Кикки-микки çитмерĕ

19 Окт, 2018

Писательсен союзĕн çуртĕнчен тухсан Илпек Микулайĕпе тĕп урампа тăвалла утатпăр. «Волга» ресторан тĕлне çитрĕмĕр. Манăн кĕсьере кăштах çемçен кăштăртатаканни пурччĕ.
— Атя кĕрсе тухар, — терĕм Илпеке. Килĕшрĕ. Ăш пиллĕ пысăк залра çынсем йышлă. Ырă духи шăрши. Тутлă çимĕç шăрши...
— О-о-о! — хавхаланса аллине çĕклерĕç Юрий Скворцовпа Петĕр Львов пире асăрхасан. — Кунта килĕр...
Майлашăнса лартăмăр. Юнашарта çутă чÿрече, капăр карă, чĕрĕ чечексем... Эпĕ менюра пахарах çимĕçсем суйларăм: аш-какай салачĕ, бефстроганов, югослави коньякĕ...
Ĕлккен тумлă çамрăк официантка питĕ тарават пулчĕ.
— Çак саманта яланлăхах тытса чарас килет! — çÿл тĕпене вĕçесле çунатланса илчĕ Петĕр Львов коньяк черккипе тин çеç пиçсе çитнĕ хурăн çырли пек хитре официанткăна ытараймасăр.
Манăн вăл шухăш мар. Чи ырă, чи çывăх тусăмсем умĕнче намăс курас килмест. Меню çине пăхатăп та, кĕсье çÿхерех пек туйăнать. Туссем хĕрсех калаçнă хушăра пукане евĕрлĕ пикене хам çумарах пĕшкĕнтерсе хăлхинчен пăшăлтататăп: «Шутлăр-ха, саккас мĕн хака ларать?» Хакне илтсен куç алчăраса кайрĕ. Ва-ай, кикки-микки ман... яхăнне те çитмест! Хÿхĕмккене калатăп: «Кăвакарчăнăм, ĕненĕр, шанăр мана, çитменнине кĕçĕрех илсе килсе паратăп. Чăн сăмах».
Çăлтăр куç ман çине пăхрĕ те умри кĕсьери авторучкăна тĕсерĕ. Ылтăн çаклашкаллă, хитре çутă симĕс тĕслĕскерне. Паха ручка. Ăна мана вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн истори учителĕ парнеленĕччĕ.
— Салука ручкăра хăварăр, — йă-ăл-л! кулчĕ илемĕпе ăш çунтармăш пикемпи.
— Хаваспах!
Кăмăл туллин хăналаннă хыççăн сĕтел хушшинчен тухас чухне пур-çук укçапа пĕрле эпĕ çамрăк илĕртÿçĕне йăлтăрти ручка тыттарнине никам та сисмерĕ.
Тусăмсенчен уйрăлсан сиккипе чавтартăм общежитие. Тепрер сехетрен каллех йă- ăл-л! ăшăтса илчĕç хÿхемккен кăвар куçĕсем ман чĕрене. Ручка илемлĕн йăлкăшса кăкăр умĕнчи кĕсьене питех те ерипен хĕсĕнчĕ.

Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.