Ял хуçалăхне суйланăшăн ÿкĕнмест
«70 çула çитетĕн, мĕн нушаланатăн, пăрах ĕçлеме», – теççĕ мана хăшĕсем. Мана вара хамăн ĕç киленÿ кÿрет. Ĕçрен нихăçан та хăраман эпĕ, малашне те çаплах пулĕ», – тет Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнчи Леонид Канясев фермер. Вăл çурма çулта чарăнма хăнăхман, пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерет.
Ордена тивĕçнĕ
Леонид Васильевич мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. «Куршанак ир çыпăçнă» теççĕ ун пеккисем пирки. 10 ачаллă çемьере урăхла пулма та пултарайман ĕнтĕ. Пĕчĕк чухне кÿршĕ ялти машина-трактор станцине ĕçе каякан ашшĕ хыççăн чупнине халĕ йăл кулăпа аса илет арçын. Кăшт çитĕнерехпе çывăх çыннине кăнтăрлахи апат çитерме хăмăл тăрăх утни те паян та куçĕ умĕнчех-ха. Техника еннелле ун чухнех туртăннă çав вăл. 14 çулта Леонид Канясева комбайнерта ĕçлекен ашшĕн пулăшаканĕ пулма шаннă. Эх, мĕн тери хĕпĕртенĕ ун чухне арçын ача! Çуллахи каникул вăхăтĕнче малтан та ĕçленĕ-ха, анчах комбайнер пулăшуçи тата яваплăрах-çке.
Çапла вара мĕн ачаранпах ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хума тытăннă вăл. Электрика вĕренсе тухнă çамрăка çара илсе кайнă. Салтакран таврăнсан каччăна тÿрех ялти «Победа» совхоза ĕçе чĕнсе илнĕ. Слесарьте темиçе уйăх вăй хурсанах ăна комбайн шанса панă. «Çав çулхинех хамăрăн тырра вырса пĕтерсен пире Калмăк Республикине вырмана ячĕç. Тепĕр çулхине — Иркутск облаçне. Хамăр республикăри хуçалăхсене пулăшма та тăтăшах яратчĕç», — каласа кăтартрĕ Леонид Канясев. Выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн Курган, Тюмень, Ярославль облаçĕсене кайнине, тепĕр чухне хĕлĕпех командировкăра пулнине пĕлтерчĕ.
Леонид Васильевич районта чи лайăх комбайнерсенчен пĕри пулнă. Тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăннăскерне республика шайĕнче те парнесемпе чысланă. Наградăсем те пур унăн. 1974 çулта маттур комбайнер Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Хăй каланă тăрăх — кун пек орде-на ялта пĕтĕмпе те 3 çын илнĕ, вĕсенчен пĕри — Канясев.
«Универсал»-фермер
Шел, самана улшăнăвĕсем «Победа» совхоза та япăх витĕм кÿнĕ. Леонид Канясев 2006 çулта хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Малтан çĕр улми лартас енĕпе ĕçленĕ, халĕ вара пĕрчĕллĕ культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксем акса çитĕнтерет. Ĕне усрать.
Паянхи кун фермер 614 гектар çĕрпе усă курать. Кăçал урпа тухăçлă пулнă: 1 гектартан — 35 центнер. Çавăн пекех тулă, ыраш, сĕлĕ туса илеççĕ. Тырра выльăха çитерме хăвараççĕ, ыттине сутаççĕ. Кĕрхисене вăхăтра акса хăварнă: ыраш — 85 гектар, тулă — 36 гектар. Леонид Васильевич комбайнпа хăех тырă вырать. Ăна ĕççи вăхăтĕнче ывăлĕ Петр тата кĕрÿшĕсем пулăшаççĕ. Вĕсем те, фермер хăй те трактор рулĕ умне те лараççĕ. ХФХ ертÿçи техника паркне пуянлатсах пыма тăрăшать. Хальхи вăхăтра пысăках мар хуçалăхра 2 комбайн /пĕрне пĕлтĕр туяннă\, 5 трактор, çĕрпе ĕçлемелли, утă çулса пухса кĕртмелли тĕрлĕ агрегат. Техника татах туянасшăн, тĕслĕхрен, опрыскиватель.
Леонид Канясев ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕ. Вăл ХФХра ĕçлекен Лилиана Беляевăпа унăн ывăлĕ Сергей пирки лайăххине çеç калать, «Вĕсем хам пекех универсал», — тет. Кинĕ Наталья вара — доярка. Хальхи вăхăтра хуçалăхра сăвакан 10 ĕне. Пăрусем те пур. Фермер хăй пирки «универсал» тесе ахальтен каламарĕ. Вăл хăех — ертÿçĕ те, комбайнер та, тракторист та, слесарь те. Агроном, зоотехник тивĕçĕсене те хăйĕнех пурнăçлама тивет. «Тепĕр чухне, уйрăмах хĕлле, хамах ĕне суни те пулать. Аппаратпа сума йывăр мар вĕт», — чунне уçрĕ ÿркенменскер.
Унпа йывăрлăхсем пирки те калаçрăмăр. «Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман. Çапах пуç усмастпăр», — калаçăва тăсрĕ Леонид Васильевич. Унăн кăмăл çирĕплĕхĕ пурри калаçуранах лайăх сисĕнет. Фермер хальхи техника хăватланса пынине, вăл ĕçе чылай çăмăллатнине палăртрĕ. Ĕçченскер патшалăх субсиди /çĕршĕн — гектар тăрăх, элита вăрлăх туяннăшăн, сĕтшĕн/ панипе кăмăллă.
Ĕçлемесĕр хырăм тăранмасть
Леонид Канясева çемйи нумай пулăшать. Мăшăрĕпе Зоя Петровнăпа 48 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. Кил хуçи арăмĕ те качча тухнăранпах ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва кайичченех склад заведующийĕнче тăрăшнă. Халĕ вăл мăшăрне май килнĕ таран пулăшса-хавхалантарса пырать. Выльăхсене пăхать, ĕççи вăхăтĕнче çынсене апат пĕçерсе çитерет. Малалла вулас...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать