Шупашкарти канашлу: Атăл шăпи, шыв пахалăхĕ...

4 Окт, 2018

Атăл шăпи, шыв пахалăхĕ, экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси — çак тата ытти ыйтăва паян Шупашкарта çĕршывăн 18 субъекчĕн представителĕсем пĕрле пухăнса сÿтсе яврĕç. Чăваш Ен тĕп хулинче Çÿлти Атăл бассейнĕн округĕн бассейн канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Канашлу умĕнех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата хăна — Çÿлти Атăл бассейнĕн шыв управленийĕн ертÿçи Александр Баринов — журналистсемпе курнăçма ерçÿ тупрĕç те — ларура тишкерме палăртнă ыйтусем тĕлĕшпе вĕсен позицине уçăмлатма май килчĕ.

Александр Баринов 90-мĕш çулсем хыççăн шыв пахалăхĕпе /сăмах чи малтанах Атăл пирки/ çыхăннă çивĕчлĕх тамалнине палăртрĕ. Атăлăн аялти пайĕнче шыв çитменни туйăнать, çÿлте вара шыв дефицичĕ çук.

Раççей Атăла сыватмалли программăна йышăнни шăпах шыв пахалăхне лайăхлатмашкăн тивĕç. Хальлĕхе çак программăпа килĕшÿллĕн шывăн тăрĕслесе тăракан çăл куçĕсем тĕлĕшпе йĕрке тума укçа хывнă. Анчах наука Атăла вĕсем мар, хуласенчен, свалкăсенчен, ял хуçалăх çĕрĕсенчен диффузи мелĕпе сăрхăнакан хутăшсем ытларах вараланине çирĕплетет. Çав çăлкуçсем тĕлĕшпе вара анлă ĕç пуçланман-ха. Ку енĕпе те хайхи программăра ятарлă çумпрограмма пулмалла.

Михаил Игнатьев хăй вăхăтĕнче федераци шайĕнчи «Таса шыв» программа пулнине аса илтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермешкĕн пысăк ĕç пурнăçланă, анчах укçа уйăрма пăрахнине кура хăш-пĕр объекта вĕçлесе ĕлкĕреймен. Ку Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Йĕпреç, Вăрнар районĕсенче пурăнакансене пырса тивет. Çавна май вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти «Таса шыв» программа хатĕрлессине пуçарнине ырласа хакларĕ: «Çакă хушма инвестицисем хывса асăннă обьектсен строительствине вĕçлеме май парĕ. Шыв — пирĕн сывлăх, çавăнпа халăха паха шывпа тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле».

Александр Николаевич вара шывăн аркатуллă хăвачĕ пири те сăмах пуçарчĕ: «Эпир Михаил Васильевичпа пĕрле Çĕрпĕвĕ шыв илесрен хÿтĕлемелли проекта пурăнçларăмăр. Черетре — Улатăр хули. Эпир паян кунта пухăнни ăнсăртран мар. Чăваш Енрен ку енĕпе вĕренмелли пур». 

Ларăва уçнă май Александр Баринов чи малтанах республика Пуçлăхне сăмах пачĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре юханшывсене упрас, шыв пахалăхне тивĕçтерес енĕпе анлă ĕç пурнăçланине çирĕплетрĕ. Çав шутра — хуçасăр пилĕк теçеткене яхăн гидротехника сооруженийĕ тĕлĕшпе ыйтăва татса пани, юханшывсен çулне тÿрлетни, территорисене свалкăсенчен тасатни тата ытти те. 

Пухăннисем тĕрлĕ регионтан пулнине кура, паллах, калаçу та Чăваш Ен пирки кăна мар, чылай анлăрах пулчĕ. Анчах тишкернĕ темăсенчен кашниех пирĕн республикăна та пырса тивет.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать