Лобачевский тăванĕсем — Куславккара

18 Сен, 2018

Куславккари Н.И.Лобачевский музей çуртĕнче Николай Иванович мăнукĕн мăнукĕ Ольга Юхновская тата унăн хĕрачи Екатерина Санкт-Петербургра пурăнаççĕ , музей çурт валли экспозицисем хатĕрлеме хутшăннă Стела Писарева, Хусанти Н.И.Лобачевский ячĕллĕ академи лицейĕн директорĕ Татьяна Беспалова пулса курнă.
«Эпĕ Раççейри паллă математик Николай Лобачевский ячĕпе хисепленекен музей çурчĕпе паллашас шухăшпа нумай çул пурăнтăм. Акă паян тĕллев пурнăçланчĕ», — тенĕ Ольга Всеволодовна савăнăçне палăртса. Çуртăн кашни кĕтесне пăхса çаврăннă, экспозицисене тишкернĕ, музей директорне Марина Солдатихинăна тимлĕн итленĕ.
Хăнасем музее çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксен копийĕсене парнеленĕ. Вĕсенче — Николай Иванович ывăлĕпе кинĕ, вĕсен ачисем, мăнукĕ Давид, унăн мăнукĕсем. «Мана музейра пурте килĕшрĕ, — тенĕ Ольга Всеволодовна. — Уйрăмах паянчченех упранакан çуртпа сад тыткăна илчĕç. Темиçе сехет те пулин кунта Николай Ивановичпа мана çыхăнтараканнине — чуна çывăххине — туйрăм».

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.