"Кĕнеке вуласа чунпа пуянланăр"

2 Июн, 2014

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун "Хыпар" Издательство çурчĕшĕн хăйне евĕр уяв пулса тăчĕ. Пурнăçа илем кÿрекенсен праçникĕ умĕн хамăрăн ĕçтешсемпе акци пуçартăмăр - шкул ÿсĕмĕнчисене вулама юрăхлă кĕнекесем пухма тытăнтăмăр. Икĕ эрне тăршшĕнче "чун апачĕн" пысăк тĕркисем куллен йышланса пычĕç. Кĕтнĕ самант çитнĕ тĕле кĕнекесен шучĕ 300 патнелле кармашрĕ, унсăр пуçне Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журналăн вун-вун кăларăмĕ пирĕн пухмачра вырăн тупрĕ. Çаксене йăлтах Кÿкеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкула парнелеме йышăнтăмăр.

Ĕнер республикăри мĕн пур шкулти пекех асăннă заведенире те вĕренĕвĕн юлашки кунĕччĕ. Ятарлă программăпа ĕçлекен пĕлÿ çурчĕ пулнăран кунти вĕренекенсем - республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен /Улатăр районĕсĕр пуçне кашни хутлăхранах пур/. Тĕпренчĕкĕсене киле илсе кайма ашшĕ-амăшĕ е ачасен саккунлă представителĕ килсе çитнĕ, умра - çуллахи каникул-çке. Шăпах çакнашкал самантра - пĕр вăхăтрах хаваслă та, тунсăхлă та /тус-юлташĕсенчен, вĕрентекенĕсенчен виçĕ уйăхлăха уйрăлаççĕ-çке ачасем!/ - интерната пархатарлă миссипе "Хыпар" делегацийĕ çул тытрĕ.

Килнĕ пур хăнана - ашшĕ-амăшне, журналистсене - шкул ертÿçи Сергей Савкин тăванла ăшшăн кĕтсе илчĕ, уяв тематикине кура капăрлатнă акт залне йыхравларĕ. Акă вĕрентекенсемпе ачасем те çитрĕç.

- Çак пурлăха сирĕн коллектива кÿрес шухăш ахальтен çуралмарĕ, малашне çыхăнусем çирĕпленессе шанатпăр. Тăван чĕлхепе мĕн тĕрлĕ кăна хаçат-журнал тухса тăмасть-ши пирĕн! #лĕм пирĕн хастар вулакансен йышĕнче эсир те пуласса ĕненетпĕр. Компьютер ĕмĕрĕнче кĕнеке, хаçат-журнал модăра мар тени - йăнăш шухăш. Вулав этеме культурăллăрах, ăслăрах, чунлăрах тăвать. Эппин, ачасем, вулăр та - чунпа пуянланăр, - "Хыпар" Издательство çурчĕн ертÿçин çумĕн Геннадий Максимовăн сăмахĕ яланхиллех витĕмлĕ те уçăмлă.

"Хыпар" хаçатра ача-пăча тата çемье тематикине çутатса пыракан журналист Ирина Пушкина савăнăçлă çак тĕл пулу тăршшĕпех амăшĕсем çумне тĕршĕнекен ачасене сăнарĕ.

- Çапла çав,тĕрĕсех каланă чăваш халăхĕн ăслă тăхăмĕсем, анне арки çинче пĕтĕм тĕнче вырнаçнă. Çитĕнетĕр те акă - тĕнче куçпа ытамламалла мар аслă иккенне ăнланса илетĕр. Ун çинчен халех май пур таран ытларах пĕлес килсен хушăран кĕнеке алла тытма ан ÿркенĕр. Унта çырнине чĕре витĕр кăлартăр тăк эсир усалран чăннипех айккинче тăрасси иккĕлентермест, - терĕ вăл илсе килнĕ парне усăллă пуласса шанса.

Калем ăстисем интернатри ĕçченсемпе воспитанниксен савăнăç туйăмне тата пысăклатас йÿтĕмпе пĕчĕк викторина ирттерчĕç. "Хыпар" хаçат хăçан тата ăçта тухма тытăннине, унăн никĕслевçи кам пулнине, ăçта çуралнине, "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн хушаматне пĕлнĕ тата тем тĕрлĕ ыйтăва хуравлама пултарнă ачасем тупăннишĕн хаçат ĕçченĕсем хĕпĕртерĕç. Марина Андреева /9 класс/, Георгий Рузавин /8 классс/, Елена Иванова /2 класс/ хăйсене ятăн парнене тивĕçрĕç.

- Эсир паянтан пирĕн учреждение шефа илтĕр тесех шухăшлатпăр. Çакăн пек кĕтмен хаваслă самантсем малашне те пулччăрах. Эпир те парăмра юлмăпăр. Ачасем хăйсен ÿсĕмĕ валли тухакан кăларăмсемпе туслашасса халех туйса тăратпăр, - терĕ пирĕн ушкăнпа сыв пуллашас умĕн Сергей Михайлович.

 

C. ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ. ФОТОРЕПОРТАЖ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.