Ĕнесем кÿпĕннишĕн кам айăплă?
Ĕне усракансен сĕтелĕ çинче яланах сĕт те, хăйма-тăпăрчă та, çу та пур. Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ шăпах сĕт сутса хушма тупăш илет. Çавăнпа ĕне чирлени е вилни хуçисемшĕн чăнласах та пысăк хуйхă.
Шел, Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан вунă ытла çын авăн уйăхĕнче ĕнесĕр тăрса юлнă. Сăлтавĕ — ĕнесем клевер çисе кÿпĕнни. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — мăйракаллă шултра выльăхсем кĕтÿрен таврăннă чухне йăвана-йăвана кайма пуçланă. «Шел, 1 ĕне вилнĕ, 3-шне хырăмĕсене шăтарса хăтарса ĕлкĕрнĕ. 13-шне хуçисем пуснă, хăшĕсем какайне хамăр районти аш-какай комбинатне леçнĕ. Ĕне кĕтĕвне кĕтÿçсем пăхнă, вĕсем пĕрремĕш çул ĕçлемеççĕ. Кĕтÿ кĕтекенсемпе нимĕнле килĕшÿ те туман. Ял халăхĕпе кашни çулах пухăнса калаçатпăр, кĕтÿçсене мĕн-мĕн памаллине тата мĕн чухлĕ тÿлемеллине сÿтсе яватпăр. Кăçал çынсем кашни ĕнешĕн уйăхсерен 700 тенкĕ тÿлеççĕ. Кĕтÿçсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ», — пĕлтерчĕç ял тăрăхĕн специалисчĕсем. Вĕсем каланă тăрăх — икĕ хут çулнă клевер лаптăкĕ çине выльăхсене кĕркунне маларахри çулсенче те, кăçал та юлашки эрнесенче кĕртнĕ, анчах кун пек инкек — харăсах темиçе ĕне кÿпĕнни — пулман. Выльăх шар курнăшăн хуçисем кама айăпламаллине те пĕлмеççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсăр тăрса юлнăскерсен тăкака мĕнле саплаштармалла? Сĕт нумай паракан лайăх ĕне йÿнĕ мар вĕт. Выльăха пусса аш-какая ăсатнисем те тăкак курнă паллах. Кĕтÿçсенчен шыраса илес — вĕсемпе килĕшÿ туман. «Ĕне тытакан çынсен выльăхне кĕтĕве кăлариччен уйрăмшарăн е пурте пĕрле пухăнса кĕтÿçпе килĕшÿ тумалла. Çав документра пĕтĕм саманта палăртмалла: кĕтÿçĕн выльăхсене миçере илсе тухмалла, каялла миçе сехетре илсе килмелле, ĕне хуçин мĕн чухлĕ тÿлемелле тата ытти те. Çак килĕшĕве алă пуснă кĕтÿç ял халăхĕн выльăхне тĕрĕс-тĕкел пăхма шантарать. РФ Граждан кодексĕн 159-мĕш статйине тĕпе хурса килĕшĕве çырса мар, калаçса татăлса та тума пулать. Вĕсем калаçса татăлнине çирĕплетмешкĕн свидетель кирлĕ, çакна судра ĕнентермелле», — ăнлантарчĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн юрисчĕ Анастасия Тимофеева.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ, çавăнпа та унран май пур таран сыхланма тăрăшмалла. Унăн сиенне тата тăкаксене чакарас тесен вара пурнăçа, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе страхламалла. «Хальччен нимĕн те пулман, кăçал та йĕркеллех пулĕ-ха», — тесе укçа-тенке хĕрхенме кирлех-ши? «Ĕни кÿпĕннĕрен шар курнă икĕ çын выльăхне страхланă: пĕрин ĕни вилнĕ, тепри выльăхне пусса аш-какай комбинатне леçнĕ. Вĕсем страховани тÿлевĕсене тивĕçеççĕ, документсене хатĕрленĕ ĕнтĕ. Страховка укçине мĕн чухлĕ илесси çынсем выльăхне малтан миçе тенкĕлĕх страхланинчен килет. Тĕслĕхрен, 40 пин тенкĕлĕх страхланă пулсан вилнĕ ĕне хуçи çав укçана каялла туллин илет. Енчен те выльăха пусса ĕлкĕрнĕ, какайне 30 пин тенкĕлĕх сутсан çынна 10 пин тенкĕ страховка укçи параççĕ», — каласа кăтартрĕ страхлакан пĕр компанин /реклама пуласран ятне асăнмăпăр/ Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн страхлакан агенчĕ Людмила Любезнова. Малалла вулас...
Ирина НИКОЛАЕВА.
Комментировать