Аслатиллĕ çумăр савăнтаринччĕ!..

2 Июн, 2014

"Хыпар" ыйтăвĕсене Чăвашгидрометеоцентр директорĕ

Сергей Максимов хуравлать.

- Ял çынни акрĕ-лартрĕ те - çумăр кĕтет. Çу уйăхĕнче нихăçан пулман шăрăх тăчĕ пек туйăнать. Тен, йăнăшатăп. Ÿсен-тăрана кирлĕ нÿрĕк тăпрара мĕн чухлĕ юлчĕ-ши?

- Эпир иртнĕ тата çак эрнере тĕпчев ирттермен, - терĕ Сергей Станиславович. - Ыйтăва хуравлаймастăп. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне темиçе районти культурăсем çитĕнекен уйри тăпран сухалакан-акакан сийĕнче вăл мĕн чухлĕ упранни паллă. Шупашкар районĕнчи кĕрхи тулăпа урпа лаптăкĕсенчен тĕслĕх илтĕмĕр. Нÿрĕк шайĕ пĕрремĕшĕнче - 88 мм, иккĕмĕшĕнче 92 шута илнĕ. Иккĕшĕнче те иртнĕ çулсенчи вăтам кăтартуран ытларахчĕ. Канаш районĕнчи çурхи тулă уйĕнче çав вăхăтра нумай çулхи вăтам норма 96 мм пулнă, асăннă кунччен 50 мм çеç юлнă. Çĕр улми лаптăкĕнче нумай çулхи нÿрĕкĕн вăтам норми 71 мм пулнă, 64 мм юлнă. Пăрачкав районĕнче нÿрĕк ытларах упраннă. Урпа лаптăкĕнче норма - 78 мм, нÿрĕк шайĕ - 72. Патăрьел районĕнчи кĕрхи тата çурхи тулă хирĕнче тĕслĕх илнĕ. Пĕрремĕшĕнче нÿрĕк норми - 66 мм, анчах 39 кăна юлнă. Иккĕмĕшĕнче норма - 81 мм, шел те, 60 мм çеç палăртнă. Улатăр районĕнче: норма - 75 мм, çакăнтан ытларах /88 мм/ упранса юлнă. Çĕрпÿ районĕнчи кĕрхи ырашпа çурхи тулă лаптăкĕсем: пĕрремĕшĕнче норма - 65 мм, нумайрах /77 мм/ упранса юлнă. Иккĕмĕшĕнче норма - 76 мм, чылай сахалрах /57/ шута илнĕ. Эпир тĕпчев йĕркеленĕ районсенче çу уйăхĕн 18-мĕшĕччен нÿрĕк сахалланса юлчĕ. Икĕ эрнене яхăн шăрăх тăнă хыççăн вăл татах /мĕн чухлине тĕп-тĕрĕс калама йывăр/ сахалланни куç кĕрет. Çывăх кунсенче асăннă районсенче тепĕр тĕпчев йĕркелĕпĕр, унăн пĕтĕмлетĕвĕпе хаçат вулаканĕсене паллаштарăпăр.

- Çак уйăхăн иккĕмĕш вунă кунĕнче çумăр хăш районсене савăнтарчĕ?

- Нÿрĕк çавнашкал ÿкнĕ: Шупашкар - 8 мм. Ку - вун-вун çулхи нормăра пăхнинчен 52%, республикăра чи лайăх кăтарту. Çĕрпÿ - 6,8 мм, Вăрнар - 4 мм, Канаш - 3 мм /нормăран 23%/, Пăрачкав - 2 мм /17%/, Улатăр - 1 мм /7%/, Патăрьел - 0 /0%/. Канаш, Пăрачкав, Улатăр районĕсен пысăкрах пайĕнче нÿрĕк 1-3 мм - нумай çулхи нÿрĕкĕн вăтам кăтартăвĕн 5-25% чухлĕ çеç - ÿкнĕ. Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенче - 7-8 мм /нормăра пăхнинчен 50%/.

- Ака-çу уйăхĕсене пĕрле мĕнле хаклатăр?

- Чăвашгидрометеоцентр çав тапхăрта çумăр çителĕксĕр çăвассине 2014 çул пуçламăшĕнчех пĕлтерчĕ. Чăн та, нÿрĕк нормăра пăхнинчен 52-55% сахалрах ÿкрĕ. Сывлăш температури норма шайĕнчехчĕ. Çу уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунĕнче вăл норма кăтартăвĕнчен вăтамран 6 градус ăшăрах, виççĕмĕш вунă кунĕнче шăрăх /нормăринчен 7-11 градус ăшăрах/ тăчĕ, хăш-пĕр районта сывлăш температури кăнтăрла 30 градуса çитрĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пушар тухас хăрушлăх Патăрьел районĕнче - пиллĕкмĕш /чи пысăк/, ытти район-хулара тăваттăмĕш класпа танлашрĕ.

- Ку тата çитес эрнере çумăр пулĕ-ши?

- Çак эрнере республика территорийĕ урлă çурçĕртен кăнтăралла сивĕрех сывлăш иртрĕ, хăш-пĕр кун тÿпене пĕлĕт хупăрларĕ. Тунти кун Улатăр районĕнче çумăр çунă. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен ăна кĕтсе илесси иккĕлентерет. Çитес эрнери пирки каярахпа пĕлтерĕпĕр. Çак кунсенче сывлăш температури кăнтăрла - 25-27, çĕрле 10-15 градус ăшă тăрĕ.

- Вут-çулăм тавралăха, çурт-йĕре хыпса ан илтĕр тесен лайăх çумăр кирлĕ. Кăштах шантарни çителĕклĕ пулĕ-ши?

- Шел те, вăл пушар хăрушлăхне пĕтерме çитмĕ.

- Çитес уйăхсенче мĕн курăпăр?

- Раççей гидрометеоцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх - çĕртме уйăхĕнче сывлăш температури нумай çулхи вăтам кăтарту шайĕнчех тăрĕ, нÿрĕк сахалрах ÿкĕ. Утă уйăхĕнче сывлăш температури - нормăринчен пысăкрах, нÿрĕк иртнĕ çулсен вăтам кăтартăвĕ чухлех. Çурла уйăхĕнче вăл та, ку та нормăпа килĕшÿллĕ. Авăн уйăхĕнче сывлăш температури - нумай çулхи шайран пысăкрах, çумăр сахалрах çăвĕ.

 

Калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.