Тÿррĕн çÿреме
Ял хастарĕсем Тăвай районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕнчи Нÿшкассинчи Горький тата Юхан шыв урамĕсен хушшинчи
çырма урлă хывнă кивĕ каçмана сÿтсе çĕнĕрен тунă. Ку ĕçре Г.Гурьев фермер, ял тăрăхĕн депутачĕсем Л.Семеновпа А.Гурьев, Г.Георгиев, В.Федоров, А.Яковлев, В.Антонов, А.Якимов, Э.Федоров тăрăшнă. Çуркунне Çĕнçырма ялĕн Пушкин, Чапаев тата Çĕнĕ урамĕсенче пурăнакансене çыхăнтаракан кĕпере юсанă. Çырма урлă техникăпа каçса çÿреççĕ.
Кивĕ Вăрмар ялĕнчи пуçаруçăсем те çăл куç патне çÿреме каçă майлаштарнă. Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнчи Тельман, Макаренко, Матросов урамĕсенче пурăнакансене çыхăнтаракан каçмана И.Васильев староста ертсе пынă ĕçченсем йĕркене кĕртнĕ.
Етĕрне районĕнчи Юмалăх тата Кĕçĕн Тÿмерле ялĕсен хушшинчи çырма урлă та каçă хывнă. Халĕ тÿрĕрен çÿреççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Ачкассинчи çурхи шывпа тăпрана юхтаракан çырмана пĕвеленĕ. Килес çуллаччен унта шыв туласса шанаççĕ. Акчикасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Герасимов Ваçкаçырми
ялĕн пĕвине юсаттарса ĕрчетме сарă карас янă.
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕн Чăваш Енри пайĕн патшалăх инспекторĕ Петр Александров, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Дмитрий Панферов Йĕпреç районĕнчи Энтриел çумĕпе иртекен Йĕпреç юхан шывĕ çинчи плотинан гидросооруженине тĕрĕсленĕ, тĕпрен юсама проект хатĕрлеттерме сĕннĕ.
Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăс халăхĕ хăйĕн укçипе шăрăхра типнĕ пĕвене тарăнлатнă.
www,hypar.ru
Михаил СЕРГЕЕВ.
Комментировать