Крым чãвашẽсене тãван литературãпа паллаштарчẽç

19 Окт, 2018

Авăн /сентябрь/ уйăхĕнче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсен делегацийĕ, çав шутра «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Л.И.Филиппова та, Крым Республикипе Севастопольте пулчĕ.
Культура кунĕсем Севастопольте савăнăçлă лару-тăрура «Тинĕс хĕрринчи бульвар эстради» культурăпа кану паркĕнче уçăлчĕç. Ун умĕн хулари наци культура центрĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ. Кунти чăваш пĕрлĕхĕ 14 çул каялла чăмăртаннă. Кăштахран ун çумĕнче чăваш юррин «Туслăх» ансамблĕ ĕçлеме пуçланă. 2009 çултанпа обществăна Любовь Тавлуй ертсе пырать.
Чăваш Ен делегацийĕн вăйĕпе Герой-хулара пурăнакансем тата унăн хăнисем валли чăваш литератури, тĕрри, ташши тата юрри енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ, паркăн сцени çинче эстрада артисчĕсем концерт ирттернĕ.
Лидия Филиппова çыравçă-журналист «Тăван Атăл» журналпа, унăн авторĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă, кăларăма Крымра та электрон майĕпе çырăнса илсе тăма май пуррине пĕлтернĕ.

www.hypar.ru

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.