕсене хăйсен чĕлхипе юратса та кăмăлласа вулани çинчен пĕлтерсен Рамазан савăнсах кайрĕ.
- Йĕпреç поселокĕ юлашки вăхăтра тĕлĕкре курăнма пуçларĕ, - чунне канăç памасăр пăлхантаракан калаçу йĕрĕ çине ÿкнĕ май сăмахне çакăнтан тытăнчĕ хаклă хăна. - Ара, кунта манăн асанне çуралса ÿснĕ-çке. Вăл 20 çула çитиччен вырăнти «Кооплеспром» артельте ĕçленĕ. Çĕр-шыври пилĕк çуллăх стройкисем валли чус хăма хатĕрленĕ, ăна чукун çул станцийĕнчен Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатса тăнă. Кайран, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Анна Петрова /асаннене çапла чĕннĕ/ оборона саккасĕсене пурнăçлама тытăннă. Фронтра çапăçакан салтаксем валли йĕлтĕрсем ăсталанă вĕсем.
Рамазан калаçăвĕнчен çакна пĕлтĕм: чăваш хĕрĕ Анна Петрова, хăй ÿсĕмĕнчи ытти хĕр тантăшĕ пекех, кунне-çĕрне уямасăр ĕçленĕ фашистсем Мускав еннелле хăвăрттăн талпăнса пынă тапхăрта. Йĕпреçе Тула çывăхĕнчи Сталиногорск хулинчен /халĕ - Новомосковск/ çар вĕçевçисене хатĕрлекен шкула куçарса килнĕ. Курсантсен хушшинче Чурбан Магомедов авар та пулнă. Нумай нациллĕ çĕр-шывăн маттур каччисем кăвак тÿпе анлăшне парăнтарма хăнăху илнĕ ку шкулта, анчах тăшман Тăван çĕр-шывăн тĕп хули патнех çитсе тухни вĕсен вĕçев тата вĕренÿ программисене улшăнусем кĕрттернĕ. Снаряд-бомба кĕрлевĕнчен чылай аякра вырнаçнă Йĕпреç поселокĕ курсантсемшĕн шанчăклă хÿтлĕх пулса тăнă.
- Шкулта занятисем вĕçленсен паян-ыран фронта çул тытма хатĕрленекен çамрăксене Йĕпреçри культура çурчĕ илĕртнех ĕнтĕ, - калаçăвне малалла тăсрĕ Рамазан. - Курбан Магомедов курсантăн чун-чĕрине те çамрăклăхпа романтика илĕртÿлĕхĕ иленнех пуль. Шăпах поселокри яш-кĕрĕме пĕр çĕре туртакан асамлă çуртра курса паллашнă та вăл манăн пулас асаннепе. Авар каччипе чăваш хĕрĕ пĕрре курнипех килĕштерсе пăрахнă пĕр-пĕрне. Тĕл пулу хыççăн тĕл пулу... Туслăх вĕри юратăва куçнă. «Туйне Çĕнтерÿ хĕвелĕ çуталсан тăвăпăр», - çирĕп шухăш тытнă Курбанпа Аня.
1943 çул пуçламăшĕнче Аня хăйĕн савнине çапăçакан çара ăсатнă. Шăпа хĕрхеннĕ вĕçевçе, вăл, сывлăшри çапăçусенче темиçе хутчен те вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнăскер, вăрçă чарăннă-чарăнманах, ашшĕпе амăшĕ патне мар, Йĕпреç поселокне вĕçтерсе çитнĕ те, фронтра чухне виç кĕтеслĕ çыру тăрăх кăна «калаçса тăнă» ăш çунтармăш юратăвне - чĕвĕл-чĕвĕл пуплекен чăваш хĕрне Дагестана, сăрт-ту хушшинчи Акуша аулне илсе кайнă. Йывăр çулсен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă вĕсен юратăвĕ хĕвел пекех çутă та таса пулнă. «Асаттепе асаннен пĕртен-пĕр ывăлĕ - Казимир, вăл манăн атте пулать, хăй вăхăтĕнче Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнчен агроном дипломне илсе тухнă, тивĕçлĕ канăва кайичченех Дагестан Республикин Ял хуçалăх министерствинче ĕçленĕ. Шел те, асатте те, асанне те, атте те çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа Акуша шывĕ миçе хутчен пăртан тасалнине татса калаймăп. Асанне питĕ Чăваш çĕр-шывне, хăй выляса ÿснĕ Хум, Кĕтне, Пăлапа Кушлавăш шывĕсен хутлăхне килсе курасшăнччĕ, поселок хĕрринченех пуçланса каякан хурăнлăхра пурака тултарсах çырла татасшăнччĕ. «Сывлăхăм хавшарĕ, вăрăм çула тек тухаяс çук. Манăн ĕмĕтĕме эсĕ, мăнукăм, пурнăçа кĕртессе шанатăп», - тенĕччĕ пирĕнтен уйрăличчен кăшт маларах чăваш асанне.
Рамазан асламăшĕн сăмахне тытрĕ. Вăл Йĕпреç поселокĕнче икĕ кун пурăнчĕ. Çĕнĕ тус-юлташ тупрĕ. Эпĕ ăна аслашшĕ вĕçме вĕреннĕ шкул пулнă çурта илсе кайрăм, унтах легендăна кĕрсе юлнă Алексей Маресьев вĕреннине çирĕплетекен Асăну хăмине курсан, тĕлĕнчĕ те, савăнчĕ те авар ăсчахĕ. Унпа уçă тÿпе айĕнчи музее те çитрĕмĕр, вĕçев шкулĕпе паллаштаракан анлă экспозици умĕнче чылайччен тарăн шухăша путрĕ сăрт-ту çынни. Рамазан вăтăртан иртнĕ, анчах çемье çавăрайман-ха. Çакăн сăлтавне ыйтсан вăл шÿтлереххĕн акă мĕнле тавăрчĕ: «Хама килĕшекен хĕр ăçтарах пурăнать-ши? Тахçантанпах шыратăп ăна. Тен, шăпа асанне пек сăпайлă та ырă кăмăллă чăваш хĕрĕпе тĕл пултарĕ пурăна киле? Чăваш Ене, Йĕпреç поселокне ура ярса пуснин пĕр сăлтавĕ çакă пултăр эппин.
Çапла каларĕ те Рамазан Магомедов хăй иртнĕ каç культура çуртне чăваш эстрадин «çăлтăрĕсен» концертне курма кайсан унта пĕр чиперккепе паллашни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕнĕ ăрури авар каччипе чăваш хĕрĕн юратăвĕ малалла тăсăласса шанас килет.
Геннадий КУЗНЕЦОВ
Комментировать