«Автоподстава» текен киревсĕр пулăм Шупашкарта та пур!

2 Июн, 2014

Мускавшăн, пысăк ытти мегаполисшăн ултавăн çакнашкал мелĕ тахçанах кăтартуллă теççĕ. Шупашкар пирки пысăк хула тееймĕн, кунта нумайăшĕ пĕр-пĕрне пĕлет, паллать, пурте куç умĕнче темелле. Анчах ютра пурри кунта та часах çитет иккен. Çав шутра - усалли те. Сăмах - Уголовлă кодекса нумаях пулмасть, çулталăк çурă каялла, кĕртнĕ 159.5 статьян 1-мĕш пайĕпе пăхнă преступлени - страховани сферинчи ултав - пирки. Халăхра «автоподстава» ят пама ĕлкĕрнĕ мел Шупашкарта та тымар янă.

Çак ушкăнри çынсенчен пĕрне следстви тупса палăртайман та - ăна Иван тейĕпĕр. Тепĕр иккĕшĕ вара паллă - Александр Михайловпа Роман Васильев. Иккĕшĕ те çамрăк - 25 çул та тултарман-ха. Республикăн Шалти ĕçсен министерствин следстви управленийĕн следователĕ юстици подполковникĕ Елена Денисова пĕлтернĕ тăрăх - уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ, ăна кĕçех суд тишкерĕ. Ултав планне малтанхи хутĕнче шăпах Иван, ку енĕпе опыт пухма ĕлкĕрнĕскер, хатĕрленĕ. Михайловăн ВАЗ-21093 автомобиль пуррине, ăна страхлакан «РЕСО-Гарантия» компанире страхланине пĕлнĕ те çакскер Александрпа тата Романпа каварлашнă: вĕсене ним çукран укçа тумалли «стратегипе тактикăна» ăнлантарса панă. Паллах, çул çинче авари туса страховка тÿлевне илме тепĕр транспорт хатĕрĕ кирлĕ. Пур - Васильевăн ВАЗ автомобилĕ, «МАКС» компанин Шупашкарти филиалĕнче страхланăскер.

«Сунара» 2013 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче каç еннелле тухнă. Шупашкарти Иван Яковлев проспектĕнче руль умĕнчи Васильев хайхи тупса палăртман çын каласа пынине пăхăнса аслă çул çинчен «Хĕвел» суту-илÿ комплексĕ еннелле сулахаялла пăрăнма пуçланă. Михайлов та кунтах - вăл та тĕлĕрмест: тепĕр ВАЗпа çула тухнăскер, Александр «Хĕвел» енчен тухнă май сулахаялла пăрăнать. Авари пулчĕ те.

Васильев ПАИн дежурнăй чаçне шăнкăравласа пăтăрмах пирки евитленĕ хыççăн «Фемида-21» фирмăн авари комиссарĕ вырăна часах çитнĕ. Водительсенчен пĕрин айăпĕ куç кĕрет, тепри айăпсăрри те - çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн пыни - иккĕленÿсĕр. Апла тăк вăл страховка илме тивĕç. Михайлов кун пирки мăшăрне каланă, хĕрарăм ĕç-пуç ултавлă пулнине пĕлмесĕрех страхлакан компание кайса тÿлев - авари кÿнĕ сиене саплаштарма - ыйтнă. «РЕСО-Гарантия» ĕçченĕсем те, паллах, преступлени сĕмне туйман-асăрхаман, темиçе кунран аварире сиенленнĕ автомобильшĕн хĕрарăмăн банкри шучĕ çине укçа куçарнă. Пулчĕ те - 8,3 пин тенке яхăн кĕсьере! Укçана каварлашнă ушкăн пĕр-пĕрин хушшинче пайланă.

Пирвайхи ăнăçу хавхалантарать вĕт - апла тăк малалла ĕçлес! Михайлов пĕр ОООн КамАЗ автомобилĕпе усă курать - ăна ĕçе явăçтарма шут тытнă. «Танксем пылчăкран хăрамаççĕ» тенешкел, пысăк çак грузовикшăн пĕчĕк авари ним те мар вĕт. «Ятарласа çавăн пек машинăпа усă курас тенĕ - вăл аварире ан сиенлентĕр», - ăнлантарать Елена Денисова. КамАЗăн страховка пур - питĕ лайăх. «Спектакле» хутшăнакан тепĕр автомобиль вара - Васильевăн маларах та аварире пулнă хайхи ВАЗĕ.

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Роман Лапсар тăкăрлăкĕпе Вăрнар çулĕ хĕресленнĕ вырăнта светофорăн симĕс çутипе хула еннелле хускалнă. КамАЗ та вырăнтан тапраннă /Михайлов пассажир вырăнĕнче пулнă, руль умĕнче вара урăх çын, туссен каварĕ пирки пĕлменскер, ларнă/. Умра - ВАЗ. Васильев тăруках тормоз çине пуснă та - йывăр грузовик чарăнса ĕлкĕреймесĕр «Жигулие» хыçалтан пырса çапнă.

Паллах, çул-йĕр правилисене кура хаклас тăк - КамАЗ водителĕ айăплă. «Фемида-21» фирмăн авари комиссарĕ çапла пĕтĕмлетÿ тунă та. Тивĕçлĕ протокола алла илнĕ хыççăн Роман страхлакан компание кайнă, «МАКС» АХО унăн шучĕ çине 15,8 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Çак укçана та туссем пайланă.

Лăпланма шухăшламан та. Нумай та вăхăт иртмен - раштавăн 11-мĕшĕнче каллех «аварие лекме» тĕв тунă. Хальхинче те малтанхи ВАЗпах усă курнă. 13 сехет хыççăн Васильев çав машинăпа тĕп хулари «Шупашкар» универмаг патĕнчи çулсем хĕресленекен вырăнти унка тухнă. Ятарласа «Газель» автомобильпе авари тунă. Малалли - хăнăхнă сценарипе: автоинспекцие шăнкăравланă, унтан страхлакан компание çул тытнă. Кăрлач вĕçĕнче «МАКС» Васильевăн банкри шучĕ çине 8,9 пин тенкĕ куçарса панă.

Çак укçашăн çапла хăтланни тÿрре тухать-и вара? Çийĕнчен аварире сиенленнĕ транспорт хатĕрне юсамашкăн та тăкакланма тивет-çке... Следстви управленийĕн следователĕ манăн иккĕленĕве сирчĕ.

- Юсав ĕçĕсене вĕсем хăйсем пĕлекен мастерсем патĕнче йÿнĕпе пурнăçланă, страховкăна вара туллин илеççĕ. ОСАГО тÿлевĕн виçипе юсав тăкакĕ хушшинчи уйрăмлăх - вĕсен усламĕ, - ăнлантарать Е.Денисова. - Паллах, çак тĕслĕхсенчи тÿлев пысăк тееймĕн, анчах саплаштару укçи чылай пысăкрах та - вун-вун пин тенкĕлĕх - пулма пултарать, çавăнпа та ултавçăсемшĕн чăннипех лайăх мел.

Елена Геннадьевна уголовлă ĕçе тĕпчесси ансат пулманнине те пытармасть. Çапла ĕнтĕ: çын çул-йĕр правилисене пăхăннă, урăххин айăпĕпе аварие лексе сиен тÿснĕ - мĕншĕн айăпламалла? Çиелтен пăхма чăннипех çапла. Çавăнпа ултавçăсем страховка укçине хапсăнса ятарласа аварисем тунине ĕнентерме Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн сотрудникĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ. Айăпне ĕнентермелĕх материал пухнă-пухнах. Суд приговорне кĕтмелли çеç юлать.

Анчах пĕр ушкăна сиенсĕрлетни урăххисем çуккине пĕлтермест. Хальлĕхе вара водительсене асăрхануллă пулма сĕнмелли çеç юлать. Çул çăмăлттайлăха ахаль те каçармасть, çийĕнчен ав ултавçăсем асăрханусăррисене сыхласах тăраççĕ. Елена Геннадьевна çакнашкал ултавçăсем усă куракан хăш-пĕр мел пирки тĕплĕнрех те каласа пачĕ. Вĕсенчен пĕринпе тĕплĕнрех паллаштарам.

Çулсем хĕресленекен вырăнсенчи ункăсене питĕ килĕштереççĕ-мĕн - унта час-часах «сунара» тухаççĕ. Водитель ункăпа сулахай йĕрпе пынă май унтан айккинчи çул çине тухасшăн тейĕпĕр. Сылтăмалла пăрăнма хатĕрленнĕ май тĕкĕр çине пăхать: ункăн сылтăм йĕрĕ çинче /сылтăмри çул çине ункăн сылтăм йĕрĕ çинчен тухмалла вĕт - çул-йĕр правилисем çапла хистеççĕ/ урăх машина çук-и? Пушах, эппин, ним шикленмесĕрех пăрăнма юрать...

Ултавçă вара шăпах çак саманта сыхлать, кĕтет. Малти машинăран чылай каярах пынăскер çав самантра тăруках газ педалĕ çине пусать, сылтăмалла пăрăнма пуçланă малти автомобиль ăна сылтăм енĕпе сулахайран пырса çапать. Ултавçăсене çакă кирлĕ те! Малта пыни ниепле те тÿрре тухаймĕ, «тĕкĕр çине пăхса илтĕм - çул пушахчĕ» тенине ПАИн пĕр инспепкторĕ те шута илмĕ. Унăн хăйĕн йĕрĕпе, ункăн сылтăм енчи тулаш йĕрĕпе, пынă автомобиле ирттерсе ямалла пулнă.

«Мĕн хăтланатăн?! Суккăр-им, курмастăн-им?!» «Ăнсăртран» сиенленнĕ транспорт хатĕрĕн хуçине хирĕçлесе «айăпли» кун пек чухне мĕн калайтăр ĕнтĕ. ПАИ инспекторĕсем те çул-йĕр правилисем çине таянса çаплах çирĕплетсен, «эсĕ айăплă» тесен - пушшех...

Пĕр сăмахпа - асăрханăр.


Хыç сăмах вырăнне: Страхлакан компанисем хăйсен кăмăлсăрлăхне пытармаççĕ. ОСАГО хăйне тÿрре кăлараймасть, çавна май страховщиксем пысăк тăкак тÿсеççĕ-мĕн. Çавăнпах ОСАГО хакне пысăклатасшăн. Çакăнта çÿлерех каласа кăтартнă ултавлă тĕслĕхсен витĕмĕ те пурах-тăр. Ултавçăсем преступлени туса илекен укçа çул çинче чăннипех шар курнисен сиенне саплаштарма каймаллаччĕ вĕт. Халĕ вара вĕсем нушаланаççĕ: страхлакан компанисем авари сиенне туллин саплаштарманни, укçа тÿлессине тăсса яни пирки пĕлтернисем - çине-çинех. Куншăн та «автоподставщиксене» «тав тума» юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.