Дипломлă çамрăк специалистсем ăçта ĕçлеççĕ?

Кăçал вĕренсе тухнисем яла е хулана ытларах кăмăлланă?

Алла тин çеç диплом илнĕ специалистсем ĕçлеме ăçта вырнаçнă? Шупашкартах юлнă-и е инçетри хутлăхра хÿтлĕх шыраççĕ-и?..

Тăван шкула — ĕçлеме

Марина Кудрявцева Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Патреккелти, Елчĕкри шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Çут çанталăкпа, кайăк-кĕшĕкпе, кашни чĕрĕ чунпа кăсăкланаканскер пурнăçне биологипе, химипе çыхăнтарма шухăшланă. Ĕмĕтне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пурнăçланă: кăçал химипе биологи факультетне пĕтерсе тăван шкулне ĕçлеме таврăннă.
Çамрăк педагог пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ушкăнĕнче вун çиччĕн вĕреннĕ, пĕртен-пĕр вăл çеç ялти шкула вырнаçнă. Елчĕкре çеç мар, районти Таяпа Энтри шкулне те вĕрентме çÿрет пике. Хулара пурăнма хăтлă, условисем лайăх пулсан та тăван тăрăха пăрахса кайма шухăшламасть. Хăйĕн телейне кунтах тупнă: кÿршĕллĕ Тутарстанри Тутиел йĕкĕтне качча тухнă. Марина Кудрявцевăпа пĕр вăхăтра Елчĕк шкулĕнче тата Екатерина Миронова ĕçлеме пуçланă. Канаш районĕнчи пике ачасене истори вĕрентет.
Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн ĕнерхи студенчĕ, социаллă пурнăçпа культура ĕç-хĕлĕ енĕпе пĕлÿ илнĕ Сергей Пигачев паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн литературăпа драма пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ. Кунта вăл хăй вăхăтĕнче практикăра та пулнă, алла диплом илсен театртах ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Кĕтнĕ вăхăт çитнĕ, Сергее театр коллективĕ хăйĕн йышне илнĕ. Каччă каласа кăтартнă тăрăх, унпа пĕр ушкăнра малтан 9-ăн пулнă, бакалавриат пĕтернĕ тĕле 5-ĕн юлнă. Вĕсем пурте хулара тĕпленнĕ. Сăмах май, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен кăçал 76 çамрăк вĕренсе тухнă, 50-шĕ — куçăн майпа. Халĕ вĕсенчен хăшĕ- пĕри Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлет, теприсем — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, виççĕмĕшĕсем — «Классика» капеллăра. Актер ăсталăхне алла илнисем Чăваш патшалăх пукане театрне вырнаçнă. Çавăн пекех ĕнерхи студентсем республикăри культура керменĕсене, ача-пăча музыка тата искусство шкулĕсене ĕçлеме кайнă.
Пĕлĕвне тарăнлатаççĕ
Бакалавр дипломне илнĕ хыççăн магистра вĕренме кайнисем те пур. Тĕслĕхрен, Ирина Павлова Гнесинăсем ячĕллĕ Раççей музыка академийĕнче /Мускав/ ăсталăхне туптать. Юлия Реутова Ульяновск патшалăх педагогика университетĕнче туризм ăслăлăхне ăса хывать. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал вĕренсе тухнисенчен 80 ытла проценчĕ суйласа илнĕ профессипех вăй хурать, ыттисен пĕр пайĕ малалла вĕренет, 7-8 проценчĕ ытти тытăмра ĕçлет.
Ытти вузра ĕç-пуç мĕнлерех? Республикăри 14 вуз тата 27 техникумпа колледжран кăçал 15 499 специалист вĕренсе тухнă, çав шутра 9109-шĕ — аслă шкулсенчен. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 41,2 проценчĕ кăна хăйсем валли ĕç вырăнĕ тупнă; 19,7 проценчĕ пĕлĕве малалла тăсма тĕв тытнă; 17,3 проценчĕ Раççей çар вăйĕсен ретне тăнă; 3,2 проценчĕ декрета кайма хатĕрленет; 18,6 проценчĕ ĕç шырать.
Çамрăк специалистсене ку енĕпе çăмăлрах пултăр тесе кашни вĕренÿ заведенийĕнчех ĕçе вырнаçма пулăшакан центрсем йĕркеленĕ. Çав службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас кăмăлпа университетсемпе институтсен сайчĕсене кĕрсе пăхрăмăр. Чăваш патшалăх культурăпа искусствă-сен институчĕ яваплăха туйса ĕçлени савăнтарчĕ: унта 2015-2017 çулсенче алла диплом илнĕ çамрăк специалистсем ăçта ĕçлеме вырнаçни пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Республикăри паллă тата ят-сумлă вузсенчен пĕрин унашкал службин ĕçĕ чуна кулянтарчĕ: унти информаци, тĕпрен илсен, кивелнĕ. Сăмахран, паянхи çамрăк специалист 2015 çулхи ĕç рынокĕпе тата çав вăхăтри ĕç укçипе кăсăкланĕ-ши? Унпа пĕрлех ку енĕпе пысăк ĕç тăвакансем пур. Акă асăннă службăсемпе центрсен мониторингĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем тăрăх /ăна Раççей Вĕрентÿ министерстви ирттернĕ/, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕ 551 центр хушшинче 36-мĕш вырăн йышăннă, тĕп хулари Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ — 49-мĕш вырăнта. Вузсен хушшинче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ палăрнă, 226 центр хушшинче 44-мĕш вырăна тухнă. Малалла вулас...

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.