Тĕрлĕ регион пăхаттирĕсем вăй виçĕç

21 Сен, 2018

Чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн 1984 çултанпа ирттерекен Пĕтĕм Раççейри турнир çинчен çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан пăхаттирсем те пĕрре мар илтнĕ. Унта малти вырăнсене йышăнакан, хăйсен виçисенче лайăх кăтартусемпе палăракан атлетсем РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçеççĕ, Европăри тата пĕтĕм тĕнчери турнирсене хутшăнмашкăн путевка çĕнсе илеççĕ.

Кăçалхи 35-мĕш турнир чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртет. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма Куславкка хулинче çуралса ÿснĕ ентеше, тĕнчен ултă хут чемпионне, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова çирĕплетнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи ăмăртăва хутшăнма 20 регион атлечĕсем хатĕрленеççĕ.

«Хыпар» турнирне ирттермелли йĕркене хатĕрленĕ чухне кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов ертсе пыракан пуçару ушкăнĕ программăна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Иртнĕ çулсенче, сăмахран, 32 килограмлă снаряда йăтакан атлетсем 9 виçере тупăшатчĕç. 2018 çултан тытăнса тимĕр вăййине юратакансем ăмăртусенче 5 виçере кăна /63, 68, 73, 85 тата 85 килограмран йывăртарах/ вăй виçеççĕ. Хĕрарăмсем 4 виçере кĕрешнĕ пулсан кăçалтан икĕ виçере тупăшаççĕ. Çакă тĕрлĕ ушкăнра ăмăртакансен йышĕ ÿсессине пĕлтерет. Малашне кашни виçере помост çине 10 яхăн пăхаттир тухĕ.

«Хыпар» турнирне яланхи пекех паллă спортсменсем, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче палăрнисем хутшăнĕç. Чăваш Ен чысне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн хастарĕсем Александр Павлов, Алексей Иванов, Анастасия Александрова тата ыттисем хÿтĕлĕç.

Чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри турнирпа пĕрлех республика чемпионачĕ иртĕ. Унта 18 çултан кĕçĕнрех яшсемпе хĕрсем вăй виçĕç. Тĕрлĕ виçеллĕ шкул ачисемпе каччăсем 24 килограмлă кире пуканĕ йăтĕç. РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçлас текеннисем 32 килограмлă снаряда алла илĕç. Ăмăртура спорт ветеранĕсемпе хĕрарăмсем те хастарлăх кăтартĕç.

www.hypar.ru

Петĕр ЛАШТАЙ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.