"Самант" журнал, 9 №, 2018 çул

3 Окт, 2018

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:
ЫЙТĂМ. Кăтра çÿçшĕн савăнмалла е кулянмалла? "Хыпар" хаçат тишкерÿçи Валентин Григорьев, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Сергей Иванов, ача-пăча кĕнекисен авторĕ Анна Шагарова çакăн пирки мĕн шухăшланине пĕлтерчĕç.
ПИРĔН ТАНТĂШ. Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Шунтал ялĕнче пурăнакан Аня Зайцева çынсен сăнĕсене ахаль кăранташпах чĕрĕ пек ÿкерет.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Ашшĕ-амăшне çухатасран харани - фоби-и? Шикленнине мĕнле ирттермелле?
ЫРĂ ТĂВАКАНСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ. Красноармейски шкулĕнчи "Çунакан чĕресем" волонтер ушкăнĕ мĕнле акцисем ирттерет?
ТИШКЕРŸ. Сцена çине тухсан хăш артист хăйне мĕнлерех тытать?
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Алексей Наумов 15 çултан лаша çине ларнă. Юрий Спиридонов чăваш киновне малашне кинотеатрсенче кăтартасса шантарнă. "Асамат" ушкăн хĕрĕ Алина мăшăрланнă. "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Кавказра пулнă.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Азербайджан каччи Ленар Зейналов Чăваш Ене велосипечĕшĕн таврăннă.
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Инна Карлинова стилист хĕрсене хăçан мĕнле туфли тăханмаллине вĕрентет.
ÇУЛ ÇŸРЕВ. Хĕрлĕ Чутай районĕн хĕрĕ Екатерина Тимофеева Туапсе мĕнпе илĕртнине каласа кăтартнă. "САМАНТ" ХĂНИ. Алена СЕРГЕЕВА: Шăпама ÿпкелеместĕп, эпĕ - телейлĕ.
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Вăрманçă - мĕнлерех професси?
ЮРАТУ-ЫРАТУ. "Ирхинеччен юлма ыйтрăм..." "Кинемей патне пурăнма куçрăм"
КАДЕТСЕМ. Раççейĕн малашлăхĕ пур!
КАЛАВ. Алевтина Дмитриева çырнă "Хуняма" калавăн вĕçĕ пичетленчĕ.
АСТĂВĂМ. "Мăн кăмăллă марччĕ, çын пурнăçĕпе кăсăкланатчĕ". Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта Андриян Григорьев космонавта ырăпа аса илеççĕ.
ТĔПЕЛТЕ. Елена Бриз телеертÿçĕ "Дорадо" хатĕрлеме вĕрентет.
ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Семен Васильевич Элкер, чăваш халăх поэчĕ.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Çĕлен пулă кăнтăрла хускалмасăр выртать, çĕрле ухутана тухать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.