Пĕрлехи вăйпа

2 Июн, 2014

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби тата Федерацин наказанисене пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕ ĕçлесе юсанмалли учрежденирен ирĕке кăларма палăртнă çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса парассине йĕркеленĕ.

Республикăри ĕçлев службин органĕсем 2013 çулта юсанмалли учрежденисенче пĕтĕмпе рабочи вырăнĕсен вакансийĕн 11 ярмăрккине йĕркеленĕ, вĕсене айăплаври 800-е яхăн гражданин хутшăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем асăннă мероприятисене ĕç паракансене йыхравланă, вырăн тупса парас, профессие вĕрентес тата профориентаци илме пулăшас ыйтусемпе специалистсен ятарлă ушкăнĕсене йĕркеленĕ, вырăн тупассипе çыхăннă методика материалĕсем, реклама фильмĕсем хатĕрленĕ, рабочи вакансийĕсен кăтартăвĕсен базине туса хунă.

Ирĕке кăларма палăртнисене ĕç паракансемпе курнăçма, калаçма, кирлĕ консультаци илме, вакансисем тĕлĕшпе ыйтакан условисене пĕлме май туса панă, çакă вĕсен ĕç туртăмне ÿстернĕ, харпăр хăй вăйне туйса илме пулăшнă, ĕненÿлĕхе тĕреклетнĕ.

Ресоциализаци енĕпе пулăшмашкăн, ĕçе вырнаçмалли майсем тата йĕрке çинчен информаципе тивĕçтермешкĕн, çавăн пекех ĕç рынокĕнчи адаптаци валли тивĕçлĕ хăнăхупа çаврăнăçулăха йĕркелемешкĕн республикăри ĕçлесе юсанмалли учрежденисенче пуринче те " Айăпланисене ирĕке кăларма хатĕрлекен шкул" уçнă. Вĕсен занятийĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем резюме, ĕçе йышăнмалли заявление йĕркелемешкĕн вĕрентеççĕ, ирĕкрен хăтарнисем ĕç параканпа иртекен калаçăва ăнăçлăх кÿрессипе çыхăннă сĕнÿсем илеççĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Федерацин наказанисене пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе пĕрле справкăпа консультаци пункчĕсем уçнă, вĕсен тĕллевĕ - айăплаврисене Раççей Федерацийĕн ĕçлевпе, юсанмалли учрежденисенчен ирĕке тухнă хыççăн ĕçе вырнаçассипе çыхăннă саккунĕсене, республикăри ĕç рынокĕнчи лару-тăру, служба органĕсем паракан патшалăх пулăшăвĕ, професси вĕренĕвĕ, тепĕр специальноçа хăнăхасси пирки тата ытти ыйтăва ăнлантарса парасси.

Справкăпа консультаци пункчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе килĕшÿллĕн консультаципе информаци кунĕсене ирттереççĕ, ĕç шырамалли технологие халалланă фильмсем кăтартаççĕ. Служба органĕсен центрĕсен тата юсанмалли учрежденисен психологĕсем пĕрлехи вăйпа "Эпĕ тата манăн пуласлăх" тренингсем, "Ĕç параканпа калаçасси" вăйăсем йĕркелеççĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби айăплаврисем валли федерацин "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунĕн курав презентацине кăларнă, ăна кабель телекуравĕпе асăннă учрежденисенче трансляцилеççĕ.

2013 çулта справкăпа консультаци пункчĕсенче айăплаврисем валли 43 заняти ирттернĕ, вĕсене 1600 ытла çын хутшăннă, 500-шĕ ушкăнпа консультаци илнĕ.

Федерацин наказанисене пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн учрежденийĕсенче айăплавран ирĕке кăларма хатĕрленекен граждансен хушшинче социаллă-професси тытăмĕн тата ĕçлес туртăмăн мониторингне тăтăшах ирттереççĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх - тĕрмерен тухмалли граждансен 99 проценчĕ ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре шутланать, 1 проценчĕ кăна 60 çултан аслăрах.

Ирĕкрен хăтарнисем ĕçлев службин професси вĕрентĕвĕ парассипе, ăсталăха ÿстерессипе, квалификацие пуянлатассипе, психологи хÿтлĕхĕ илессипе, профконсультант консультацине тивĕçессипе, харпăр хăй ĕçне уçассипе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕсене уйрăмах хапăлласа йышăнаççĕ.

Вĕсенчен чылайăшĕ ĕçе вырнаçас тĕллевлĕ, вырăн шыранă чухне 64 проценчĕ ĕçлев службин хăйсем пурăнакан çĕрти органне пырас тĕллевлĕ.

Ирĕке тухнă граждансем ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтсан вĕсене яланлăх вырăн тупса панипе пĕрлех обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене те хутшăнтараççĕ.

Пушă вакансисем çинчен айăплаврисене пĕлтерсе тăмашкăн юсанмалли учрежденисенче пуринче те информаци терминалĕсем пур. Ĕç вырăнĕсен вакансийĕсен бази вĕсене ирĕке тухичченех Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа кăна мар, ытти регионтипе те паллашма май парать. Унсăр пуçне асăннă учрежденисенче ларакансене ĕçе вырнаçма, профессие вĕренме пулăшассипе çыхăннă мероприятисене массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатсах тăнă.

Саккунпа айăпланса тĕрмере ларнă вăхăтра гражданин пĕлÿ, професси илме пултарасси тата ирĕке тухнă хыççăн ĕçлев службин центрĕсем пулăшнипе ĕç тупасси айăплаврисен тăванĕсене интереслентерет паллах. Çавна май Федерацин наказанисене пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Общество канашĕ вĕсене йыхравласа ыйтусемпе хуравсен каçне пуçаруллă ирттерме йышăннă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.