Ешĕллĕх ламран лама куçтăр!

Çак уяв умĕн ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе районсенчи вăрманлăхсен бюджет учрежденийĕсем Етĕрне хулинче кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ. Вĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов паллаштарать.

Республикăн вăрман фондĕнче касса уçă вырăна илсе тухнă йывăçсен пушанса юлнă кварталĕсене тепĕр хут ешĕллентерес тĕллевпе кăçал хунавсене çитĕнме май туса панă-и?
— Вĕсене çулталăк каяллинчен пысăкрах лаптăкра — 397,9 гектар çинче — лартнă. Тĕп йывăçсем ÿссе çĕкленччĕр, таврари йывăçсем вĕсене çитĕнме ан чăрмантарччăр тесе 19,8 гектара ют культурăсенчен тасатнă. 10 гектара хунавсем лартса тата тĕп йывăçсен çумĕнчи кирлĕ мар культурăсене пĕтерсе симĕслентернĕ.
Юр çăвиччен çÿлерех палăртнă комбинациллĕ икĕ меслетпе те усă курса тата 166,3 гектара ешĕллентересшĕн. Вăрман лаптăкĕсене пăхса хунă ĕнтĕ.
Вăрман фондĕнчи пушă çĕре /14,3 га/ хунавсем лартса хăварнине палăртас килет. Маларах асăннă ĕçсене министерствăна пăхăнакан вăрманлăхсен бюджет учрежденийĕсемпе арендаторсем пурнăçланă.
Çуллен çу уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли куна ирттереççĕ. Ăна Чăваш Енре епле йĕркелетĕр?
— Унта 2011 çултанпа хутшăнатпăр. Акцин тĕп ĕçĕсене Шупашкар вăрманлăхĕнче Василий Богданов директор ертсе пынипе пурнăçлатпăр.
Министерство вăрманта бизнес йĕркелекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене пулăшать-и?
— Вăрман кодексне 2015 çулта кĕртнĕ улшăнупа килĕшÿллĕн вĕсене вăрманта йывăç касма, ун-тан кăларса сутма, стройматериалсем, сĕтел-пукан, ыттине ăсталама ирĕк панă. Министерство уй-рăм предпринимательсемпе юридици сăпачĕсене йывăç касмашкăн ирĕк пама, договорсем çирĕплетме 2016 çултанпа аукционсем ирттерет. 2016-2017 çулсенче çирĕм йĕркелесе 576 гектар çинче йывăç 164,5 пин кубла метр касма 166 договор /29,743 млн тенкĕлĕх/ тунă. Çак укçаран федераци хыснине — 6,52 млн, республика бюджетне 23,691 млн тенкĕ куçарнă.
Кăçалхи кăтартусем мĕнле?
— Пĕрремĕш кварталта тăватă аукцион ирттернĕ. Министерство маларах палăртнă категорие 53,7 пин кубла метр йывăç кастарма 53 договор çирĕплетнĕ. Аукционсенче ĕçлесе илнĕ укçаран федераци бюджетне — 3,74 млн, Чăваш Ен хыснине 7,2 млн тенкĕ пырса кĕнĕ. Кăçалхи тăваттăмĕш кварталта Улатăр, Йĕпреç, Кире, Етĕрне вăрманлăхĕсенче 40 пин кубла метр йывăç кастармашкăн договор тума аукцион йĕркелĕпĕр. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.