Коллектив аталану çулĕпе малаллах талпăнать

19 Окт, 2018

Етĕрне райповĕн канашĕн председателĕ Александр Андреевич Краснов 60 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна Чăвашпотребсоюз правленийĕ, райпосен ертÿçисем, хăйĕн коллективĕ, тăванĕ-юлташĕ ăшшăн саламланă.

Вăл Етĕрне райповне 30 çул ытла ертсе пырать. Александр Андреевич райпо тытăмĕнче «революци» туса ирттернĕ. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Лавккасен пысăкрах пайне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Паян райпон тĕксĕм курăнакан, чалăшса кайнă пĕр лавкка та çук. Пурне те газ кĕртнĕ. Вĕсене автоматизациленĕрен суту-илĕве еплерех йĕркеленине, çав шутра складра тавар мĕн чухлĕ упраннине, ыттине райпон суту-илÿ пайĕнче пĕтĕмпех пĕлсе тăраççĕ, ытларах тата пахине çеç сутас тĕллевпе ĕçе лайăхлатма сĕнÿсем параççĕ. Çакăн усси — куç умĕнчех.
А.Краснов председательте вăй хунă çулсенче кашни лавккана тенĕ пекех хытă сийлĕ çул çитернĕ, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе упрама сивĕтмĕш-шăнтмăш хатĕрĕсене туяннă, ытларахăшĕнче — вĕри шыв, ăшă туалет, канмалли пÿлĕм... Çапла пĕтĕмлетмелле: райпо лавккисем, уйрăмах Етĕрнери тата тĕп ялсенчи, федераци сечĕсенчен пĕр енĕпе те кая мар.
«Паян çынсем тавара транспортпа килех çитерме ыйтса лавккана саккас хăвараççĕ, — ĕçсемпе паллаштарчĕ Александр Андреевич. — Ăна хамăрăн курттăммăн сутмалли лавккаран турттарса ыйтăва икĕ-виçĕ кун хушшинчех тивĕçтеретпĕр. Çак меслетпе холодильник, сĕтел-пукан, стройматериал, йăлара усă курмалли техника, ыттине туянаççĕ. Ял-йыш ытларах предпринимательсене мар, райпона шанать, мĕншĕн тесен унăн лавкки ялтах — çĕмрĕк холодильник е урăх техника лексен ыйтма, ĕçлекеннипе улăштарма пултарать. Бизнесменран тавăраймастăн».
Райпо ял çыннисем çитĕнтерекен выльăха Етĕрнери аш-какай комбинатне вырнаçтарма пулăшать. Халăхран çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан, ытти пахча çимĕç, çулталăкра 2 пин тонна майлă сĕт туянать. Çак уйăхра кашни килограмне 17 тенкĕлле пуçтарать. Лайăх хак. Райпора 519 çынна ĕç вырăнĕ туса панă, 95 лавккара тавар сутаççĕ. Общество апатланăвĕн 20 вырăнĕ: ресторан — 1, ытти — апатланмăшпа çырткаласа ямалли вырăн. А.Краснов райпона ертсе пынă тапхăрта лавккасен 90 процентне кĕрсе килĕшекен-çырлахтаракан тавара суйлама-хаклама, туянма май туса панă. Паллах, ку — укçа çаврăнăшне ÿстермелли çулсенчен пĕри.
Райпо лавккисенче ĕçлекен сутуçăсенчен нумайăшĕ тавар туянакан умĕнчи пысăк яваплăха кашни самантра туять. Ахăртнех, сăлтавĕсем сутуçăсенчен 20 проценчĕ пенсионер пулнипе те, чылай çамрăк ĕç пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшнипе те çыхăннă. Райпо пуласлăхĕ — çамрăксенче. Çавăнпа ятарлă пĕлÿ илнисене лавккасене хапăл тусах илеççĕ. Сутуçăсен кашни уйăхри ĕç укçи самаях. Малтан вĕсене стажировка витĕр кăлараççĕ, райпо условийĕсене тивĕçтерсен ĕçе илеççĕ.
«Чăн та, хăшĕ-пĕри тепĕр чухне ĕç йĕркине пăхăнманни пулкалать, — терĕ Александр Андреевич. — Вĕсене вĕрентес тĕллевпе Чăвашпотребсоюз специалисчĕсем кашни уйăхра пĕрре пирĕн лавккасен заведующийĕсемпе семинар ирттереççĕ. Пĕлÿ пама Шупашкарти коопераци институчĕпе техникумĕн преподавателĕсене явăçтаратпăр. Чăвашпотребсоюз правленийĕ пуçарнипе техникумра çуллен поварсен, сутуçăсен, апат-çимĕç хатĕрлекенсен, общество апатланăвĕн ертÿçисен, ытти специалист квалификацине ÿстереççĕ. Курссене эпир те яратпăр. Кадрсем çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ, тавар туянакансен ыйтăвне татса пама, вĕсемпе калаçма, ытти ăсталăха вĕренеççĕ. Паян сутуçăн психолог та пулмалла. Çынсемпе ăшшăн калаçмалла, вĕсене кирлĕ тавар суйласа илме пулăшмалла. Лавккана пынисем пушă алăпа тухса ан кайччăр. Çак ĕç питĕ кирлĕ, ăна ăнтарасси сутуçă пултарулăхĕнчен нумай килет. Вĕренĕве йĕркеленĕшĕн Чăвашпотребсоюз правленийĕпе техникума тав тăватăп».
Райпона Александр Андреевич ертсе пынă çулсенче нумай специалист пĕлĕве ÿстернĕ. А.Краснов райпо правленийĕн тилхепине тытсанах хăйĕн умне çĕклейми йывăрлăх тухса тăрасси çинчен шухăшлама та пултарайман! 1980 çулсен иккĕмĕш çурринче мĕн пур лавккана çĕр кăмрăкĕпе, вутăпа хутса ăшăтнă. 99 проценчĕ газпа усă курайман, сивĕре шăл шаккаса тăнă сутуçăсем пысăк улшăнусем пуласса кĕтнĕ. «Вăтăр çулти Краснов «революци» туса ырлăх кÿмĕ-ши?» — ĕмĕтленнĕ сутуçăсем. Йĕпе-сапара яла автомашинăпа тавар турттарса пырсан пылчăк çăрса кĕреймен, лавкка умне ăна тракторпа турттарса çитернĕ, магазинсене складсем çитмен, райпо умĕнче ытти çивĕч ыйту капланнă. А.Краснов вĕсене мĕнле татса панă-ха? Малалла вулас...
 

А.КРАСНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.