Тăхăр уйăха хаклакан процентсем

22 Окт, 2018

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи тăхăр уйăхри чылай кăтартăвĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăшт пысăкрах. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен паянхи канашлура тишкерсе хакларĕç.

Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх, кăрлач-авăн уйăхĕсенче республикăра промышленноç производствин индексĕ 101% танлашнă. Тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ — 159 миллиард ытла тенкĕлĕх. Производствăна самаях пысăклатнисен списокĕнче — Шупашкарти «Çеçпĕл», электромеханика завочĕ, «Промтрактор — Вакун», ыттисем. Шел те, кăтартусене чакарнисен списокĕ те вăрăм: Çĕмĕрлери автофургон, Шупашкарти пир-авăр комбиначĕсем, «Август» фирма…

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономикăри ырă туртăмсем çынсен ĕç укçине те витĕм кÿнине палăртрĕ. Тăхăр уйăхра Чăваш Енре уйăхри вăтам ĕç укçи 27 пин текнĕ урлă каçнă. Шел те, хăш-пĕр отрасльте вăл çак виçерен чылай пĕчĕкрех. Сăмахран, ял хуçалăхĕнче — 17,8 пин тенкĕ. Çак кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи округĕнче вуннăмĕш вырăнта.

www.hupar.ru

Рубрика: 

Комментировать