И.НИКОЛАЕВА.ÇУМĂР КĔТЕÇÇĔ - ЧŸК ИРТТЕРЕÇÇĔ
Йăла-йĕрке пурăнсан ял пĕтмест. Ку чăнах та çапла. Юлашки çулсенче республикăри чылай хутлăхра ял кунне палăртма тытăнчĕç. Пĕрисем ăна - Çимĕкре, теприсем - Питравра, виççĕмĕшĕсем Илен кунĕнче е Сăпасра паллă тăваççĕ. Çав вăхăтрах Çуллахи Микулара праçнике пухăнакансем те пур. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Калкассисем, Ачкассисем тата Серенкассисем çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче уявра савăннă. Çуллахи тата Хĕллехи /раштавăн 19-мĕшĕнче пулать/ Микулана /пирĕн тăрăхра ăна Микулнă теççĕ/ ял халăхĕ пысăк праçник вырăнне хурать. Паллах, çуллахине анлăрах уявлаççĕ. Шупашкар районĕнчи Ишекре вара çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче çулсеренех Ишек ярмăркки иртет. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялта вара маларах Хĕллехи Микулана та уявланă. Шел те, юлашки вăхăтра ку йăла-йĕрке пĕтнĕ.
Çуллахи Микулнана халăхра Курăклă Микула, Ăшă Микула теççĕ. Çак кун çĕр çине ăшă анать-мĕн. Тĕрĕсрех каласан - çулла пуçланать. Çак кунран лашасене курăк çине кăларнă, шыва кĕме юранă. Унччен сурăх çăмне касма ирĕк паман. Куккук авăтма пуçлать. Чăпăл курăкĕ, кăвакарчăн куçĕ, хура çырла, хурăн çырли чечеке ларать. Çак кун шапа авăтсан - кăçал сĕлĕ ăнса пулать имĕш. Сăмах май, кăçал çу ир пуçланчĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шăпчăк юрлама, куккук авăтма тытăнчĕ. Çĕр ĕçченĕсем Çуллахи Микулари çанталăка та сăнанă. Çак кун шăрăх пулсан Хĕллехи Микула сивĕ килет тенĕ. Çапла вара Микулнăран çанталăк çу еннелле çаврăннă, пурте çумăр кĕтнĕ. Çавăнпа ялсенче чÿксем ирттернĕ. Микул турра пуç çапнă, вăл выльăх-чĕрлĕхе, хурт-хăмăра упрать, çĕр ĕçченне пулăшать тесе ĕненнĕ. Микулнăра çумăр çунине питĕ лайăх паллă пек йышăннă.
Вăрнар тата Элĕк тăрăхĕнчи ялсенче паян та Микулнă ирттересси манăçман. Вăрнар районĕнчи Кивьялта, Кушар Юнтапара, Çĕньялта, Элĕк районĕнчи Пĕчĕк Кăканарта ăна ял ĕçки, халăх сăри теççĕ. Вăрнар хутлăхĕнчи Кăмпалта вара Микулнăна пухăнаççĕ. Шупашкар районĕнчи Сархурăнсем вара Сухати уявне - ака пăттине - паллă тăваççĕ. Çак йăла-йĕркене туса ирттернĕ чухне вĕсем пурте Микул турăран /Николай Чудотворец/ вут-кăвартан, çил-тăвăлтан сыхлама ыйтаççĕ, тыр-пул, пахча çимĕç, ÿсен-тăран валли çумăр ярса пама тархаслаççĕ.
Пурте çак куна тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Ятарласа сăра вĕретеççĕ, пăтă пĕçереççĕ. Кивьялсем кăпăш йăва, Кăмпалсем юсман янтăлаççĕ. Кивьялта çак йăла-йĕркене - виçĕ, Кăмпалта 5 çемье йĕркелесе, ертсе пырать. Кăçал эпĕ те Кăмпалсен уявне хутшăнтăм. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче каç кÿлĕм вĕсем ял варринчи Микулнă вырăнне /маларах кунта хурал пÿрчĕ пулнă-мĕн/ вĕр çĕнĕ сĕтелпе вăрăм саксем вырнаçтарчĕç. Унтан ятарласа пĕçернĕ апат-çимĕçе лартрĕç. 5 çемье çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче халăхран кĕрпе, çăнăх, сахăр, çăмарта, хăмла, салат, тăвар, çу, вутă пухса çÿренĕ. 20-мĕшĕнче юсман пĕçернĕ, хуранпа сăра вĕретнĕ. 21-мĕшĕнче кунĕпе çÿхÿ, вĕтĕ кукăльсем, хуранпа пăтă янтăланă. Унта тĕрлĕ кĕрпе янă. Пăтта сĕтел çине лартнă чухне çиелтен туранă çăмарта сапаççĕ, çу яраççĕ. Уява пыракан кашни çыннах чăн малтан ывăçпа юсман параççĕ, алтăрпа сăра ĕçтереççĕ. Унтан хĕвел тухăçнелле пăхса сăх сăхнă хыççăн пăтă çиме лартаççĕ. «Кăçал çу чипер ирттĕр, çумăр çутăр, тыр-пул та, пахча çимĕç те ăнса пултăр», - теççĕ. Ун хыççăн ялти ватăсен пĕр ушкăнĕ нихăçан типмен çăл куç вырăнне - ял пуçĕнчи ула юпа патне, унтан ĕлĕк утар пулнă тĕле чÿк ирттерме каять. Çур çĕр варринче арçынсем Хирлеп хĕррине анаççĕ. Маларах хатĕрленĕ пĕчĕк кимĕ çине ял çыннисенчен пухнă им-çама /çÿп-çапа çапла калаççĕ/ лартса яраççĕ. «Чир-чĕре ăсатрăмăр», - теççĕ вĕсем кун пирки. Чăн та, авалтан килекен, ламран-лама куçса пыракан йăла-йĕркене курма питĕ кăсăклă пулчĕ. Ахăртнех, ĕлĕкрех ял çыннисем Пÿлĕхçе пуç çапнă. Апла пулин те упраса хăварма пултарнă-ха ăна вĕсем. Маларах праçнике чăваш кĕписемпе, çăпатасемпе тухнине калаççĕ. Уяв валли çăкăра та килте пĕçернĕ. Халĕ çÿхÿ çинипех çырлахаççĕ. Чăваш тумне те тăхăнмаççĕ ĕнтĕ.
Апла пулин те Микулнана курма хуласенчен ятарласа килекенсем те пур. Кăмпалтан тухнисем ачисене, мăнукĕсене ертсе пыраççĕ. Çак уяв ял халăхне пĕрлештерет, çывăхрах пулма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма хистет. Микулнă Кăмпалсемшĕн ял кунĕпе /ял уявĕпе/ пĕр килет. Кунпа кăна çырлахмаççĕ вĕсем, çумăр вăрах вăхăт çумасан ялти шураппасем ача-пăчана ертсе Хирлеп шывĕ хĕррине анаççĕ. Пăтă пĕçерсе чÿклеççĕ, шывпа сапмалла выляççĕ. Çумăр чÿкне ирттернин усси пурах теççĕ. Апла-и, капла-и - йăла-йĕрке упранса юлни паха. Ваттисем пурăннă чухне вĕсене тĕплĕн çырса юлсан аван та... Ку ĕçе шкул ачисене те явăçтарма пулать. Ахальтен-им ваттисем: «Пирĕнтен тухнă йăла мар, пирĕнпе ан вĕçлентĕрччĕ»,- теççĕ. Микулнана черетпе ирттерни ăна малалла тăсма пулăшать пулас. Ăна пăрахма пурте хăраççĕ. «Ара, çавсен тĕлне çитсен ку йăлана прахăçланă. Инкек-синкекшĕн вĕсем айăплă»,- теме пултарать-çке ял халăхĕ. Çапла, Кăмпалсемпе юсман çирĕмĕр, апла кĕçех çумăр пулать! Çапла пултăрччĕ!
Роза ВЛАСОВА
Комментировать