Снаряд ванчăкĕ хутаçри кĕнеке хушшине хĕсĕннĕ

19 Окт, 2018

Пирĕштийĕ Николай Овчинникова вăрçăра çапла упраса хăварнă

РСФСР халăх художникĕн Николай Овчинниковăн аса илĕвĕсене пирĕн корреспондент 2003-2004 çулсенче çырса илнĕ. Çак ĕç-пуç 2002 çулхи чÿк уйăхĕнчи пĕр каçхине Людвиг Тихонов скульптор мастерскойĕнче пуçланнă. Шăпах унта Николай Овчинников пырса кĕнĕ, çывхарса килекен юбилейĕ пирки сăмах пуçарнă. Сергей Журавлева курав хатĕрлемешкĕн пулăшма ыйтнă, пĕрле ĕçленĕ вăхăтра хăй çинчен çапларах каласа кăтартнă:

— Манăн аттепе анне — Василий Федотовичпа Ирина Ивановна — Урхас Кушкăри чиркÿре хăрушă 1917 çулта венчете лекнĕ. Атте граждан вăрçи вăхăтĕнче хĕрлĕ çар командирĕ пулнă, коммунистсен партийĕнче тăнă. Вăл çав вăхăтшăн вĕреннĕ çын шутланнă. Гимнази пĕтернĕ хыççăн ялта учительте ĕçленĕ. Анне — Краньяльти стайлă пике, ăна ахальтен мар «Ирина-чиперук» тесе чĕннĕ.

Эпĕ Пукрав праçникĕнче кун çути курнă. Анне, мĕн астăвассах, ырă чунлă, питĕ тимлĕ çынччĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче çип арласа ларнă май вăл халăх юррисене шăрантарнине итлеме кăмăллаттăм. Юмахсем те нумай пĕлетчĕ. Эпĕ улттă тултарсан атте мана шкула илсе кайрĕ. Алла букварь тытсан мĕнле савăннине халĕ те питĕ лайăх астăватăп.Унти сăнсене хамăн тетраде ÿкереттĕм, анчах вĕсене никама та кăтартман. Пĕррехинче Ленин портретне пысăк листа çине ÿкертĕм. Вăтаннине пăхмасăрах ăна шкула илсе кайрăм. Вĕрентекен, хамăр ялти Никита Офицеров, ÿкерчĕке доска çине кнопкăпа çакса хучĕ те мухтаса çапла каларĕ: «Пирĕн Коля художник иккен, эпир пĕлмен те. Маттур!»

Учитель сăмахĕсем питĕ савăнтарчĕç. Çав кунран хама художник пек туйма пуçларăм: шкулти стена хаçачĕсене илемлетме хутшăнаттăм, лозунгсем, плакатсем çыраттăм, вĕрентекенсем ыйтнипе уроксем валли курăмлă пособисем ÿкерсе параттăм. 7-мĕш класра Урхас Кушкăра вĕренме пуçларăм. Унта мана чăваш чĕлхи вĕрентекен Федор Орлов асăрхарĕ, сĕнÿсемпе пулăшрĕ. Хуракасси вăтам шкулĕнче аслă класра пĕлÿ илекен Юдин ĕçĕсем тыткăнларĕç. Вăл фанерăна çуллă сăрăсемпе илемлететчĕ, ăна кура эпĕ те çапла тума пуçларăм.

Пĕррехинче пире экскурсие Хусана илсе кайрĕç. Унта эпĕ чăн-чăн художниксен ĕçĕсене пуçласа куртăм. Унтах çуллă сăрăсем туянтăм. Киле таврăнсан аннерен тĕртнĕ пир ыйтса илтĕм, ÿкерме пуçларăм. Тем тĕрлĕ аппалансан та, тем чухлĕ сăрă пĕтерсен те манăн акăшсем «çухалсах пычĕç». Ĕç техникине пĕлмен, ÿкерме пуçличчен пире грунт хумалли пирки те ăс паман. Ара, шкулта ÿкерес енĕпе специалист пулман, пире изоискусствăн вăрттăнлăхĕпе йĕркеллĕ паллаштарман.

1934 çулта Улатăрти ÿнерпе гравюра шкулне вĕренме кĕтĕм. Çуллахи каникулта алла этюдник тытса Атăл хĕррине çул тытрăм. Унта Ÿнер академийĕн студенчĕ Петр Васильев пурччĕ. Вăл манăн этюд çине пăхса çапла
хушса хучĕ: «Начарах мар, анчах сăрă наччасрах тĕссĕрленет. Картона лайăхрах грунтламалла». Унтан калаçăва тăсрĕ: «Эсĕ ăçта пурăнатăн? Вĕренетĕн-и?» Эпĕ хам çинчен каласа кăтартрăм. Вăл çакăн пек сĕнÿ пачĕ:
«Малалла вĕренмеллех. Ленинградра, Ÿнер академийĕнче, пĕлÿ илсен тата лайăхрах. Унтан чаплă маçтăрсем тухнă: Брюллов, Репин, Суриков… Унта стенасем хăйсем вĕрентеççĕ. Ленинградри академие вĕренме пыр. Эпĕ
сана пулăшăп…»

Улатăрта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн Нева çинчи хулана çул тытрăм, академие вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах кая юлнă — экзаменсем вĕçленнĕ. И. Бродский ректор сĕнĕвĕпе килĕшсе кая юлнă ытти çамрăкпа пĕрле иккĕмĕш турта экзаменсем тытрăм. Мана академин хатĕрленÿ курсне илчĕç.

1939 çултанпа — Ÿнер академийĕн живопиç факультечĕн студенчĕ. Анчах вĕренме май килмерĕ: хĕрлĕ çара илчĕç. Присяга хыççăн звани пачĕç, политрукăн заместителĕ туса хучĕç, çав вăхăтрах виççĕмĕш класлă водитель правине илтĕм. 1939-1940 çулсенче Совет-финн вăрçине хутшăнтăм. Унтан — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Хĕвел анăç фронтĕнче çапăçрăм, Ленинград оборонине хутшăнтăм. Тихвин çывăхĕнчи çапăçура амантăм. Вакунсене вырнаçма та ĕлкĕрейменччĕ, тăшман самолечĕсем вĕçсе килчĕç. Пĕр бомби пирĕн вакунăн кĕтесĕнчех çурăлчĕ. Тăна кĕрсен снаряд ванчăкĕсем манăн хутаç витĕр тухнине, вĕсенчен пĕри Федор Достоевскин «Записки из мертвого дома» кĕнеке страницисен хушшинче лакса ларнине асăрхарăм.

Вăрçă вăхăтĕнчех хамăн юратăва Нина Теленовăна тĕл пултăм. Маларах вăл Свердловскри медицина институтне пĕтернĕ, ăна тÿрех хĕрлĕ çара илнĕ. Меллĕ самант тупăнсанах алла кăранташ, киçтĕк тытаттăм, пĕр полкри салтаксене, офицерсене ÿкереттĕм. Пĕррехинче, Челябинска танксем илме кайсан, фронтри ÿкерчĕксене облаçри ÿнер куравĕнче кăтартрăм. Çакăн хыççăн, 1944 çулта, мана СССР Художниксен союзне илчĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.