Тепĕр ФАП ĕçлеме пуçларĕ

21 Сен, 2018

Паян Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер ялĕнче тин çеç туса пĕтернĕ фельдшер-акушер пунктне уçрĕç.
Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухăва ял-йыш пухăнчĕ. Тукай Мишерсене ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ кунпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Халăха медицинăн паха пулăшăвĕпе кирек хăçан та тивĕçтересси — Чăваш Республикин чи малтан пурнăçа кĕртмелли патшалăх политики, — терĕ. — Ялсенче пурăнакансене врачсен медицина-санитари пулăшăвне парас тĕллевпе 2013 çулта ФАПсем тума йышăнтăмăр. Паян 179-мĕш фельдшер-акушер пунктне уçатпăр».
Пысăк событипе ял-йыша район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхĕн регион организацийĕн ертÿçи Владислав Ильин вице-адмирал саламларĕç.
Çĕнĕ ФАП заведующийĕ Гюзелия Ибрагимова ЧР Пуçлăхне, савăнăçлă пухăва хутшăннисене пунктри ĕç условийĕсемпе паллаштарчĕ. Уява район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсеи Петр Красновпа Юрий Попов, подряд организацийĕн, район больницин представителĕсем хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать