Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хуравларĕ

21 Сен, 2018

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Сергей Антонов хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕ çинчен материал пичетленчĕ. Унта хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Сергей Антонов тата унта ĕçлекен Александр Михайлович Антонов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çитмен пирки малашне производствăна ÿстерме çул хупăннине пăшăрханса пĕлтернĕ, хуçалăх аталанăвне чарса пырас мар тесе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр уйăрма ыйтнă.

Антоновсем çĕкленĕ ыйтусене Елчĕк районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине ярса патăмăр. Унтан авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче çак хурава илтĕмĕр:

«Елчĕк районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ 2018 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче сирĕнтен илнĕ çырăва çапла хурав парать: Элекçей Тимеш ялĕнчи Сергей Антонов хресчен-фермер хуçалăхĕн членне Александр Михайлович Антонова Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ 2015 çулта ял хушшинчи хăйсен ферми çумĕнчи çĕре 18 сотка таран çирĕм çуллăха, 2016 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 10 гектар ытла çĕре хĕрĕх тăхăр çуллăха тара панă.

Паянхи кун тĕлне Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн çак хресчен-фермер хуçалăхне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр уйăрса пама май çук.

Ю.БЛИНОВ, Елчĕк районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ».

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.